Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри сĕтел-пукан тăвакан комбинатăн директорсен канашĕн председателĕ А.Г.Еленкин хăй патне хăнана чăвашсене пухрĕ. Тĕллевĕ – Чукун çул районĕнче УОЧНКА филиалне туса хурасси. Ун пекки хальлĕхе область центрĕн пĕр районĕнче те çук-ха. Пĕрремĕш тĕлпулу сĕтел-пукан музейĕнче иртрĕ.
-Пирĕн хамăрăн тымарсене, хамăр ăçтан тухнине, чĕлхене, культурăна манмалла мар, ăна тăван халăх хушшинче сармалла Ун пек тума ентешсем пĕрлешни, пĕр-пĕринпе тачă хутшăнни, тăрăшса ĕçлени, ĕçе çамрăксене явăçтарни кирлĕ. Çавăнпа та эпĕ хамăр районта УОЧНКА филиалне йĕркелес тесе шутларăм. Пирĕн ку ĕç валли чăваш хастарĕсене шыраса тупас пулать, эпĕ вара тĕрлĕ енчен пулăшу пама хатĕр. Çакăнта е ытти вырăнта пухăнма вырăн тупса пама пултаратăп, паллă çынсемпе, тĕрлĕ пуçлăхсемпе тĕлпулусем йĕркелĕпĕр, Шупашкартан артистсене илсе килĕпĕр, ăçта та пулин каймалла пулсан автотранспорт уйăрса парăп,- терĕ Анатолий Георгиевич.
Ку пуçарăва УОЧНКА председателĕ В.И.Сваев питĕ ырларĕ, хастар çынсем тупăнса пынишĕн савăннине пĕлтерчĕ. Вăл пухăннисем халиччен чăваш культурипе тачă çыхăнсах кайманнине шута илсе автономи пуçланса кайнă пирки, вăл мĕнлерех ĕçсем туса ирттерни, апрель уйăхĕнче И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине уявласси тата малашнехи тĕллевсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Çаплах Владимир Ильич районсенче культура кунĕсем ирттерес пирки те палăртса хăварчĕ.
А.Г.Еленкин ырă шухăшне пурте ырларĕç, тĕрлĕ енчен пулăшу пама шантарчĕç. Хальлĕхе вара пуçарулăх ушкăнне йĕркелерĕç. Унта А.Г.Еленкин, Винновка ращин директорĕн çумĕ В.Н.Буяндуков, 15-мĕш библиотека заведующийĕ Н.А.Сидорова тата «Русь» фирмăра ĕçлекен Л.Н.Ярускина кĕчĕç. Вĕсен 1-2 уйăхра районта хастар чăвашсене шыраса тупмалла, çак ĕçе явăçтармалла. Ун хыççăн пуçарса яракан (учредительнăй) конференци ирттерме май пулать.
Пухăннисем валли икĕ эрне каялла уçăлнă сĕтел-пукан музейĕ тăрăх экскурси ирттерчĕç. Ăна пуçараканĕ тата йĕркелекенĕ – А.Г.Еленкин. Кунта 19-мĕш ĕмĕрти пӳрт ăш-чиккинчен пуçласа 20-мĕш ĕмĕрхи 80-90-мĕш çулсем таран курма пулать. Музей заведующийĕ А.Дороднова кашни япала çинчен темĕнччен каласа пама хатĕр. Мĕнле кăна экспонат тупман музей валли! Пĕрисене ырă çынсем парнеленĕ, теприсене укçалла туяннă, хăшĕсене вăхăтлăха кăтартма панă. Ура вăйĕпе пусса кĕпе çĕлекен машинана вара çырмаран тупнă. Вăл ăста аллине лекнĕ хыççăн паян йĕркеллех çĕлет.
Сăмах май, А.Г.Еленкин ку музея пуянлатассишĕн паян та тăрашать. Килте кирлĕ мар, кивĕ сĕтел-пукан е хатĕр-хĕтĕр пулсан вĕсен хуçисене шăнкăравлама ыйтать. Вăл вĕсене пырса илсе кайма пултарать, хаклă япаласем пур пулсан тӳлесе илме те хатĕр. Ку ыйтупа çак телефонпа шăнкăравламалла: 73-06-87.
 
: 725, Хаçат: 7 (1203), Категори: Тĕлпулу

Комментарисем:

Priscilla (2014-05-09 22:12:14):
How neat! Is it really this sielmp. You make it look easyĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: