Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Епле кăтартаççĕ, çыраççĕ!
Эпир те пĕр сăвă çырар.
Ютсем шикленсе те тăмаççĕ –
Раççей гражданинĕ Жерар!
 
Пайтах мигрантсем халĕ пирĕн,
Туссемшĕн çĕршывăмăр – тус.
Таса чунлисемшĕн пур ирĕк –
Кунта тĕпленесшĕн француз.
 
Пуян Депардье. Пит мухтавлă,
Тĕнче тĕлĕнмелĕх актёр.
Ун тинĕс пек ячĕ шăв-шавлă,
Пĕлет пуль чи лăпкă шахтёр.
 
Пурте хăнана ав чĕнеççĕ,
Аванччĕ – килсен Чĕмпĕре.
«Ильич ламписем» те сӳнеççĕ…
Тен, çутĕ çĕнрен Депардье.
 
Раççей ĕмĕртен пулнă туслă
Мала ăнтăлан Франципе.
Юлташлă пулсан çеç хăрушлăх
Хăратмĕ хаяр сассипе.
 
Эпир те кăштах «тирĕнер-и» -
Май ӳкнĕ чух шанчăк шырар,
Хĕлхемлĕ йыхрав кĕвĕлер-и –
Тен, килĕ кунта та Жерар...
 
10.01.2013.
 
: 696, Хаçат: 5 (1201), Категори: Поэзи хумe cинче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: