Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Чăн пулни)
 
Çамрăк мăшăр – Бориспа Люция – яла пурăнма юлас темерĕ, хулана кайса вырнаçрĕ. Малтанлăха тăванĕсен пĕчĕк пӳртĕнче пурăнма шутларĕç. Хулара пĕр кĕтес те пушă тăмасть. Куккăшĕсем çулла пурăнмалли çуртра вĕсем кăмака туса латрĕç, шпалер çыпăçтарчĕç, пĕветрĕç. Пăхса ытарма çук кĕтес пулса тăчĕ. Хальлĕхе вĕсене пысăкки кирлĕ те мар. Люция качча кайнă чух панă краватьпе сĕтел-пукана тирпейлĕ вырнаçтарса лартрĕç, кĕтесе арча вырнаçтарчĕç. Питĕ килĕштерсе пурăнчĕç çамрăксем. Ĕçе те, ĕçрен те пĕрлех çӳрерĕç. Ача çуралсан вара Люция килтен тухаймарĕ, килти ĕçсемпе аппаланчĕ. Борисăн пушă вăхăчĕ нумайланчĕ. Ĕçрен таврăнса апатлансан ĕçри юлташĕсем патне картла, шахматла выляма çӳре пуçларĕ. Ачи те темшĕн пĕрмай макăрчĕ, çавăнпа та мăшăрĕ кантăр тесе вăл ăна килтен кайма чармарĕ. Ывăлĕ пилĕк çула çитсен вĕсен тепĕр ача çуралчĕ. Марина ят пачĕç хĕрне. Укçа-тенкĕ пухкаласан хăйсене çурт лартма пĕчĕк пӳрт туянчĕç. Çĕннине лартиччен унта пурăнма куçрĕç. Каярахпа ун çумне пысăк пӳрт купаласа лартрĕç: тăватă пӳлĕмлĕ, верандăллă, çумĕнче—мунча. Сысна витипе чăхсем валли пӳлĕм тума та вăй-хал çитерчĕç. Пурнăç майĕпен йĕркеленсе кайрĕ. Иккĕшĕ те ĕçе çӳрерĕç, таврăнсан килти ĕçсене пĕрле турĕç. Гордей 8-мĕш класра вĕренет, Марина – виççĕмĕшĕнче.
Пĕр кун çемьене инкек килсе кĕрет. Люция ĕçрен таврăннă чух светофорăн сарă çутипе каçса ĕлкĕрме шутлать. Светофор умĕнче тăракан машинан водителĕ те çак шухăшпах малалла ыткăнать. Люцийăна çапса ӳкерсе машина малалла вĕçтерет. Люция пульницара тăна кĕмесĕрех вилсе каять. Вăтăр çулхи Борис икĕ ачипе тăрса юлать.
Çулталăк çитеспе Борисăн пурнăçĕпе пĕрле ĕçлекен кладовщица Зина кăсăкланма тытăнать: ачасем мĕнле вĕренеççĕ? Чирлемеççĕ-и? Кам кĕпе-йĕм çăвать? Апат-çимĕç кам хатĕрлет? Шеллекен сăмахсемпе арçыннăн пуçне çавăрма тăрăшать. Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне чăрăш туянать, теттисене тупса пама шантарать. Базăран шампань эрехĕ, канихвет, мандарин таврашĕ туянма май пурри пирки систерет.
Пĕррехинче хайхискер капăр тумланса, кучченеçсем йăтса вĕсем патне килсе кĕрет. Борисăн пуçне çавăрас тесе хĕрарăм темле майсем те шырать. Ытти уявсенче те вăл арçынна илĕртме тăрăшать. Час-часах хăй пурăнакан общежитие илсе каять, эрех-сăрапа хăналать. Борис ачасене тимлĕх уйăрма мансах каять. Ачисем шкула выçă, уроксене сиктере-сиктере çӳре пуçлаççĕ. Шкула чĕнтерсен те ашшĕ каймасть, Зина патĕнчех пурăнать. Борисăн укçине Зина тĕппипех тытса иле пуçласан ачасене интерната илсе каяççĕ. Чее хăрарăм Бориса хăтлă çурта куçма хистет. Кунта вăл патша майри пекех хуçаланать. Борис ĕçлесе илнĕ укçине хаклă тумтир, апат-çимĕç туянса пĕтерет.
Борис каçхи сменăра чух мăшăрне сайра çеç шăнкăравласа тытать. Лешĕ «çывăрнă» е «илтмен» тесе улталать. Зина ĕçленĕ кун унта шăнкăравлать, лешĕ яланах вырăнĕнче çук. Зина урăх арçынпа явăçса кайнă иккен, Дагестан çыннипе.
Килте пĕрле пулнă самантсенче те Зина мăшăрĕнчен пăрăнма хăтланать: е унăн пуçĕ ыратать, е вăл ывăннă. Борис ăна ĕненет. Пĕррехинче каçхи сменăра чух Борис температура ӳссе кайнипе хуçинчен килне яма ыйтать. Килне таврăнсан вăл алăкне уçайманнипе урамра çӳрет. Шалтан питĕрсе хунă, уçакан çук. Ахаль те чирлĕскер аптăрасах ӳкет. Кӳршине алăка çĕмĕрме пулăшма ыйтать. Зина алăка çĕмĕрнине илтсен уçса ярать. Ун çумĕнче – хура арçын тăра парать. «Тăванпа канлĕ чей ĕçме памастăн!»-тесе кăшкăрса пăрахать те Зина арçынпа килтен тухса каять. Тепĕр кунне каллех килеççĕ хайхискерсем: «Эпĕ санăн арăму. Ман кил кунта. Ниçта та каймастăп!»,- тесе вăл çак арçынпа киле-киле çĕр каçса каять.
«Капла хамран култарса пурăниччен çурта сутса ярас пулĕ. Укçине перекет кассине ачасем валли хурас. Хам общежитире те пурăнăп»,- шутлать Борис. Хаклă ыйтманнипе туянакансем часах тупăнаççĕ. Çурта сутса укçине илнĕ тĕле Зина çитсе те тăрать. Ун аллине укçа лекмессине ăнлансан Зинан пуçне усал шухăш пырса кĕрет: укçана перекет кассине хума памалла мар. Борис укçапа килтен тухсан ăна хыçалтан пырса пуçĕнчен йывăр япалапа çапаççĕ, укçине кăларса илеççĕ, Бориса машинана хурса вокзал енелле вĕçтереççĕ.
Пĕр хура арçын паспорчĕпе билетне проводника тыттарса пуйăса лартнине Борис тĕтреллĕ кăна астăвать. Пуйăсра ăна тăршшĕпех темле шыв ĕçтереççĕ. Сасартăк вăл хăйне такам хытă çапнипе вăранса каять. Милици тумĕ тăхăннă хура арçын çурри вырăсла, çурри ют чĕлхепе Борисран документсем ыйтать. Борис кĕсйисене хыпашлама тытăнать – пуш-пушах: укçа та, паспорт та çук. Вокзал çурчĕ çинче «Махачкала» тесе çырнине асăрхать. Бориса машина çине лартса 4-5 сехет хушши тусем хушшине илсе каяççĕ. Пĕр кивĕ вакуна тĕртсе кĕртеççĕ. Çакăнта пурăнма тытăнать Борис: шывпа çăкăр çеç параççĕ, хутран-ситрен сĕт тивкелет. Темиçе çултан унăн сывлăхĕ самаях хавшать, ăна яла куçараççĕ. Унта вăл пĕр пуян патĕнче тарçăра пурăнать: пахчара ĕçлет, кил-çуртне тасатса тăрать. Пĕррехинче урамра пирус тĕпĕ шыраса çӳренĕ чух ун патне пĕр вырăс хĕрарăмĕ пырать. «Молодой человек, ты откуда и зачем так унижаешься перед ними? Они тебе даже на сигареты денег не дают? У тебя есть родные? Дай их адрес, я им напишу»,- тет хĕрарăм хистесех. Борис вара Ульяновск облаçĕнче пурăнакан тăван аппăшĕн адресне парать. Палламан хĕрарăм аппăшĕ патне çыру çырса ярать, шăллĕ ăçта пурăннине пĕлтерет, «до востребования» адреспа укçа ярса пама ыйтать. Аппăшĕ – шăллĕ тупăннипе савăнса укçа ярса парать. Нумаях та вăхăт иртмест – телеграмма килет. Унта Борисăн тăванĕсем хăш пуйăс патне, хăш вăхăта, хăш тĕле пыма ыйтса çырнă.
Борис çухалнăранпа вунсакăр çул çитнĕ. Вăл таврăнсан мĕнпур тăванĕ пуçтарăнать. Ĕçесçĕ, çиеççĕ, юрлаççĕ, ташлаççĕ. Борис кăна савăнаймасть – вăл йывăр чирлĕ.
Часах шăллĕне çĕнĕрен паспорт илме пулăшаççĕ, тĕрлĕ санаторисемпе пульницасене сипленме илсе каяççĕ. Борисăн ачисем те ӳснĕ ĕнтĕ. Ашшĕне сыватасшăн тăрăшаççĕ. Анчах ашшĕн сывлăхĕ аванланни курăнмасть. Икĕ çул тертленсен вăл вилсе каять. Борис тăванĕсем çумĕнче канлĕх тупать.
 
: 913, Хаçат: 5 (1201), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: