Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2013 çулта ульяновецсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннине массăллă информаци хатĕрĕсем малтанхинчен ытларах çутатĕç. Çакăн пирки Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов «Сывă регион» проекта хута янă чух каланă.
Ку программăри тĕп мероприятисен шутне хаçат-журналта, радиопа телекуравсенче сывлăха упрамалли çинчен çырнă, ӳкернĕ материалсен ярăмĕсем кĕрĕç. Тĕллевĕ – çынсене пĕлтересси тата ăнлантарса парасси. Çав шутрах — халăх сывлăхне сиен кӳрекен туртăмĕсене тĕпĕ-йĕрĕпех пĕтересси, облаçра сывă политика йĕркелесси.
Муниципаллă пĕрлĕхсене, пысăк предприятисене агитпуйăс тухса çӳрĕ.
Çул çитмен ачасемпе, çамрăк ăрупа ятарлă ĕçсем ирттерĕç: лекцисем, семинарсем, çавра сĕтелсем, шкулсенче сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалли пирки калаçакан ашшĕ-амăш пухăвĕсем. Обществăлла вырăнсенче «Сывлăх кĕтесĕсем» йĕркелĕç.
2013 çулта облаçра регионти тата Пĕтĕм тĕнчери семинарсем ирттерме палăртнă. Вĕсенче сывă пурнăç йĕрки пирки Раççейĕпе тата тĕнчипе чапа тухнă ăсчахсем тухса калаçĕç, сывлăхлă пулас тесен куллен мĕн тумаллине ăнлантарса парĕç.
Çаплах пирус тата эрех таврашне сутма чаракан законодательствăна çирĕплетме палăртнă.
«Сывă регион» проектпа килĕшӳллĕн Ульяновскпа Димитровград хулисем Пĕтĕм тĕнчери («Европăри сывă хуласем») сывлăх ассоциацийĕпе тата Раççейри («Раççейри сывă хуласемпе посёлоксем») ассоциаципе тачă çыхăнса ĕçлеме тĕв тунă.
Тĕп задача – çамрăксем те, аслă çул-ӳсĕмри çынсем те хăйсене юратма пуçлаччăр тесе тĕрлĕ ĕçсем йĕркелесе ирттересси, çамрăк ăрăва сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма вĕрентесси. Вĕсемшĕн спортпа, физкультурăпа, ташăпа аппаланасси, усăллă апат çиессипе иплĕ-сиплĕ шыв çеç ĕçесси модăра пултăр. Çакна ăнлантарса памаллах вĕсене. Кĕпĕрнаттăр палăртнине – 2025 çул тĕлне регионта пурăнакансен шутне 3 млн çынна çитерессине – «Сывлăх» программăсăр пурнăçлама май çук.
Сывă регион вăл — сывлăх сыхлавĕпе экологи анчах мар.
Демографи кăтартăвĕсем лайăхланасси чи малтан халăх сывлăхĕпе пурнăç условийĕсем аваннинчен килет. Нумай ача çуралакан ют çĕршывсене илсен унти çынсем сывă пурнăç йĕркине çирĕппĕн пăхăнса пурăнни паллă. Вĕсемшĕн тĕрĕс те уйрăм апатлану, спортпа вăйă-кулă Турă вырăнĕнчех.
Сывă хула – халăхăн сывлăх шайне ӳстерни анчах мар, граждансен пурнăç пахалăхне тата сывлăхне куллен аванлатса пыни. Сывлăх – пурнăçра пуринчен малтан тăракан ыйту. Вăл сывлăх сыхлавĕпе экологи анчах мар, чăрмавсăр ырă тавралăх та, пĕрешкел ирĕк, пурнăçра хăвăн вырăнна тупма пултарни, юрăхлă меллĕ вĕренӳ,ĕçсĕрлĕх пачах çукки, хăрушсăрлăх, эрехпе пируса халăх хушшине сарма пăрахни тата çынсем хушшинчи хутшăнусем. Çаксенчен сыпăнать те СЫВĂ ХУЛА.
 
: 877, Хаçат: 6 (1202), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: