Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çур сехет калаçса ларнă вăхăтра пурнăçĕ пирки аса илнĕ май Лидия Александровна Волынщикова виçĕ хутчен йĕрсе илчĕ. Чăннипех йĕмелли нумай пулнă унăн пурнăçĕнче.
-Эп çак ялтах 1938 çулта çуралнă, ӳснĕ, ĕçленĕ, ватăлнă. Хамăршăн Чӳрекел ялĕ пит аван пек. Хулана кайсан та часах ялсăр тунсăхлатăп. Атте Александр Фёдорович Поляков вăрçăран таврăнаймарĕ. Анне ик ачипе тăлăха юлчĕ: 1935 çулхи тете тата эпĕ. Выçăпа антăхнă, курăк çисе хырăма улталанă. Ачаллах колхозăн пур ĕçĕнче те тăрмашнă, - пуçлатпăр унпа калаçăва.
1951 çулта çурма тăлăх ачасем çине тепĕр хуйхă персе анать. Амăшĕ колхозра машинапа тырă турттарнă çĕрте ĕçленĕ, тиекенни, пушатаканни пулнă. Пĕррехинче тырă тултарнă машина çул çинче çаврăнса ӳкет, тăрринче ларса пыракан амăшĕпе тепĕр хĕрарăм вилеççĕ. Иккĕшĕн те икшер ачи тăлăха юлать.
-Мĕн тумалла? Йĕнипе никама та пулăшаймастăн. Умра – хĕл. Эпир инке патне вăхăтлăха пурăнма куçрăмăр, аттепе пĕртăванĕн арăмĕччĕ. Вăл та упăшкисĕр, пĕр хĕрĕпе пурăнатчĕ, пичче вилнĕччĕ. Кукамай та пурччĕ. Вĕсем тахçанах тĕнчене, Ăремпур тăрăхне, куçса кайса пурăннă. Анне вилсен таврăнчĕç, анчах нумайлăха мар, куккапа пĕрле хулана куçрĕç. Хĕл каçсан тетепе хамăр çуртах пурăнма куçрăмăр. Анне пурăннă чухнех Матюк аппапа пĕр ĕне тытнă. Çав ĕнене пăрахмарăмăр, тетепе пĕрле пĕр çул усрарăмăр. Çимелли кирлĕ-çке-ха. Кайран тете Саратова кино кăтартма вĕренме кайрĕ. Пĕчченех пурăнтăм. Çулла пурăнма пулать. Выртма кӳршĕ нинне патне каяттăм е унăн хĕрĕ килетчĕ ман пата. Хĕлле Матюк аппа чĕнчĕ. Кайран вара ĕнене вăл сутрĕ. Эпĕ пăрăвне илтĕм. Унран ĕне турăм. Хам та 15 çулхи хĕр кăна. Çĕклемпе йăтса утă хатĕрлеттĕм. Вĕренсе килсен тетен салтака кайма вăхăт çитрĕ. Мана хĕрхенсе вăл салтакчен, 18 çулта, авланчĕ. Арăмĕ Çĕнĕ Чакăранччĕ, лайăх, лăпкă. Иксĕмĕр пурăнтăмăр вара тетене кĕтсе. Виçĕ çул. Ĕне пурччĕ пирĕн, инке колхозра ĕçлетчĕ, эп хуçалăхпа аппаланаттăм. 1956 çулта тете салтакран таврăнчĕ. Тĕнче курнă çын ялта юлас темерĕ, инкепе хулана куçма шутларĕç. Тете маншăн пăшăрханнă ĕнтĕ. Çавăнпа кайиччен, 1956 çулта, 17 çул тултаричченех качча пачĕ. Хамăр ял каччи Алексей Васильевич Волынщиков манран 7 çул аслăччĕ, - шывланнă куçне час-часах шăлса илет вăл.
Анчах çемье пурнăçĕн тăнăçлăхĕпе лăпкăлăхĕ çамрăк хĕрарăмшăн час вĕçленет. Пĕрле тăхăр çул пурăнса тăватă ача çуратнă хыççăн 1965 çулта мăшăрĕ ăнсăртран вилет. 28 çулхи Лидия Александровна тăватă ачипе тăлăха юлать, кĕçĕнни çулталăк та сакăр уйăхра.
-Кӳршĕсем пӳрт лартма тытăннăччĕ. Вăрман касма кайма чĕннĕ мăшăрăма. Вăл ним шутламасăр васкаса майкăпа кăна тухса каять вăрмана. Унта ăна кăкăр тĕлĕнчен, хулпуççинчен пысăк сăпса темиçе хутчен те сăхнă. Кунĕпе ĕçленĕ, киле килсе выртсан тепĕр кун ниепле те вăранаймасть вĕт. Ун пек нихăçан та выртман ирпе. Ялти фельдшера чĕнтертĕм. Вăл хулпуççинчен йĕппе чиксе пăхрĕ, алли нимĕн те туймасть. Тукая пульницана илсе кайрĕç. Эп каяймарăм. Тепĕр кун çитсе ĕлкĕртĕм, хам куç умĕнчех вилсе кайрĕ. «Эп çĕр каçаймастăп пуль, вилетĕп пуль», - тесе калама ĕлкĕрчĕ. Калаçнă çĕртех куçĕ шăвăç пек пулса кайрĕ. Татăлса йĕрсен те нимĕн тăваймарăм. Мĕн чухлĕ куççуль тăкман-ши пурнăçра? - тăсăлать калаçу çăмхи.
Лидия Волынщикова урăх качча кайман. Ачисене ӳстерме упăшкин качча кайман Клавдия аккăшĕ пулăшнă. Вĕсем пĕр çуртра пурăнма пуçланă. Колхозра ĕçленĕ, тăватă ачине ура çине тăратнă.
Вĕсенчен виççĕшĕ шкултан вĕренсе тухса тăван йăваран вĕçсе кайнă, Ульяновск çывăхĕнче пурăнаççĕ. Кĕçĕнни Николай амăшне пĕччен хăварасшăн пулмасть. Шкул хыççăн Рязановăри совхоз-техникумра агронома вĕренсе тухса ялах таврăнать. Халĕ Лидия Александровна унăн çемйипе пĕрле пурăнать.
Унăн пурĕ çичĕ мăнук. Николайăн ывăлĕ Алексей ял хуçалăх академийĕнче бухгалтер ĕçне алла илнĕ хыççăн салтака кайнă, хĕрĕ Марина та çав учрежденирех вĕренет. Пĕрремĕш класранах «пиллĕк» паллăсемпе вĕреннĕ хĕр академире те пултарулăхне кăтартать. Нумаях пулмасть ăна çур çуллăха Германие янă. Мăнукĕсемшĕн чунтан хĕпĕртет Лидия Волынщикова. Вĕсене ырлăх, сывлăх сунать, ун пек йывăр пурнăç ан курччăр тесе куллен Турра кĕлтăвать.
 
 
 
Майна районĕ.
 
: 731, Хаçат: 6 (1202), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: