Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Ваççа Аниççи çуралнăранпа – 120 çул)
 
Аслă Нагаткинти Культура керменĕнче чăваш поэзийĕн пĕрремĕш чĕкеçĕ Ваççа Аниççи çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă пултарулăх каçĕ иртрĕ. Чăнлă районĕн администра-цийĕпе вырăнти чăвашсен автономийĕ йĕркеленĕ мероприяти регионсем хушшинчи уява çаврăнчĕ. Мĕншĕн тесен район шкулĕсенчи вĕрентекенсемпе вĕренекенсемсĕр, вулавăшсемпе музейсен ĕçченĕсемсĕр пуçне кунта облаçран тата область тулашĕнчен килнĕ хăнасем чылай пулчĕç: Чăваш Республикинчи паллă поэтсем – Раиса Сарпи, Светлана Асамат, Лидия Сарине, Нина Пăрчăкан, композитор-юрăçă Надежда Заводскова, ЧНК президенчĕн çумĕ Эдуард Бахмисов, паллă фотокорреспондент Сергей Журавлёв, Наци радиовĕн тата телевиденийĕн журналисчĕсем.
 
Кам-ха вăл Ваççа Аниççи? Пултарулăх каçне ертсе пыракан Наталья Краснова шăпах поэтессăн кун-çулĕ çинче чарăнса тăчĕ. Чăваш поэзийĕн пĕрремĕш чĕкеçĕ çак районта, Анат Тимĕрçенте, кун çути курнă-çке-ха.
Чăнлă районĕн пуçлăхĕн çумĕ, Ульяновск облаçĕнчи наципе культура автономи председателĕн çумĕ Анатолий Узиков пухăннисене саламларĕ:
-Поэтесса çуралнăранпа 120 çул çитнине кăçал пĕтĕм чăваш тĕнчи паллă тăвать. Уяв каçĕсем Димитровградра, Шупашкарта иртрĕç, Анат Тимĕрçен шкул çурчĕ çине Асăну хăми вырнаçтартăмăр. Пирĕн район чăнах та паллă çыннисемпе мухтанма пултарать. Тĕнчери чăвашсем хушшинче пĕрремĕш поэтесса та пирĕн районтах çурални кун пирки уçăмлă калать. Паян та чăнлăсем Анатолий Чебанов, Анатолий Юман, Валентина Тарават, Виталий Чекушкин, Алексей Мердеев, Александр Сидоров тата ыттисемпе мухтанаççĕ. Çамрăксем хушшинче те çыравçăсем чылай, - терĕ.
Район пуçлăхĕн йышăнăвне пурнăçласа Анатолий Узиков Ваççа Аниççин пултарулăхне халăх хушшинче саракансене, чăваш культурине аталантарассишĕн ырми-канми ĕçлекенсене - Светлана Асамата, Раиса Сарпие, Николай Кондрашкин скульптора, Анат Тимĕрçен шкул вĕрентӳçине Светлана Телеевана, музей директорне Валентина Андрихована, вулавăш ĕçченне Людмила Чумакинана Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Светлана Асамат, Раиса Сарпи УОЧНКА Тав çырăвне, «Шанăç» ансамбль облаçри культура министрĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç.
Анат Тимĕрçен шкул ачисем Ольга Яровова, Анна Алякина тата Оксана Архандеева Ваççа Аниççин тата Анатолий Юман поэтессăна халалланă сăвăсене чуна витмелле каласа пачĕç.
Ентешсем Ваççа Аниççи пирки аса илчĕç. Музей директорĕ Валентина Андрихова поэтесса пирки малтанхи документсемпе материалсене Иван Дубов пуçтарнине, поэтессăпа тĕл пулусем мĕнле иртнине, музейра мĕнле документсем упраннине каларĕ, пултаруллă чăваш хĕрарăмĕн сăпайлăхне палăртрĕ, паллă ентешĕн ытти çулсенчи тата кăçалхи юбилейне мĕнле паллă тунипе паллаштарчĕ.
Анатолий Юман район хаçат редакцийĕнче вăй хунă май Ваççа Аниççи пирки нумай çырнă, унăн ятне чăнлăсем кăна мар, Чăваш Енре пурăнакансем те пĕлччĕр тесе пысăк ĕçсем тунă. Поэтессăпа хăйĕнпе виçĕ хутчен тĕл пулса калаçнă. Çак тĕлпулусем пирки пухăннисене тĕплĕн каласа пачĕ.
-Ваççа Аниççин çырăвĕсене нумаях пулмасть эпĕ Шупашкарти гуманитари институчĕн архивне упрама патăм, хама çырса парнеленĕ икĕ кĕнекине район вулавăшне парнелерĕм. Поэтессăна халалласа виçĕ сăвă çырнă эпĕ, - терĕ Анатолий Фёдорович.
Районти ветерансен канашĕн пуçлăхĕн ĕçне илсе пыракан Пётр Уфимкин пĕрремĕш тĕлпулури туйăмне пытармарĕ: «40 çул каялла Ваççа Аниççипе пĕрремĕш хут тĕл пулса калаçнă куна пурнăçри чи телейлĕ кунсенчен пĕри тесе шутлатăп. Пĕвĕпе пысăк мар, тирпейлĕ, илемлĕ, калаçăвĕ шӳтлĕрех пулин те çивĕч, мана вăл мĕнпур чăваш хĕрарăмĕн чи лайăх енĕсене пуçтарнă çын пек туйăнчĕ. Шел, чăваш педагогика училищинче вĕреннĕ чухне эпир ун пирки пĕлмен, пултарулăхне вĕренмен».
Светлана Асамат уявпа саламласа хăйĕн кĕнекисене район вулавăшне парнелерĕ. Чăваш Республикин культурăпа архив ĕçĕсен министрĕн Вадим Ефимовăн салам çырăвне вуласа пачĕ.
-Эпĕ Чĕмпĕр Ене тахçанах сукмак хывнă. Ахальтен мар пуль хамăр республикăран пĕрремĕш «Еткер» фондăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ премине илме тата «Ульяновск облаçĕнчи тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» ята тивĕçрĕм. Малашне те çыхăнусем тачă пуласса шанатăп, - терĕ.
Хăйсем уява пушă алăпа килменнине палăртса сăвăçсемпе юрăçсене пĕрин хыççăн теприне сцена çине чĕнчĕ.
Эдуард Бахмисов Чăнлă районĕн пуçлăхне Ханяфи Рамазанова, район пуçлăхĕн çумне Анатолий Узикова, Чăвашкассипе Кивĕ Улхаш хорĕсен пултарулăх ертӳçине Родион Кириллова ЧНК Хисеп хучĕсемпе чысларĕ.
Надежда Заводскован музыка парнине куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Вăл шăрантарнă юрăсенчи «Юрлама çуралнă кайăксем юрлама пăрахмĕç ĕмĕрне» сăмахсем Ваççа Аниççи пирки каланăнах туйăнчĕç.
Поэт вăл поэт. Сăвă çырма хатĕрленсе сĕтел хушшине кĕрсе лармасть. Лидия Саринене, Нина Пăрчăкана тата Раиса Сарпие те поэзи хумĕ Чĕмпĕр çулĕ çинче хупланă. Вĕсем çул çинче çырнă сăввисемпе паллаштарчĕç.
«Чăваш! Чăваш! Хăв чĕлхӳне упра,
Истори пирĕн – ĕмĕрлĕх тупра!» - янрарĕç Лидия Саринен хăватлă йĕркисем.
- Маттур халăх пурăнать çак тăрăхра. Эсир тăван чĕлхене, хăвăра, халăхăмăра, тăван культурăна юратнипе эпир паян сирĕн патра, - терĕ Раиса Сарпи. Çул çинче çуралнă:
"Эс пĕрремĕш пулнă,
Юлнă халăх асĕнче.
Сассуна илтет халь
Пĕтĕм çут тĕнче", - йĕркесене вуларĕ.
Ваççа Аниççин сăввисемпе Юрий Кудаков композитор темиçе юрă кĕвĕленĕ. Вĕсенчен пĕрне, 1979 çулта çырнă «Звезда взошла» юррине, залри халăха итлеттерчĕç.
-Паян Анисия Княгинина пирĕнпе пĕрле. Эп çакна туятăп.
«Эс пире илтетĕн, савăнатăн,
Эс пĕлетĕн – эсĕ пурăнатăн!»
Тав пĕрремĕш чăваш поэтессине, унăн ĕçĕ – вилĕмсĕр паттăрлăх, - çапла пĕтĕмлетсе Светлана Асамат поэтсене «Шур перчетке» юрă юрлама чĕнчĕ.
Валентина Тарават ертсе пыракан «Шанăç» тата Чăвашкассинчи Родион Кириллов ертсе пыракан «Шуçăм» ансамбльсем темиçе хутчен сцена çине хаваслă юрă-ташăпа тухса куракансен кăмăлне çĕклерĕç.
Хăнасене тав туса юлашкинчен Чăнлă районĕнчи чăвашсен автономи председателĕ Валентина Тарават сăмах каларĕ.
Анат Тимĕрçен ял музейĕн директорĕ Валентина Андрихова фойере йĕркеленĕ курав Ваççа Аниççи пурăннă вăхăта тавăрчĕ.
«Поэтсем вилсессĕн те вилмеççĕ,
Ма тесессĕн халăхĕ вилмест» - Раиса Сарпи сăввинчи сăмахсемпе пĕрремĕш поэтессăн вилĕмсĕрлĕхне тепĕр хут çирĕплетес килет.
 
: 1003, Хаçат: 7 (1203), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: