Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Димитровградри «Восход» Культура керменĕнче Мелекесс районĕн чăвашĕсен культура кунĕ кĕрлесе иртрĕ. Уява И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă.
Хăнасемпе курма килекенсене авалхи чăваш тумĕ тăхăннă Людмила Ефанкина, Людмила Ильина, Альбина Яншина, Галина Тойгильдина, Мария Пайметова, Любовь Артамонова, Галина Ерменеева, Александра Волкова, Людмила Кокряшкина кăпăклă сăрапа, кукăль-пӳремеч, çăмарта хăпартни таврашĕпе юрласа-ташласа кĕтсе илчĕç. Кивĕ Сахчаран килнĕ Николай Хураськин каланă купăс çеммипе ватти те, вĕтти те ура хуçса ташларĕç.
Владимир Пайдулов – хăваран авса илемлĕ савăт-сапа, Георгий Борисов – йывăçран касса илемлетнĕ япаласем, Ольга Романова, Валентина Бородина – вак шăрçаран ытарма çук илемлĕ мăй çаккисем ăсталаса килнĕ.
Уяв программине УОЧНКАн вырăнти уйрăмĕн ертӳçи Валентина Киргизова ертсе пычĕ.
Район администраци пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Баканова пухăннисене саламласа çапла каларĕ: «Эпир чăваш культура кунне районта иккĕмĕш хут уявлатпăр. Пирĕн тăрăхра тĕпленсе пурăнакан 18 тĕрлĕ халăх пĕр-пĕринпе туслă пурăнать. Ахальтен мар Димитровград хули Туслăх орденне тивĕçнĕ».
Районти культура уйрăмĕн пуçлăхĕ Татьяна Гумёная Мелекесс чăвашĕсем хастар, ĕçчен, тарават пулнине палăртрĕ.
УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев çак уява йĕркелеме пулăшакансене – Димитровград хули пуçлăхне Н.А. Горшенина, Мелекесс район пуçлăхне В.П. Тигина; чăваш культурине аталантарас ĕçре вăй хуракансене – В. Киргизована, И. Иванюкована; укçа-тенкĕпе пулăшакансене – Н.Иванова, Иванпа Александр Палькеевсене, Ю. Михайлова, Л.Артьемьева, Н. Благороднова, А. Шульгана, В. Островские, В.Воеводина тав сăмахĕсем каласа Тав хучĕсем парса чысларĕ. Геннадий Петрович Улюкин тата Пётр Михайлович Улюкин – И.Я. Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнĕ тĕле кăларнă асăнмалăх медале тивĕçрĕç.
«Чăваш çынни яланах юрланă: хуйхăра та, ĕçре те, ĕçкĕ-çикĕре те… Çирĕм çул каялла Тури Мелекесра «Çеçпĕл» юрă ушкăнĕнчен тытăнчĕ те кунта чăвашлăх аталанма,- пуçларĕ сăмахне облаçри вĕренӳ министерствин тĕп специалисчĕ Федосия Улендеева. – Унтан «Савăнăç, «Телей» ушкăнсем йĕркеленчĕç. Шкулсенче те халăхсен йăли-йĕркине упрама тăрăшаççĕ. Облаçри нацисен культурисем аталанса пынинче Сергей Морозов кĕпĕрнаттăрăн тӳпи пĕчĕк мар».
Федосия Тимофеевна район администраци пуçлăхĕн çумне И.В. Баканована, «Шăпчăксем» юрă ушкăнне йĕркелесе нумай çул ертсе пыракан С. Г. Кочневана, Н.А. Симцов баяниста, «Савăнăç» юрă ушкăн ертӳçине И.Н. Иванюкована Тав хучĕсем парса чысларĕ.
Владимир Чигаков (1995-2005 çулсенче Мелекесс район пуçлăхĕ пулнă) хăй сăмахĕнче И.Я. Яковлев чăвашсемшĕн мĕнлерех пĕлтерĕшлĕ çын пулни çинче чарăнса тăчĕ. «Эпир çĕр пин юрăллă, çĕр пин тĕрĕллĕ халăх. Чăваш пулса çуралнишĕн пирĕн мухтанмалла. Чăваш чĕлхи вăл услам çу пек: кăмăла çемçетет», - терĕ чĕлхемĕре юратма сĕнсе.
Концерт программине «Савăнăç» юрă ушкăнĕ халăх юррисемпе уçрĕ. Тухмассерен тумĕсене ылмаштарчĕ. Уява малалла пĕчĕк артистсем тăсрĕç. «Сказочка» ача садне çӳрекенсем ташă композицине кăтартрĕç, 56-мĕш номерлĕ ача садне çӳрекен Дарья Карпеко «Пукане» юрра шăрантарчĕ, 55-мĕш номерлĕ ача садĕнчи Карина Зюзина чăваш ташши çаптарчĕ.
«Шăпчăксем» юрă ушкăнне (ертӳçи С. Кочнева) куракансем яланхи пекех лайăх йышăнчĕç. Хăйсен пултарулăхĕпе вĕсем Раççейри кăна мар, ют çĕршывсенчи конкурссенче те палăрчĕç.
«Провинциальные танцы» ушкăн (ертӳçи М.Сказкоподателева) хăйсен çăмăл ташшипе пурне те тыткăнларĕ. Уява хутшăнакан кашни ачана шăккалат, ертӳçисене – Тав хучĕсем парса хавхалантарчĕç уява йĕркелекенсем.
Арина Тойгильдина, Лидия Архипова, Пётр Улюкин, Нина Морозова, Любовь Павлова пĕчченшер юрласа ăсталăх кăтартрĕç.
Концерт программине Эврелĕнчи «Телей» (ертӳçи П.Улюкин) тата «Савăнăç» юрă ушкăнĕсем хаваслă юрă-ташăпа вĕçлерĕç. Курма килнисем канмалли куна усăллă ирттернĕшĕн йĕркелекенсене чĕререн тав сăмахĕсем каларĕç.
 
: 1111, Хаçат: 6 (1202), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: