Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпир «Канаш» хаçата 2013 çулхи пĕрремĕш çурçуллăха çырăнса илнине çирĕплетсе редакцие абонентсене ярса панă вулакансем хушшинче лотерея вăййи ирттертĕмĕр. Парне – пылесос – Ульяновскра пурăнакан Лаврентий Иванович Данилова лекрĕ. Саламлатпăр!
***
«Канаш» хаçата пĕрремĕш номерĕнченех çырăнса илетĕп. Хальхинче пĕр кĕтмен çĕртен редакци парнине тивĕçлĕ пултăм. Тăван чĕлхене манар мар! Облаçри пĕртен-пĕр чăваш хаçатне çырăнар!
Çырăнар-ха «Канаша» –
Парне пултăр чăваша!
Лаврентий ДАНИЛОВ.
 
Хаçата 2013 çулăн 1-мĕш çурçуллăхне почта уйрăмĕнче тата почтальонсем урлă кашни уйăхрах 20-мĕш числоччен çырăнса илме пулать. Пĕлĕшĕрсемпе юлташăрсене, тăванăрсене çырăнтарма ан манăр. Пурнăçри пĕтĕм хыпара пĕлсе тăрăр!
«Канаш» хакĕ: 1 уйăха – 26 тенкĕ те 58 пус.
***
Февралĕн 1-мĕшĕнче 2013 çулхи иккĕмĕш çурçуллăха срокчен маларах хаçат-журнал çырăнса илмелли тапхăр пуçланчĕ. Вăл апрелĕн 1-мĕшĕччен пырать.
Çак вăхăтра «Канаш» хаçата çырăнмалли хаксем:
1 уйăха – 27 тенкĕ,
6 уйăха — 162 тенкĕ.
Пирĕнпе пĕрле пулăр, облаçри пĕртен-пĕр чăваш хаçачĕсĕр ан юлăр!
 
: 822, Хаçат: 6 (1202), Категори: Cырaнтару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: