Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Барăш
Ял тăрăхĕсенче 2013 çулта тавралăха сыхлас тĕллевпе ирттермелли ĕçсене çирĕплетнĕ. Вĕсем çулталăкăн кашни уйăхĕнче уйрăм темăпа - «Çут çанталăка сăнасси», «Çамрăксем – экологи – пуласлăх», «Кашни вĕçен кайăка – уйрăм йăва», «Ӳс, йывăç», «Тăван кĕпĕрне тасалăхĕнчен – Раççейĕн экологи хăрушсăрлăхĕ таранччен», «Таса çыран», «Таса çăлкуç», «Çӳп-çапа палăртман вырăнсене тăкнипе кĕрешетпĕр», «Таса кил-çурт – таса ял – таса Çĕр чăмăрĕ», «Çын – общество – çут çанталăк», «Выльăх-чĕрлĕхе хӳтĕлетпĕр», «Вĕçен кайăксене пулăшатпăр» - иртмелле.
Николаевка
Тĕп вулавăшра 38-мĕш профтехучилище вĕренекенĕсемпе «Молодогвардейцы в огне войны» темăпа хăюлăх урокĕ иртнĕ. Ăна нимĕç фашисчĕсене хирĕç кĕрешекен «Молодая гвардия» комсомол организацийĕн хастарĕсене персе вĕлернĕренпе 70 çул çитнĕ тĕле хатĕрленĕ. Ачасем А.Фадеевăн «Молодая гвардия» кĕнеки тăрăх Аслă вăрçăн çамрăк паттăрĕсемпе тĕплĕнрех паллашнă.
Тереньга
Ясашлă Ташла ял тăрăхĕнче районти «За здоровый образ жизни и здоровую, счастливую семью» агитпуйăс иртнĕ. Хаваслă лару-тăрура ялти 6 çынна «Ульяновск облаçĕн Ĕç ветеранĕ» удостоверени тата кăкăр палли, пĕр çемьене «Çемье» капиталăн сертификатне панă.
***
Раççейри «Боевое братство» организацин вырăнти уйрăмĕн председателĕ Николай Оброков йĕркеленипе çар тивĕçне ют çĕршывсенче пурнăçланă салтаксене халалланă митинг-реквием иртнĕ. Унта район пуçлăхĕ Владимир Дергунов хутшăннă.
Вешкайма
Вăрçă участникĕсемпе тăлăх арăмсене пурăнмалли вырăнсене лайăхлатма сертификат панă. 1921 çулхи Е.П.Анфинагентовапа 1930 çулхи Н.Т.Кидярована «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн председателĕ Евгений Добряков, халăха социаллă хӳтĕлев паракан органăн представителĕ Алексей Марунин килĕсене пырсах сертификатсем панă. Тăлăх арăмсем пуçлăхсене Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне çĕнĕ пӳрт ĕçкине чĕннĕ.
Чартаклă
Мирнăй посёлокĕн çыннисем нумай вăхăт аптекăсăр пурăннă. Им-çам туянма Çĕнĕ хулана çӳренĕ: вăхăта сая янă, укçа-тенкĕ тăкакланă.
Малашне ку йывăрлăхсем пулмĕç. Мирнăйĕнче çĕнĕ аптека уçăлнă.
***
Облаçри ветеринари департаменчĕ районта пĕр фермăра ерекен чир – пастереллёз тупнă. Вăл выльăх тирне, тир айĕнчи клетчаткăна, юн тымарне сиен кӳрет.
Çак чир вилнĕ пăрăва тĕпчесен палăрнă. Фермине 14 куна карантина хупнă. Пăрусене прививка тунă.
Павловка
Павловка районне икĕ МТЗ-82 çĕнĕ трактор килнĕ. Ăна чи лайăх механизаторсене – Александр Пашинпа Александр Лепёшкина шанса панă. Тракторсем ĕçе хатĕр: çулсене юртан тасатма тухнă.
Кивĕ Майна
Районта ачасен ирĕкĕсене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Шкулсенче вĕренекенсен тирпейлĕхĕпе сывлăхне тимлесе тăманни курăннă. Сăмахран, кĕрхи тата хĕллехи канмалли кунсем хыççăн ачасен пуçĕсене тĕрĕслемен. Çапла майпа, Волостниковăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта сакăр вĕренекен пыйтăллă пулни паллă пулнă. Вăхăтра мерăсем йышăннă. Шкул администрацине явап тыттарнă. Медицина сестрине санитарипе гигиена йĕркисене пăснăшăн штраф тӳлемелле тунă.
Çинкĕл
Нарăсăн хĕвеллĕ кунĕнче Çинкĕл çыннисем граждан вăрçин паттăрне Г.Д. Гая халалланă уява хутшăннă. Вăл йăлана кĕнĕ тăрăх, Тимĕр дивизие йĕркеленĕ командир палăкĕ умĕнче иртнĕ.
 
: 889, Хаçат: 7 (1203), Категори: облаcри районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: