Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Нумаях пулмасть кăна-ха компьютер, Интернет пирĕншĕн аякри, пурнăçланма пултарайман ĕмĕт евĕр курăнатчĕ. Сĕтел çинчи шурă, сăрă ещĕк темле тĕлĕнтермĕш вăрттăнлăх упранăн туйăнатчĕ. Унпа усă курма, ĕçлеме пĕлекен çынна вара асамçăпа танлаштараттăмăр.
Халĕ эпир пысăк технологие пăхăнтартăмăр, клавиатурăпа ăста ĕçлеме, «шăшие» кирлĕ пек вылятма пуçларăмăр çеç мар, тĕрлĕ сайтсене, блогсене кĕме вĕрентĕмĕр, электронлă адрес çине çырусем яратпăр, илсен хĕпĕртетпĕр, ют çĕршывра-хулара пурăнакан тăвансемпе скайппа калаçатпăр.Хыпарсен е телекуравран маларах пĕлетпĕр, юратнă кинофильмсене тупса куратпăр, хайлавсене вулатпăр, çамрăклăхри юрăсене киленсе итлетпĕр. Интернет вăйĕпе пултарайнă таран усă куратпăр. Унсăр паян пурнăç та çук пек туйăнать. Аслă ӳсĕмри çынсем вĕренсе пыраççĕ-ши компьютерпа ĕçлеме? Мĕн теççĕ вĕсем мăнукĕсем юратакан компьютер пирки. Ку ыйтупа хăйсемпе калаçрăм.
Галина Петрова:
-Эпĕ 64 çулта. Тăватă çул каялла юбилее мана ачасем ноутбук тата фотоаппарат парнелерĕç. Аслă мăнук хĕллехи каникулта килсе компьютерпа ĕçлеме вĕрентрĕ. Ун хыççăнах хулари пенсионерсен союзĕ йĕркеленĕ икĕ эрнелĕх курссенче пултăм. Паян эп пит хастар пенсионер. Куравсемпе хăтлавсенче пулса сăн ӳкеретĕп, хамăн ĕçсене Интернетра «Одноклассники» сайта хуратăп. Пĕр шухăшлă çынсен шучĕ 200 те çитет.
Петр Ефимов:
-Эпĕ 1929 çулта çут тĕнчене килнĕ. Темле пурнăç та курнă çак хушăра. Раççее компьютерланине те курма тӳр килчĕ. Ку япала килĕшет мана. Виçĕ çул каялла вулавăшра компьютерпа ĕçлеме вĕреннĕренпе хам тĕллĕнех тăрмашатăп. Тĕлĕнтермĕш техника. Унтан-кунтан çыркалама тата кĕнеке вулама юратнăран маншăн компьютер çăлăнăç. Вулавăша куллен çӳреме йывăр. Компьютерта веçех пур. Кӳрше вĕренткелесе пăхрăм та – кирлĕ мар, чăтăмлăх çитмест тет. Маншăн ним те мар.
Евгений Васильев:
-Облаçри пĕчĕк ялта пурăннăран хулапа çыхăну питĕ йывăрччĕ. Эпĕ 79 çулта. Юратнă мăнуксем мана ноутбук парнелерĕç. Халĕ электронлă çыхăнупа усă куратăп. Сăвă-калав, статьясем çыратăп. Ульяновскри хаçат редакцийĕсене çăмăллăнах ярса паратăп. Кĕçĕн мăнукпа, мăнуксемпе тăтăш скайппа калаçатăп. Вĕсене курнипе савăнатăп.
Марина Викторова:
-Халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центра мана йăмăк илсе кайрĕ. Вĕсем йĕркелекен икĕ эрнелĕх курссене çырăнтăмăр. Малтан кнопкăсене пусма хăраттăм, çĕмĕресрен, çухатасран чун шикленетчĕ. Анчах та çак туйăм часах иртсе кайрĕ. Çăмăллăн вĕрентĕмĕр. Йăмăк мана, пĕччен хĕрарăма, хавхалантарсах тăчĕ. Унăн пулăшăвĕ вырăнлă пулчĕ. Паян эпĕ те килте тус пуррине туйрăм. Вăл Компике ятлă компьютер.
Елена Михайлова:
-Эпĕ программист. 72 çулта. Ĕç стажĕ самай пысăк. Ман çамрăклăхра компьютерсем пысăк калăпăшлăччĕ, хăйсен йĕркиччĕ. Мăнуксене эп ăна алла илме хам вĕрентрĕм. Паян вĕсем самай улшăнчĕç. Интернет хăй мĕне тăрать. Пăхатăп та — пирĕн пенсионерсем питĕ пултаруллине, пуçаруллине куратăп. Еплерех çунатланса çĕнĕлĕхсене ăса хываççĕ вĕсем!
Çĕнĕлĕхсене пăхăнтарма тĕв туни аслă пĕлӳ пуррипе çуккинчен килмест паллах, малашне валли еплерех шухăш тытнинчен килет.
 
: 906, Хаçат: 6 (1202), Категори: Ăсталăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: