Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юрататăп хамăн ялăма –
Ăс парса вăй кĕртрĕ халăма.
Кĕмĕлленнĕ ĕмĕр яшлăхпа
Çыхăннă уйрăлми хăтлăхпа.
 
Сехет пек чĕре тапать шалта,
Çепĕç юрă юхать кун хута.
Сӳнтермелле мар çунать чунра
Пулса иртни, ялан ман умра.
 
Савнă ялăм Сĕве хĕрринче –
Савăнса пурнап ытамĕнче.
Кĕвĕлетĕп юрă пĕр-пĕччен,
Çинçе пилĕклĕ шывăм çинчен.
 
Мухтаса юрлатăп чунăмра -
Сан пек хитре ял çук таврара.
Сăмахпа çупăрлап çурăмна
Хаклă ялăм, чăмăрта çумна.
 
Йăлтăр-ялтăр хумлă Сĕвене
Савса илĕп хамăн чĕреме.
Кайăк-кĕшĕк вĕçет çуркунне
Сеп-сенкер те тĕпсĕр тӳпене.
 
Савнă ялăм, канăçсăр Каша,
Вăрат ирех харсăр ял-йыша.
Салатса ан яр-ха пурлăхна,
Ĕçпе тивĕçтер хăв халăхна.
 
Тĕлĕнмелле хальхи пурнăçран –
Ĕç укçи ыйтмалла «Хуçаран».
Унта-кунта ĕç шыраç çынсем,
Шанчăк çухатаççĕ çемйисем.
 
Пурăнасчĕ хăтлă кил-çуртра,
Унта пултăр пысăк мул-тупра.
Тăван ялăмăр – савнă кĕтес,
Хаклăран та хаклă тăван эс!
 
 
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
: 927, Хаçат: 6 (1202), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: