Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Ульяновск облаçĕнчи пахчаçăсен пĕрлешĕвĕсен çыннисемпе тĕл пулнă.
Унта 2012 çулта сад хуçалăхĕсене аталантарас тата ĕрчетес ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă. «Пĕлтĕр 10,5 çухрăм хытă сийлĕ çул тунă тата юсанă, 10 çухрăм шыв пăрăхне тăснă, 5 шăтăк хатĕрленĕ, 19 çухрăм электролини вырнаçтарнă, - пĕлтернĕ ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин. – Сад пахчисене куллен çынсем илсе çӳрекен 27 автобус маршручĕ çумне тата çуллахи вăхăтра кирлĕ 21 маршрут хушнă». Унсăр пуçне çăмăллăхсемпе усă куракан 7,5 пин пахчаçа кирлĕ таран укçине тавăрса панă.
2013 çулта сад ĕрчетекенсене хавхалантарма регион бюджетĕнчен 5, 6 миллион тенкĕрен сахал мар укçа уйăрма шантараççĕ.
Çĕнĕ шухăш – çĕршыв пуласлăхĕшĕн
Нарăсăн 17-20-мĕшĕсенче Ульяновск облаçĕнче Пĕтĕм Раççейри «Новые вызовы – новые решения» ăс-тăн мастерскойĕ ĕçлĕ.
Мероприятие региона аталанма пулăшакан çĕнĕ шухăшсене çуратма Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр сĕнĕвĕпе йĕркеленĕ.
Ăс-тăн мастерскойне Раççейри 34 регион хутшăнмалла. Вĕсем хăйсен ĕçĕсемпе экономикăри проектсене пурнăçламалли мелсем пирки каласа парĕç.
-Ăс-тăн мастерскойĕн тĕп шухăшĕ – Раççейри тĕрлĕ кĕтесре пурăнакан çамрăксене пĕрле пухса вĕсен «пурнăçран малта пыракан» шухăшĕсемпе паллашасси, кайран çав шухăшсене облаçра, Раççейре пурнăçа кĕртме тăрăшасси, - пĕлтернĕ облаçри шалти политика министрĕн çумĕ Ольга Куракина.
 
: 975, Хаçат: 6 (1202), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: