Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Обществăлла палата умĕнче регионти правительство председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин тухса калаçнă. Вăл область аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвне тунă, малашнехи плансем çинче чарăнса тăнă.
-2012 çулта мĕнпур отрасльсен аталанăвĕнче ӳсĕмсем палăраççĕ – ӳсен-тăрана акса тăвассисĕр пуçне. Çут çанталăк пăтăрмахĕсене пула ӳсен-тăран ӳстерес ĕç 27 процент чакнă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси вара 10,5 процент ӳснĕ. Регионта мĕнпурĕ 26 млрд та 56 млн тенкĕлĕх ял хуçалăх продукцийĕ туса кăларнă, ку пĕлтĕрхинчен 3,5 млрд тенкĕ сахалтарах.
2013 çул тĕлне мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 2,7 пин пуç (1,7 процент) ӳснĕ. Халĕ мĕнпурĕ 157,5 пин пуç шутланать. Çаплах сысна, качака усракансен шучĕ те нумайланнă.
2012 çулта пĕрчĕллĕ культурăсене туса илесси 22,8 центнертан 14,8 центнера анса ларнă (гектартан), тĕш-тырă тухăçĕ икĕ хут чакнă (650,4 пин тоннăпа танлашать),- тенĕ вăл.
Унтан министр тавар хакĕсем çинче чарăнса тăнă. Кăçалхи кăрлачăн 21-мĕш тĕлне ку енĕпе Ульяновск Атăлçи тăрăхĕнчи 29 хуларан 26-мĕш вырăн йышăнать. Хаксен ӳсĕмĕн индексĕ регионта чӳк-раштав уйăхĕсенче — 106,5 процент.
Ял хуçалăх ĕçченĕсен вăтам ĕç укçи 12 процент ӳснĕ (план тăрăх, 15 процент ӳстерме палăртнă). Халĕ вăл 11 пин те 543 тенкĕ.
РФ Правительство йышăнăвĕпе, ял хуçалăхне аталантарма патшалăх программине йышăннă. Ун тăрăх, облаçри агрокомплекса аталантарма бюджета 328 млн тенкĕ хывса хăварнă. Çитес çуракине ирттерме тата 200 млн тенкĕ укçа уйăрнă.
Унтан вăл облаçри районсенчен килнĕ фермерсемпе обществăлла организацисен ертӳçисен ыйтăвĕсене хуравланă. Чи çивĕччисене çитес вăхăтрах татса пама шантарнă.
 
: 773, Хаçат: 6 (1202), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: