Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççейри «Боевое братство» обществăлла организацин Ульяновскри уйрăмĕ, халăха патриотла воспитани парассипе ĕçлекен центр çамрăк ăрăва çĕршыва юратма вĕрентес, асаттесемпе кукаçисен, аслă пиччесемпе аттесен вăрçăри паттăрлăхне мантарас мар тесе 2007 çултанпа облаçри шкулсенче, училищĕсемпе вулавăшсенче, музейсенче «Хăюлăх урокĕсем» ирттереççĕ.
-Иртнĕ çул облаçра 30 ытла «Хăюлăх урокĕ» йĕркелерĕмĕр. 2013 çулта «Боевое братство» çакăн пек уроксене Чăнлă районĕнчи шкулта ирттерме палăртрĕ. Кашни шăматкун эпĕ тата пирĕн организацире тăракансем – Г.П.Ермилов (Чăнлă районĕнчи «Боевое братство» пĕрлĕхĕн уйрăмне ертсе пырать), Н.Н.Белов, П.А.Крышуков, А.В.Фомичёв, М.М. Абушаев, С.А.Плюха, В.А.Смирнов, облаçри халăха патриотла воспитани паракан центрăн специалисчĕ Б.А.Накладов вĕренӳ заведенийĕсенче пулатпăр. Пирĕн тĕллев: çамрăксем вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă ветерансене хăйсем курса, вĕсем каласа панине итлесе, интереслентерекен ыйтусене парса чăн историе, вăрçă пирки тĕрĕслĕхе пĕлччĕр, Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче американецсем мар, совет салтакĕсем çĕнтерни пирки ан иккĕленччĕр. Шел, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем кунсерен сайралса пыраççĕ. Çулĕсем пысăк пулнипе тухса çӳреймеççĕ. Çавăнпа та çамрăксемпе Афган тата Чечня вăрçине хутшăннисем вăрçă пирки, хамăр хутшăннă çапăçусем тата алла тытса çапăçнă хĕç-пăшал пирки каласа паратпăр. Паллă маршал К.К.Рокоссовский: «Хăйĕн паттăрĕсене хисеплесе сума сăвакан халăх кăна Аслă шутланать», - тенĕ.
Çитĕнекен ăрăвăн çакна пĕлмелле. Эпир – аслă халăх!
Тĕлпулусене хамăрпа пĕрле эпир ачасене кăтартма1943 çулта кăларнă йышши автомат, пилотка, çар тумĕ илетпĕр. Автоматсене йăтса пăхса йывăрăшне пĕлсен вĕсем пит тĕлĕнеççĕ. «Кусемпе мĕнле пенĕ-ши?» - теççĕ.
Чăнлă районĕнчи кашни шкула вĕренмелли АК-74, (5,45 калибрлă) автомат, «Ульяновские танкисты на защите Отечества» кĕнеке парнелеме палăртрăмăр. Вăл чăн-чăн автомат пекех, ăна салатса пуçтарма, тасатма пулать, анчах перейместĕн, - каласа пачĕ облаçри «Боевое братство» пĕрлĕх ертӳçи, кĕпĕрнаттăрăн советникĕ Николай Лазарев.
Паянхи куна çамрăксене паттăрлăх урокĕсене Чăнлă районĕнчи Ирçел, Вăта Тимĕрçен, Кунтикав, Кивĕ Улхаш, Аслă Нагаткин, Çĕнĕ Улхаш, Пухтел шкулĕсенче, «Технологипе сервис» техникумĕнче панă.
-«Хăюлăх урокĕ» ачасене хăранине пĕтерме, çĕршывшăн мăнаçланма, ӳт-пĕве тата ăс-тăна çирĕплетме, тытăннă ĕçе вĕçне çитерме, пурнăç çулĕпе хастар утма вĕрентет. «Тăван çĕршыв» ăнлав тăван кил, атте-анне сăмахсенчен тытăннине ăнлантарма тăрăшатпăр, - тет Ульяновскри çамрăксен ĕçĕн политикипе спорт комитечĕн председателĕн çумĕ, икĕ орден кавалерĕ (Афганистанра çапăçнă) Сергей Плюха.
«Хăюлăх урокĕсенче» ачасем автомат салатса пуçтарассипе ăмăртнă, Марс Абушаев Афган вăрçи вăхăтĕнчи юрăсемпе паллаштарнă, «Юный десантник» клуба çӳрекен яш-кĕрĕм çар ăсталăхне кăтартнă.
Уроксем Совет Союзĕн Геройĕ Василий Маргелов пирки фильм курнипе вĕçленнĕ.
 
 
 
 
: 975, Хаçат: 6 (1202), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: