Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Облаçра кăна мар, чăваш тĕнчинче паллă таврапĕлӳçĕн Иван Моисеевич Кирпичниковăн хăй çуралса ӳснĕ тăван тăрăхĕ пирки çырнă иккĕмĕш кĕнеки кун çути курчĕ. «Тимерсяны и нижнетимерсянцы» ятлă вăл.
Виççĕре яхăн страницăллă кĕнекере Иван Кирпичников хронологи йĕркипе ял аталанăвĕпе çынсен пурнăçне çырса кăтартать.
-Пирĕн пек пысăк ял пирки тĕплĕн çырса кăтартни хальччен пулман. Ялти музейра Ваççа Аниççин аса илĕвĕсем, А.Т. Конновăн облаçри архивран илнĕ коммунистсен партин историйĕ, Ф.А.Архандеевăн ял халăхĕн йăли-йĕркипе паллаштаракан çырăвĕсем упранаççĕ. Анчах музея çӳресе çакăнпа интересленекен сахал, - çырать автор умсăмахĕнче.
«Камсем эпир, ăçтан эпир», «Чĕмпĕр чăвашĕсем», «И.Я.Яковлев аса илĕвĕнчен» пайĕсенче автор Тимĕрçен тăрăхĕ мĕнле пулса кайнине тĕпчет. Аслă революци хыççăнхи, вăрçă вăхăтĕнчи ял пурнăçĕ куç умне тухать. Кĕнекере Тăван çуршыва хӳтĕлеме тухса кайнисен, вăрçăран таврăннисен тулли списокĕсем пур.
Çаплах кĕнекере Тимĕрçен тăрăхĕнчен тухнă паллă çынсемпе, писательсемпе, поэтсемпе тата вĕсен произведенийĕсемпе паллаштарнă.
 
: 937, Хаçат: 6 (1202), Категори: Кeнеке cyлeкe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: