Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăл комсомол янипе Пушкăрт Республикинчи Стерлитамак хулипе Ăремпур облаçĕнчи Абдулино хушшинчи чукун çула тунă. Северодвинскри Çурçĕр флотăн вĕрентӳ отрядĕнче инструктор должноçĕнче хĕсметре пулнă. Чернобыльти атомлă электростанцире синкер пулнă хыççăн çĕршыв йыхравĕпе унта тухса кайнă. Паян Анатолий Александрович Разинов чун туртăмĕпе ялти ашшĕ-амăшĕн тĕп килĕнче халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен вырăн йĕркеленĕ. «Ылтăн алăллă маçтăр», - теççĕ ун пирки Тимĕрçен тăрăхĕнчи ял çыннисем.
А.А.Разинов 1938 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте çуралса ӳснĕ. Ашшĕ-амăшĕ, пуçламăш классенче çеç пĕлӳ илнĕскерсем, ял хушшинче вĕреннĕ те сумлă çынсен хушшинче пулнă. Александр Егорович ял Советĕнче секретарь, «Тимерсянский» машинапа трактор станцийĕнче (МТС) тĕп бухгалтер ĕçĕсене илсе пынă. 1941 çулхи утă уйăхĕнче Аслă вăрçа тухса кайнă. Артиллерист-дальноб ойщик - Разинов кĕçĕн лейтенант - 1944 çулхи кăрлач уйăхĕнче Витебск облаçĕнче пулнă тан мар çапăçура паттăрла пуçне хунă. Тăватă ача – Степан, Анатолий, Роза, Нина – амăшĕн хӳттине тăрса юлнă. Феодосия Ильинична (хĕр чухнехи хушамачĕ Юманова) пĕр вăхăтрах ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче санитаркăра та, колхоз ĕçĕсенче те тар тăкса ачисене çын çине кăларма тăрăшнă.
Анатолий 1956 çулта Вăта Тимĕрçенте вунă класс пĕтерет те комсомол путёвкипе Пушкăрт Республикипе Ăремпур облаçне çыхăнтаракан чукун çула тума тухса каять. Кунтан ентешĕмĕре Магнитогорскри техника училищине вĕренме яраççĕ. Вăл çулталăк çурăра промышленность предприятийĕсен электромонтёрне вĕренсе тухать те Удмурти Республикин тĕп хулинче – Ижевскра – «Уралэлектромонтаж» управленире хăй илнĕ специальноçпа вăй хурать.
1959-1963 çулсенче Çурçĕр флотра çĕршыв умĕнчи арçын тивĕçне пурнăçлать. Пĕрремĕш статьяри аслă старшина Ульяновска таврăнса автозаводра вăй хума тытăнать. Каçхи вăхăтра политехника институтĕнче пĕлӳ илет. Виçĕ çултан вăл "Контактор" завода куçать те 2009 çулхи çурла уйăхĕччен – тивĕçлĕ канăва кайиччен – вăй хурать. 1987 çулхи нарăс уйăхĕнче Чернобыльти атомлă электростанцире синкер сиксе тухсан унта тухса каять. Ĕç биографийĕн юлашки тапхăрĕнче вăл инженер-конструктор та вăй хурать. Коммутаци аппарачĕсен автоматлă выключателĕсене тăвас ĕçри пулăмĕсене çĕнетсе аванлатмалли сĕнӳсем нумай парать. Заводăн техника тĕрĕслев уйрăмĕн пуçлăхĕнче вăй хурса предприятие пысăк усă парать.
Анатолий Александрович хĕсметрен отпуска таврăнсан çемье çавăрать. Мăшăрĕ – Ксения Ивановна (хĕр чухнехи хушамачĕ Исаева) Ульяновскра строитель-малярта вăй хурса тивĕçлĕ канăва кайнă. Разиновсем ывăлпа хĕр çуратса çын çине кăларнă. Андрейпа Ольга Ульяновскри хуçалăхсенче вăй хураççĕ. Вĕсем ашшĕпе амăшне тăватă мăнук парнеленĕ.
Паян ентешĕмĕр – пĕчченех. Мăшăрĕнчен 2009 çулта ĕмĕрлĕхех уйрăлнă.
Пĕтĕм тунсăхне сирсе яраканĕ (ачисемпе мăнукĕсемсĕр пуçне): ашшĕ-амăшĕнчен ялта юлнă тĕп кил-çурт тата пысăк çĕр лаптăкĕпе юратнă ĕçĕ – радио-электроприбор семпе аппаланасси. Вăл килĕнче халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен «комбинат» уçнă. Тимĕрçен тăрăхĕнче вырнаçнă ялсенче пурăнакансем паян ĕçрен тухнă сивĕтмĕшĕсене, телевизорĕсене, радиоприёмникĕсене, пылесосĕне (ăпăр-тапăр таранччен) Анатолий Александрович патне илсе пыраççĕ. Питĕ аван – район центрне, Ульяновска çӳресе тăкакланса вăхăт ирттермелле те мар: килти маçтăр ĕçсене пысăк пахалăхпа тата йӳнĕ хакпа пурнăçлать.
Ентешĕмĕр çĕр лаптăкĕ çинче мĕн кăна çитĕнтермест-ши! Пĕр вăхăтрах вăл – агроном, пахча çимĕç ӳстерекен, сад ăсти ...
Вăхăт-вăхăт дача-çуртра хут купăспа балалайка сассине илтме пулать. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ музыкант кунĕпе тăрмăшнă хыççăн чунне кантарма, тунсăхне пусарма, пурнăçпа киленме аллине музыка инструменчĕсене тытать.
 
: 934, Хаçат: 6 (1202), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: