Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ватăлса пынă май халăхпа пĕрле темĕн те курма ĕлкĕртĕм: савăнтăм та, кулянтăм та, ыррипе усалли те черетленсе пычĕç. Тĕрлĕ саманара пурăнса куртăм. Кашни вăхăтăн лайăх енĕсем те, начарри те пур. Çавна май ачалăх кунĕсене аса илес килет.
Çак статьяна паянхи çамрăксем вуласа тухсан, тен, ĕненмĕç те. Иккĕленетĕр тĕк асаннĕрсемпе аслаçăрсенчен ыйтса пĕлĕр.
…Акă кĕркунне иртнĕ те – шатăр сивĕ кунсем çитесси те инçех мар. Ял çынни çу каçипех уй-хирте тар тăкнă хыççăн çăмăллăн сывлăш çавăрса янă. Унччен кашниех колхозра ĕçленипе пĕрлех хăйсем валли пахча çимĕç, утă-улăм хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ. Çемьере кашни валли ĕç тупăнсах тăнă. Аслисем йывăр ĕçсене тунă вăхăтра пире, шăпăрлансене, çу кунĕсем пуçлансанах ĕçе кӳлĕнтеретчĕç. Çимĕç йăранĕсене çум курăкран тасататтăмăр, кăпкалататтăмăр, кĕтӳ ансан выльăх-чĕрлĕхе кĕтсе илеттĕмĕр, пахча шăвараттăмăр.
Çакă та ман куç умĕнче: Элшел Тăхăрьял тăрăхĕнче чи илемли шутланнă. Çак илеме Г.Тимофеев хăйĕн этнографи очеркĕнче те çырса кăтартнă. Элшелпе юнашарах, Сĕве юхан шывĕ хĕррипе, вăрман кашласа ларатчĕ. Мĕн кăна çукчĕ-ши унта! Чăнлă шывĕн талккăшĕпех çав тери вăйлă утăллă çаран сарăлса выртатчĕ. Унтан инçех мар Пусак текен вырăн пурччĕ. Сиплĕ, усăллă мĕн тери ӳсен-тăранпа савăнтармастчĕ-ши çынсене?! Сысна паранки, качака суханĕ, матрюшке, сар çип ути, эмеле юрăхлă чечек пайтахчĕ. Пиçсе çитнĕ хĕп-хĕрлĕ çырласем хăйсем патне илĕртетчĕç. Техĕмлĕ, сиплĕ çаран курăкне ял халăхĕ миххи-миххипе сĕтĕретчĕ. Хĕлле вара ăна салма яшкине ярса пĕçеретчĕç. Турăхпа пĕрле шӳрпе тăранмалла мар тутлăччĕ.
Пирĕн Элшел вăрманĕ чăн-чăн пурнăç тĕрекĕ пулнă мар-и-ха? Мĕн авалтанпах вăл халăха ăшăтса, тăрантарса пурăннă. Вутти-шанкине, çурт-йĕр лартмалли йывăç пĕренесене, уттине, çырли-кăмпине, хăмлине, мунча валли милĕкне унтан турттарнă. Ĕçлеме ӳркенмен ял çынни ун чухне. Тумтирне хăй çĕленĕ, çăкăрне хăй пĕçернĕ.
Акă тахçанах кĕтнĕ хăнасем çитнĕ. Колхоз нихăçан та ют яла кайма лаша памасăр тăман. Килсе çитнĕ хăнасене хирĕç тухсах кĕтсе илетчĕç, лашине тăварса утă е сĕлĕ панă. Хăнасен ăшă сăмахĕсем пĕтĕм кăмăла уçса янă. Кил хуçи арăмĕ сăмавар чĕртсе янă, ун йĕри-тавра теçетке ытла çăмарта хунă, тĕпсакайĕнчен кăкшăмпа сăра е симпыл, варени илсе тухнă. Сĕтел ĕçме-çимепе тулса ларнă. Мĕн кăна пулман-ши унта: çуллă чăкăт, шăрттан, сар çу, хăна-мĕн килес пулсан малтанах пĕçерсе, хатĕрлесе хунă хур тукмакĕсем… Сăмах май, çав çулсенче колхозăн утар пурччĕ. Ĕç кунĕ тăрăх пыл паратчĕç, хăшĕ-пĕри унран сим пыл хатĕрлетчĕ. Вăл вăхăтра ĕçме-çимене хальхи пек лавккаран туянман, йăлтах килте туса илнĕ.
Эпир çемьере виççĕн ӳснĕ: икĕ аппа тата эпĕ. Пирĕн, «шăхличсен», канихветпе сахăр çиес килетчĕ. Вăрçăчченхи хытă сахăра эпĕ халĕччен те курман. Лавккара туяннă сахăра, вулакан ĕненмест те пулĕ, катма май çукчĕ. Ăна катмалли ятарлă хĕскĕч сутатчĕç, çĕçĕпе катас тесе йĕтĕрпе çапсан сахăртан пĕчĕк хĕлхем тухатчĕ. Пылак çимĕçĕн пĕчĕк катăкне чылайччен ĕмсе çӳреттĕмĕр.
Тумтир тĕлĕшпе илсен те чылай çи-пуçа туянман, кĕрĕкпе тăлăп, кăçатăпа кĕпе-йĕм килте ăсталанă. Лавккара сутакан шурă пӳс, пурçăн, сатин тутăр, ситцă тени ытларах качча каяс хĕрсене пулас упăшкин тăванĕсене парне пама кирлĕ пулнă.
Шел, çав вăхăтри çынсен ĕçченлĕхĕ манăçăнса пычĕ. Халĕ пурте янтине, хатĕррине, ыттисем тунине кĕтсе ларатпăр. «Укçа çеç кирлĕ – вара пурте пулать», - теме хăнăхса, кахалланса çитрĕмĕр, ĕмĕрсен тăршшĕпе йĕркеленнĕ чăваш тĕнчи куçран çухалчĕ.
Эпир ача чухне яла, пирĕн патăмăра та ют ялти çывăх тăвансен хĕрĕсем хăнана килетчĕç те пĕр-икĕ эрне пурăнатчĕç. Вĕсене «ларма хĕрĕ» тетчĕç. Ларма килнĕ хĕр çак хушăра тем те тума ĕлкĕретчĕ: кĕнчеле арлатчĕ, тĕрĕ тĕрлетчĕ, чĕнтĕр çыхатчĕ. Качча кайма хатĕрленнĕ ĕнтĕ вăл, парнесем янтăланă, ларма хĕре ялти каччăсем килсе сăнатчĕç. Пĕр-пĕрне килĕштерсен туй туса пĕрлешнĕ тĕслĕх те пулнă. Хĕрсен илĕртӳлĕхпе сăпайлăхĕ, вăтанчăклăхĕ пирки Пӳркел чăвашĕ Иван Юркин хăйĕн сахал мар калавĕнче çырса хăварнă.
Çаплаччĕ ун чухне чăваш тĕнчи.
 
 
 
Шупашкар районĕ,
Кукеç посёлокĕ.
 
РЕДАКЦИРЕН. Хисеплĕ вулакансем, Роман Чепунов (Тăхăрьял чăвашĕ, Чĕмпĕр чăваш педагогика училищинчен вĕренсе тухнă, çыравçă, тĕпчевçĕ, журналист) хайлавне чăваш тĕнчинче пурăнакан пур çыннăн аса илĕвĕ теме те пулать. Сиртен хăвăр пурăннă вăхăтри çакăн евĕрлĕ аса илӳсене кĕтетпĕр, паллах, вĕсем кунта асăннă пеккисем ан пулччăр ĕнтĕ.
 
: 583, Хаçат: 6 (1202), Категори: Астăвăм

Комментарисем:

Шанчак (2013-04-15 21:27:14):
Питĕ кăмăлласа вуласа тухрăм Р. Чепуновăн хайлавне. Савăнтам та, куллянтăм та... Иртнĕ çулсенчи ял пурнăçне, ял çыннин еçне-хĕлне сăнарлани савăнтарчĕ. Вăл вăхтри нумай лайăх йăла-йĕрке çухални, çинсем хушшинчи хутшăну укçа-тенки шайне анса ларни, еç çынни шутран тухни, паллах, куллянтарче мана. Тав автора.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: