Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Барăш
Хулари 4-мĕш шкулта хĕллехи спорт вăййисем иртнĕ. Мероприятие район пуçлăхĕ С.В.Кочетков уçнă. Ăмăртусене 5 хула тата 4 ял тăрăхĕн спортсменĕсем хутшăннă. Емелей ял тăрăхĕн каччисемпе хĕрĕсем çĕнтернĕ.
Николаевка
Ача-пăча тĕп вулавăшĕнче «Ылтăн перо» литература клубĕнче вырăс писателĕ М.М.Пришвин çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă çамрăк поэтсен тĕлпулăвĕ иртнĕ. Пуçтарăннисем çыравçăн «Хĕвел кĕлечĕ» кĕнеки тăрăх йĕркеленĕ конкурса хутшăннă. Кунтах «М.Пришвинăн симĕс тĕнчи» ятлă кĕнеке куравĕ уçăлнă.
Чартаклă
Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳ тата сывлăх сыхлавĕн министерствисен хушăвĕпе облаçри вĕренӳ заведенийĕсенче ачасем наркотик тата ытти психотроплă эмелсемпе усă курнипе курманнине хăйсен ирĕкĕпе тĕрĕслеме тытăннă.
Районта мĕнпурĕ 223 ача тест иртнĕ. Нихăшĕнче те сиенлĕ япала тупман. Пилĕк ача çеç теста хутшăнма кăмăл туман.
***
Чартаклăра «Атăлçи йăлтăрккисем» фестиваль иртнĕ. Уява районта пурăнакан пур наци çыннисем, пултаруллă çемьесем, шкул ачисем хутшăннă. Чăвашсенчен — Пухтел ялĕнчен (сăмах Чартаклă районĕнчи ял пирки пырать) килнĕ Судаковсен çемйи, Володарская шкулĕнчен Анастасия Саиткина тата виçĕ тантăшĕ (вĕрентӳçи – Татьяна Шмаранова) тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне кăтартнă, парнесем çĕнсе илнĕ. Ульяновскри чăваш культура центрĕнчен килнĕ хăнасем Ираида Гавриловапа Лариса Васильева хастар хутшăннă чăваш шăпăрланĕсене кĕнекесем (М.Скворцовăн вырăсла-чăвашла словарĕ, Дмитрий Кузьмин меценат парса янă "Краткая чувашская региональная энциклопедия" кăларăм) парнеленĕ.
Павловка
Павловкăри технологи техникумĕнче тĕрлĕ специальноçа вĕренекен студентсен хушшинче професси маçтăрĕсен конкурсĕ иртнĕ.
Ăмăртăва пулас автомеханиксем, технологсемпе поварсем, сварщиксем хутшăннă.
Ăсталăхĕпе аслă курссенче вĕренекенсем кăна мар, пуçламăш курсрисем те палăрнă.
Çĕнтерӳçĕсене хаклă парнесемпе грамотăсем парса чысланă. 1-мĕш тата 2-мĕш вырăнсене йышăннисем облаçри конкурса хутшăнĕç.
Вешкайма
Каркиел ялĕнче хоккейла выляссипе турнир иртнĕ. Спортсменсем "Вешкайма район" муниципаллă пĕрлĕх ертӳçи Евгений Добряков тата «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн парнине çĕнсе илессишĕн ăмăртнă. Турнира Бекетовка, Шарлово тата Вешкайма шкулĕсен командисем хутшăннă. Шел, Каркиелĕнче хоккей ушкăнĕ çук.
Виçĕ ушкăнран хоккейла выляса Бекетовка шкул ачисене çитекен пулман.
***
Коченяевка шкулĕнче Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен туслăхĕн фестивалĕ иртнĕ. Кашни класс регионта пурăнакан халăхăн йăли-йĕркипе, юрри-ташшипе, апат-çимĕçĕпе паллаштарнă.
Иккĕмĕш классем мордва, тăваттăмĕшсем вырăс, улттăмĕшсем тутар, çиччĕмĕшсем чăваш, тăххăрмĕшсем чикан халăхĕсен культурипе паллаштарнă.
Фестивале хатĕрлеме учительсемпе ачасене ашшĕ-амăшĕ пулăшнă. Чăваш культурипе паллаштарассишĕн В.А.Сайгушева тата Л.А.Семиндейкина тăрăшнă.
Тереньга
Сталинград çывăхĕнчи çапăçура çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине паллă туса районти культура учрежденийĕсенче патриотизм сехечĕсемпе хăюлăх урокĕсем иртнĕ.
Районти таврапĕлӳ музейĕнче «Память огненных лет» асăну сехетĕнче музей директорĕ Т.Е.Провалова Сталинграда хӳтĕленĕ ентешсем пирки каласа панă. Г.Н.Наганов, Г.А.Кокорин, чăваш хĕрарăмĕ А. Ф. Навознова, З.П.Кащеева тата ыттисен вăрçă вăхăтĕнчи сăн ӳкерчĕкĕсене кăтартнă.
***
Район администрацийĕ 2013 çулта 307 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртнă. Çулталăк пуçланнăранпа 19 çынна ĕç тупса панă.
Çинкĕл
Кунта сусăрсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ульяновск облаçĕ 2013 çула «Пĕр тан вăйсен çулĕ» тесе пĕлтернине тĕпе хураççĕ, пулăшу кĕтекенсем патне куллен тухса çӳреççĕ. Лесной посёлокĕнчи психикăпа неврологи интернатĕнче вырăнти культура пайĕн ĕçченĕсем мероприятисем ирттереççĕ. Фестиваль-концертсе нче пĕрре мар Çинкĕлти шкул ачисем, педколледж хĕрĕсемпе каччисем хăйсен пултарулăхне кăтартнă, сусăрсен кăмăл-туйăмне çĕкленĕ.
 
: 765, Хаçат: 6 (1202), Категори: облаcри районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: