Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи (Тутарстан
Республики) вăтам шкул ачисен пултарулăхĕ
 
***
Шурă юр çăвать,
Таврана шуратать.
Çĕнĕ йĕлтĕр шăвать,
Хыççăн йĕр хăварать.
 
Тав тăватăп аттене,
Тав тăватăп аннене
Питĕ пысăк парнешĕн –
Хитре çĕнĕ йĕлтĕршĕн.
 
Артём Макаров,
2-мĕш класс.
 
***
Илсе килчĕ Хĕл мучи
Пит асамлă юр пĕрчи.
Вĕрсе пăхрăм эп ăна —
Питĕ сивĕ, апăрша.
 
Илтĕм эпĕ аллăма,
Пикентĕм эп ăшăтма.
Таçта кайрĕ юр пĕрчи!
Пит чее-çке Хĕл мучи.
 
Максим Мискин,
2-мĕш класс.
 
Мулкач йĕрĕ
Ярăнаттăм эп паян
Çӳллĕ сăрт çинчен,
Сикрĕ тухрĕ пĕр куян
Йывăç хыçĕнчен.
 
Тытас терĕм куяна —
Тытма çук ăна!
Тапса сикрĕ таçталла,
Сĕм вăрманалла.
 
Лап пытанчĕ тĕм хыçне
Шурă çĕлĕк пек.
Йĕрĕ юлчĕ юр çине
Капăр тĕрĕ пек.
 
Оксана Кирхеева,
2-мĕш класс.
 
: 1049, Хаçат: 5 (1201), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: