Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Авăнăн 8-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн (УОЧНКА) ĕçтăвкомĕ черетлĕ ларăвне ирттерчĕ.
Кун йĕркинче пĕр ыйту — 4-мĕш отчётпа суйлав конференцине ирттересси.
Ларăва ĕçтăвком председателĕ Владимир Сваев уçрĕ. Кĕскен автономи ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнчĕ.
- Эпир сулмаклă ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Чи пĕлтерĕшли – кăçалхи Пĕтĕм Раççей Акатуйĕ. Ытти ĕçсемпе те пирĕн мухтанмалли сахал мар.
Вĕрентӳ комитечĕ тăрăшнипе тĕрлĕ олимпиадăсем, фестивальсем иртрĕç. Чĕлхемĕре вĕрентекенсем çуллен хăйсен пĕлĕвĕсене ӳстерсе пыраççĕ. Çавăнпа ачасем те тĕрлĕ енлĕ палăраççĕ. Кăçал пĕрремĕш хут чăваш чĕлхине вĕрентекенсен канашлăвне ирттертĕмĕр.
Культура аталанăвĕ те савăнтарать. Ача-пăча конкурсĕсемпе фестивалĕсене тивĕçлĕ шайра ирттерме тытăнтăмăр, унта хутшăнакансен шучĕ çулсерен ӳсет. Йăлана кĕнĕ уявсем халăхăмăра савăнтараççĕ.
Пирĕн ĕçе Национальноçсен Канашĕ те çӳллĕ хак парать. Сергей Морозов кăпĕрнаттăр пире ăнланса тĕрлĕ енлĕ пулăшса пыни те халăхăмăра хисепленине пĕлтерет. Умра – тепĕр яваплă ĕç. Национальноçсен Канашĕпе килĕшсе, автономи Уставне тĕпе хурса çитес конференцие чыслă ирттересси»,- терĕ вăл ĕçлĕ калаçу çине куçса.
Конференци чӳк (ноябрь) уйăхĕн 26-мĕшĕнче иртмелле. Вырăнне палăртман-ха. Ун тĕлне Владимир Ильич автономи комитечĕсен ертӳçисене отчётсем тăратма ыйтрĕ. Унтан çичĕ çынран йĕркелӳ комитетне суйларĕç. Конференцие хутшăнма 1500 чăвашран 1 делегат суйлама палăртрĕç. Ĕçтăвком членĕсем делегатсен йышне кĕреççĕ.
Конференцин кун йĕркине палăртрĕç. Ытти ыйтусене йĕркелӳ комиссийĕ татса парĕ.
 
: 1064, Хаçат: 37 (1129), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: