Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Нарăсăн 11-мĕшĕнче регионти хуçалăхсенче 71232 тонна (104 процент) вăрлăх хурса хăварнă. «Россельхозцентр» патшалăх управленийĕ ун пахалăхне тĕрĕслет: тасалăхне, шăтса тухаслăхне, хурт-кăпшанкă пуррипе çуккине.
Облаçри ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин кăçал акмалли çĕр лаптăкĕсене тата ял хуçалăх культурисене туса илессине ӳстересси пирки каланă. Ял хуçалăх предприятийĕсем халĕ çураки тĕлне им-çампа тивĕçтересси пирки килĕшӳсем тăваççĕ. Хуçалăхсенче техникăна юсакан звеносем йĕркеленĕ. Паянхи кун тĕлне 4545 трактортан 3762 хире тухма хатĕр. Унсăр пуçне 2,3 пин сеялка, 2 пине яхăн культиватор, 1,4 пин сухапуç юсанă. Ака уйăхĕн 15-мĕш тĕлне мĕнпур хуçалăхăн çуракине хатĕр пулмалла. Çак ĕçсем Мелекесс, Кăлаткăпуç, Радищево, Кузоватово районĕсенче аван пыраççĕ.
270 миллион тенкĕЛĔХ туяннă
Регионти финанс министрĕ Ольга Максимушкина пĕлтернĕ тăрăх, хыснана федераллă центртан 282, 5 млн тенкĕ укçа килнĕ. Вĕсенчен пысăк пайĕ – 275,3 млн тенкĕ — иммунитет хавшаклăхĕн, В тата С гепатитăн вирусне ертнĕ çынсене сиплеме вируссемпе кĕрешекен препаратсем туяннă çĕре кайĕ.
Çапла майпах укçа-тенке (68 млн тенкĕ) сусăрсен тата ветерансен çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕсемшĕн тӳлемелли тăкакĕсене саплаштарма тата Ульяновск облаçĕнчи ĕç пасарĕнчи çивĕчлĕхе уçăмлатас енĕпе йĕркеленĕ хушма меоприятисене пурнăçа кĕртнĕ çĕре (7,2 млн тенкĕ) куçарĕç.
 
: 977, Хаçат: 7 (1203), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: