Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Федя, Фёдор, Федя тете»,- теççĕ савăнăçсем хăйсемпе юрлакан хисеплĕ çынна, ансамбль солистне. Кăмăлĕ аван пулнăшăн, пулăшма, хавхалантарма васканăшăн хисеплеççĕ. Ун сасси «Савăнăç» илемĕ. Фёдор Иванович Елифанкин ансамбль йĕркеленнĕренпех ушкăнра баритон сасăпа юрлать. Хăй çамрăклăхĕн вăрттăнлăхĕн тупсăмне куллен юрăç-ташăçăсемпе курнăçнинче, тăван чĕлхепе юрланинче шырамалла тет.
Димитровград хулинче пурăнакан пултаруллă хĕрарăм Ирина Иванюкова юрлама юратакан илемлĕ те уçă сасăллă хĕр-пикесене пĕр çĕре пухса юрă ушкăнне йĕркелет. «Савăнăç» ятпа чăмăртаннăскер часах вăл Мелекеспа Çĕнĕ Малăкла районĕсенче, Димитровградра, Ульяновск облаçĕнче юратнă ансамбль пулса тăрать, концертсемпе тăтăш тухса çӳреме пуçлать. Фёдор Елифанкина хăйĕн çемйипе вырăнти «Строитель» Культура керменĕнче иртнĕ чи пирвайхи концертĕнче пулса курма тӳр килет. Çав каçранпа чăваш юррине Турă вырăнне хуракан çар çынни – «Савăнăç» юрăçи. Арçынсенчен чи пĕрремĕш пыраканĕ те — Фёдор Иванович. Ирина Николаевна шăнкăравласанах Фёдор Елифанкин мĕнпур ĕçĕсене пăрахса палăртнă вырăна кайма пуçтарăнма пуçлать. Йăлăнтарма, кĕттерме юратмасть чăваш арĕ. Вун пилĕк çул хушшинче вăл юрлакан ансамбль чылай юрă-кĕвĕ фестивалĕн, концертăн, юбилейăн… илемĕ пулса тăчĕ.
– Эпĕ çамрăкранах юрлама юрататăп, – каласа парать Фёдор Иванович. – Анчах та темшĕн ача чух çын умне тухса юрлама вăтаннă. Аттепе анне кăмăлланă «Саврăшпуçĕнче» халăх юрри ман та юратнă юрă пулса тăнăччĕ. Эпир ӳснĕ чух (Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсар ялĕнче çуралнă) килĕрен ачаччĕ. Пурте юрра-ташша ăстаччĕ. Ял хавалĕ çапларахчĕ пулас. Суймасăр калатăп: пултаруллă çынсем кунта пĕр ял. Чăваш йăлипе нимĕнле уяв та, ĕçкĕ-çикĕ те, ниме таврашĕ те юрă-такмаксăр иртместчĕ. Халĕ те çаплах. Ĕлĕк атте вырăсла та аван юрлатчĕ. «Травы, травы» тата тимĕрçĕсен юррине пит юратса шăрантаратчĕ. Атте Иван Фёдорович, çарта салтаксен стройĕнче юрă пуçлакан пулнă тесе каласа паратчĕ. 1892 çулта çуралнă атте икĕ вăрçă (Пĕрремĕш тата Иккĕмĕш тĕнче вăрçисем) урлă тухнă, 92 çулта вилчĕ. Анне, Александра Семёновна, 52 çултах çĕре кĕчĕ. Эпĕ чи кĕçĕнни – çемьере çиччĕмĕш ача.
Фёдор Елифанкин 1968 çулта çу уйăхĕнче хĕсмете кайнă та çавăнтах юлнă. Совет çарĕнче çĕршыв Афганистанпа чикĕленекен вырăнта тăнă. Аслă прапорщик тивĕçĕсене пурнăçланă. 1977-1992 çулсенче Мелекесри çар строителĕсен полкĕнче тивĕçлĕ канăва кайичченех хĕсметре тăнă. Пенсире тата 18 çул ДААЗра ĕçленĕ. Тарават мăшăрĕпе Зоя Исааковнапа икĕ ача ӳстернĕ. Тĕпренчĕкĕсем тата тăватă мăнукĕ Димитровградрах пурăнаççĕ.
Пултаруллă юрăç йывăçпа ĕçлеме юратать: йывăçа касса тĕрлет, тĕрлĕ кӳлепесем тăвать. Кану илĕртмест ăна. Çавăнпа та вăл халь те пулин ĕçлет-ха, хатĕр-хĕтĕр юсакан харпăр фирмăра вăй хурать. «Килте кĕрĕк арки йăваласа ларсан часах ватăлатăн,-тет шӳтлесе те чăнласа.-Ĕçре çынпа калаçатăн, вĕсене куратăн, хăвна кăтартатăн. Каçпа килте савнă мăшăр кĕтсе тăрать. Юратнă çемьере кирлине, кĕтнине туятăп. Уявсенче «Савăнăç» ансамбльпе чăвашсене савăнтаратпăр. Çакă пуль вăл телей. Кăмăлпа чун шайлашса тăни».
Фёдор Ивановичпа сывпуллашас умĕн чунĕнчен юратакан юррине юрласа пама ыйтрăм. Хисеплĕ çыннăмăр Николай Карлин çырнă «Тĕттĕм каç» юрра шăрантарчĕ. Сасси чун-чĕрене пырса çупăрларĕ. Мĕнпур чăваш юрри çапларах тарăн шухăшлă пулинччĕ тата.
 
 
 
Димитровград хули.
 
: 949, Хаçат: 6 (1202), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: