Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Нарăсăн 2-мĕшĕнче Тутарстанти Пăва районне кĕрекен Элшелĕнче «Тăхăрьял» кĕнеке авторне Григорий Тимофеевич Тимофеева асăнса бюст уçрĕç. Авторĕ – Н.Г. Кондрашкин скульптор.
Григорий Тимофеев 1887 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе нарăсăн 2-мĕшĕнче) Чăваш Енри Куславкка районĕнчи Тĕрлемес ялĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă. И.Я.Яковлев шкулĕнчен вĕренсе тухсан 1896-1908 çулсенче Элшел шкулĕнче вĕрентнĕ.1915 çулччен пачăшкă тивĕçне пурнăçланă. Элшел хĕрĕпе Дарья Никифоровнапа çемье чăмăртаса вĕсем 12 ача çуратнă. Улттăшĕ çамрăклах вилнĕ.
Тăхăрьял историне çырма вăл шкулта ĕçленĕ вăхăтра тытăнать. Ал çырăвне Н.И. Ашмарина кăтартать. Профессор сĕнĕвĕсене шута илсе кĕнекене çĕнĕрен майлаштарса çырать. Ун хыççăн тĕпчевĕсене И.Я. Яковлева тата Н.В. Никольские паллашма парать. Кĕнекене кăларнă хыççăн аван пурнăç шыраса Çĕпĕре, Томск кĕпĕрнинчи Щегловск уесĕнчи (хальхи Кемĕр облаçĕ) Топки ялне куçса каять.1923 çулччен Томск кĕпĕрнинче учительте ĕçленĕ хыççăн Элшелне таврăнать. Каллех чиркӳре ĕçлеме тытăнать. Икĕ çултан Шупашкара кайса архива вырнаçать. Анчах темшĕн ăна каллех чунĕ аякка туртать. Вăл каллех Çĕпĕре, Щегловск хулине, тухса каять. Шкулсенче ĕçлет. Каярахпа Çĕнĕ Кузнецк хулине куçать. 1932 çулта Ăремпур кĕпĕрнинчи Абдулино районĕнчи Анат Курмей ялĕнче пурăнма пуçлать. 1937 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче ăна «ырă çынсен» элекĕпе район прокуратури «халăх тăшманĕ» тесе арестлет. Тепĕр эрнерен çĕрле персе вĕлереççĕ.
Палăк уçнă çĕре хаклă хăнасем килсе çитнĕччĕ: Чăваш Наци Конгресĕн президенчĕ Г.Архипов, Пăва район пуçлăхĕ В.Абузяров, «Тасма» фирмăн тĕп директорĕ В.Серебряков, Тăхăрьял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата поэтсем, çыравçăсем, таврапĕлӳçĕсем. Чĕмпĕртен И.Я. Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин ертӳçи А.Мордовкин, чăваш таврапĕлӳçисен ертӳçи Н.Казаков, хисеплĕ таврапĕлӳçĕ И.Кирпичников пулчĕç. Мероприятие шкул директорĕ В. Афанасьев ертсе пычĕ.
Килнĕ хăнасем пухăннисем умĕнче тухса калаçрĕç. «Тăхăрьял» кĕнекепе унăн авторĕ çинчен каласа пачĕç. Палăка ăсталакан та ырă сăмахсене тивĕçрĕ.
Мероприятие вырăнти артистсем юрă-ташăпа илемлетрĕç.
 
: 850, Хаçат: 6 (1202), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: