Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн ĕçченĕсем тăрăшнипе Чăваш кĕнеке издательстви «Чăваш халăх пултарулăхĕ» ярăмăн «Ĕçпе йăла юррисем» ятпа вуннăмĕш кĕнекине пичетлесе кăларнă.
Кĕнеке виçĕ пайран тăрать: ĕç, социаллă ушкăнри (салтак юррисемсĕр пуçне. Вĕсем йышлă пирки уйрăм тома кĕреççĕ) тата йăла-йĕрке юррисем (вăйă юррисемсĕр пуçне) кĕнĕ.
Кĕнекене тĕрлĕ регионти чăвашсен юррисем пуянлатаççĕ. Юрă кĕнеки фольклорпа кăсăкланакансене, чăваш халăх культурине тĕпчекенсемшĕн усăллă пулĕ.
 
Тĕрлекенсем валли – кĕнеке
Вулакансем ыйтнипе Чăваш кĕнеке издательстви «Чăваш тĕрри» кĕнекене иккĕмĕш хут пичетлесе кăларнă. Кĕнеке авторĕ – паллă тĕрĕçĕ, вĕрентӳçĕ Е.Н. Жачёва. Кунта çĕнĕлĕх нумай.
Пĕрремĕш издани 2006 çулта тухнă. Тĕрĕ илемне ăнланакансем унпа хаваспах усă кураççĕ. Çак кĕнеке сумлă куравсене хутшăннă, пĕтĕм Раççейри «Книга года» куравра «Раççейри регионсене аталантарма пулăшакан чи лайăх кĕнеке» номинацире лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Илĕртӳллĕ кĕнекене чăваш тĕрĕ искусстви çинчен кĕске очерк, тĕрĕ çĕввисен пĕлтерĕшĕ çинчен калани, автор ĕçĕсен иллюстрацийĕсем кĕнĕ.
 
: 775, Хаçат: 6 (1202), Категори: Кeнеке cyлeкe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: