Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Авăнăн 26-28-мĕшĕсенче Ульяновскра “Культура как ресурс модернизации” тĕнче шайлĕ пĕрремĕш конгресс иртмелле.
Çак куна Ульяновска Раççейри, çывăх тата инçет ют çĕршывсенчи культурăпа искусство деятелĕсем, Европăпа Пăхăнман Патшалăхсен культура министрĕсем, Европăпа Атăлçи тĕп хулисен представителĕсем, ăсчахсемпе политика деятелĕсем килсе çитмелле. Виçĕ куна тăсăлакан программăра 20 ытла çавра сĕтел, калаçусем, лекцисем пулĕç. Конгресăн ĕçĕн тĕп тĕллевĕ – культура пирки калакан саккуна улшăнусем кĕртесси.
Авăнăн 23-мĕшĕнчен хулара тĕрлĕ культура мероприятийĕсем йĕркелĕç: Пăхăнман Патшалăхсенчи юрăçăсем симфони оркестрĕпе юрлĕç, Таджиксен В.В.Маяковский ячĕллĕ вырăс театрĕн “Исповедь” спектаклĕ, Пятницкий хорĕн, Грузири “Мдзлевари” ансамблĕн концерчĕсем, Олег Лундстрем ячĕллĕ джас музыкин камера оркестрĕн концерчĕ. Çаплах кинофильмсем кăтартĕç, артистсемпе тĕлпулусем иртĕç. Венеци фестивалĕнчен илсе килнĕ Александр Сокуровăн “Фауст” фильмне ульяновецсем Раççейри пĕрремĕш кураканĕсем пулĕç.
Культура конгресĕн программипе тĕплĕнрех “Ульяновск – культурная столица” (www.ulkul.ru) сайтра паллашма пулать.
 
: 914, Хаçат: 37 (1129), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: