Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(О ч е р к)
 
Аллăма киçтĕк тытма хавха-ланта-ракан хĕрарăм Турăсем ман иккĕ – Арăм тата Муза
 
Çуркуннене хут çине сăрăпа ӳкерет вăл, ашшĕ килĕнчи улăм витнĕ ампар тăрринче ларакан илемлĕ йăваш ача. Киçтĕкне пĕрре сăрă çине пусать, тепре шывра тирпейлĕн чӳхет. Ӳкерчĕкре тăван Каша урамĕ, вичкĕн куçĕ ытамлама пултарайнă таран – картиш, урам урлă çуртсем, уй-хир, çаран, вăрман, Сӳнтĕк тăвĕ, Сĕве юхан шывĕ, аякра Пăрăнтăк тĕтреленет. Хĕвелшĕн, ăшăшăн тунсăхланă чăваш ялĕн сарлака урамĕсем тăрăх юпленсе шыв юхать.
Çурт умĕнчи саваланă шурă сак çинче чăваш арĕсем шăкăлтатса калаçса лараççĕ. Пĕри, Анатолий Еграшкинăн аслашшĕ -- Кеккер Çтаппанĕ, калаçнă майăн мăйăхне кăмăллăн шăлса илет. Калаçу евĕккине пĕлтерет ку. Тепри – ентешех, Каша шкулĕнче ачасене ӳнер ăсталăхне хăнăхтаракан маçтăр, ялти хисеплĕ çын Александр Власов, Туляна ӳкерме вĕрентекен художник.
– Мăнуку пит пултаруллă, кашни ӳкерчĕкĕнех техĕмĕ пур, маттур ачасене вара çак паха ене аталантарма пулăшмалла, э? Мĕнле шутлатăн эс, Степан Ильич, тĕрĕсне калатăп-и? Эс ав ăста кăçатă тăвакан та, вăр-вар çĕвĕç те. Аллу ылтăн. Эс çĕленĕ сăран атă-пушмакпа, çак алăсем йăваланă кăçатăсем таврари ялсене саланнă. Тĕп килти мăнукусене ав еплерех юрататăн.
– Ман вĕсем ав çиччĕн, çичĕ кĕреш юман, çиччĕшĕ те ывăл. Кашни юратнă ĕçне тупма пултартăрах. Хе, (сăпайлăн мăйăхне сăтăркаласа) хăшĕ мана та хывĕ. Ашшĕ-амăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ – ĕç çумне хытă çыпăçнă çынсем. Кулач хакне аван чухлаççĕ.
– Тăваттăмĕш классене хам пата йыхăрса ӳкерӳ ăсталăхне вĕрентетĕп, -тет Александр Петрович.- Уроксенче акварельпе, çуллă сăрăпа сăрлама, киçтĕк тытма, мольбертпа ĕçлеме вĕренетпĕр. Ман шутпа, Толик Еграшкин художник ятне илтĕпĕр-ха эпир малашне. Ĕненетĕп, шанатăп çав ачана. Куçĕ вичкĕн, тавракурăмĕ анлă ун. Çулсем татăлсан çурхи канмалли кунсенче вăл хăех ӳкерчĕк валли пир хатĕрленине пĕлетĕп, хам вĕрентнĕ пек грунтлать. Ӳкерчĕкĕсем илемлĕ, открыткисем хӳхĕм пулса тухаççĕ ун. Иртнинче ав чӳречĕртен тантăшĕсем кармашатчĕç татах Туля ӳкерет-и тесе. Ĕçлет, малалла талпăнать. Тата мĕн кирлĕ, Çтаппан пичче, ĕмĕте пурнăçлама?
– Мехелĕ çитмелле тата пĕр пăт тăвар çимелле. Çапла-и? Ав лăпкăскер (ампар çинче ӳкерекен мăнукĕ çине кăтартса), тĕрĕлет-ха, тем аппаланать, ĕçне тĕплĕ тăвать пулас, шухăшлă хăй, пуçне те çĕклемест. Юлташĕсем выляма йыхăраççĕ те – вăл татах ӳкерет. Хур чĕпписене çеремре кĕтнĕ чух та пĕр аллинче киçтĕк, тепринче – хут татки. Ха, шельмă, ман пекех пушă ларма юратмасть. Илемлĕ, апăрша ӳкерчĕкĕсем, элле курман тетне? Курнă, курнă. Пускилсем, ватти-вĕтти, çут çанталăкĕ – каснă лартнă. Çапла та сăнлама пулать иккен.
– Мĕн тейĕн, пултарулăх! Вăл çăлкуç евĕр таçтан шалтан тапса тухать. Каша чăвашĕсем хушшинче сахал-им чаплисем? Ăруран ăрăва чыслăн-сумлăн куçса пырать чăваш еткерлĕхĕ. Унăн çӳпçине халăх хушшине сарма, хушма, аталантарма вышкайсăр талантлă çынсем çут тĕнчене килеççĕ.
—Иван Яковлев пек вĕренме май пулманнисене çутта кăларакан тарăн шухăшлă çынсем-и? Пирĕн Каша шкулне те Иван Яковлевич пуçарăвĕпе тунă. Аслă Вĕрентекенĕмĕр ăсчахсене, чăвашсене те, çичĕ ютран килекеннисене те, пĕрре мар кĕртсе кăтартнă тетчĕç пĕлӳ çуртне. Эппин, хисепленĕ кашасене. Пехил сире пурсăра та – чăвашлăх тĕнчинче ĕçлекенсене, илеме хаклама пĕлекенсене!
… Вăхăт урхамах евĕр малалла ыткăнать. Шкул хыççăн сăпайлă чăваш йĕкĕчĕ Анатолий Еграшкин Чĕмпĕрти автомобильсем кăларакан завода ĕçлеме вырнаçать. Ялтан тухнă йăваш ачашăн малашне профессилле художник пуласси хăваласа çитейми ĕмĕт евĕр, аякри шурăмпуç çути евĕр – таçта аякра пек. Апла пулин те автозавода яланлăхах килнĕ пек туйăнмасть ăна. Цехри станок умĕнче тăрасси — чун-кăмăлне шайлаштаракан ĕç маррине чухлать вăл.
Çарта Германире пулать. Некрут юррисене юрласа ăсатса яраççĕ ăна ратне-хурăнташĕпе çывăх тантăшĕсем Сĕве хĕрринчи Каша ялĕнчен. Тĕрĕллĕ ал шăллисем çыхнă ывăлне ашшĕ-амăшĕ халаллать, каялла ырă-сывă таврăнма, çĕршыва юрăхлă пулма ырă сунать.
– Ӳкерме пĕлекенсем сирĕн хушăрта пур-и?- ыйтать Совет Союзĕн Геройĕ Константин Блинов танкист ячĕпе çӳрекен часть командирĕ.
– Пур, – пĕр утăм малалла тăвать Анатолий Еграшкин чăваш каччи.
– Ăçтан? Кам ачи? Мĕн ятлă?
– Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Чăваш Каши ялĕнчен. Анатолий Еграшкин художник.
– Аван, аван. Сана агитаципе ĕçлеме сĕнесшĕн, чаçра кăтарту хатĕрĕсем ӳкермелле пулать.
– Юрать!
Германире нумай тус-тантăш тупать вăл. Вĕсен хушшинче паян та туслă çыхăнăвне тăсакан чăвашсем чылай. Часть командирĕ хастар танкиста хĕсметре тата юлса офицера вĕренме сĕнет. Анатолий Еграшкин ефрейтор хăй вырăнне Николай Москов тусне хăварать. Хавхалану çăлкуçĕ тапса тăракан Кеккер Тулине ӳнере сыхлакан хĕрарăм Турă (Муза) малалла илĕртет. Агитаци материалĕпе дембель салтаксен альбомĕсене çеç ӳкернипе çырлахасшăн мар вăл, ятарлă пĕлӳллĕ художник пуласшăн.
Шупашкарти педагогика институчĕн художествăпа графика факультечĕн 1-мĕш курс студенчĕсене Вăрмара çĕр улми пуçтарма яраççĕ. Икĕ эрне çеç вĕренме ĕлкĕрнипе пĕр-пĕринпе тĕплĕн паллашса та ĕлкĕреймен-ха яшсемпе хĕрсем. Кеккер Тулине курс старостине суйланă.Салтакран таврăннăскер тата пĕр хушă водительте ĕçленĕскер ыттисем хушшинче яваплă, шанчăклă пулнипе уйрăлса тăрать. Кăмăлĕ уçă, кашнинпе пĕр сăмах тупма пĕлет. Илемлĕ, йăрăс пӳллĕ. Сасси хулăн, анчах та пуçлăх пек кăшкăрса калаçмасть яш, йăваш та пĕр тикĕс пуплешет. Чĕлхи япшар ун. Кăвак куçĕнче хĕлхем вылять.Чун-чĕри студент юррине чăвашла юрлать.
Михĕсем хатĕр. Уй варринче студентсем çĕрми пуçтараççĕ.
– Василиса, эсир Петров хыççăн пĕр йăран çинче иккĕн пыратăр, атя ман пата куç. Куçатăн-и? - ыйтать староста аякран. Вĕсем хатĕрленӳ уйрăмĕнче – рабочисен факультетĕнче пĕрле вĕреннĕрен аван паллаççĕ пĕр-пĕрне.
– Çук, каймастăп, эсĕ унта нумай тата тăрăшса ĕçлеттеретĕн,пĕлетĕ п эп сан кăмăл-туйăмна -тет çӳхе сасăллă пике йăлăнтарнăн чĕлхи-çăварне вылятса.
Анатолий Еграшкин сарлака утăмсем туса кĕçех хăй çитсе тăрать.
– Хĕрсем, ну хăшĕ манпа михĕсем çыхма килĕшет, пĕччен май çук.
Василисан çĕнĕ тантăшĕ Нина Разумова йĕкĕте шелленипе ун патне куçать. Ял хуçалăх ĕçĕсене илсе каяссине пĕлмесĕрех килнĕ пикен хăйĕнпе ĕç тумĕ те çук. Çара аллăн, чыслă тумпа вăл. Кирлĕ пуласса сиссе резина атă илнĕ-çке. Çавă пур.
– Мĕн ятлăччĕ-ха эс?-ыйтать Каша ачи Анатолий Еграшкин. Сăмаха пуçламалла-çке.
– Нина,-хуравлать пике каччăн çут тӳпе тĕслĕ сенкер куçĕнчен пăхма именсе.
– Ак сана перчетке, ме-ме, тыт,-тет яш. Амăшĕ, Уринкке аппа, ятарласа иккĕмĕш ывăлĕ валли юрла-юрла лампа çутипе çыхнă шур перчеткене пикене тыттарать Туля. Нина çумĕнче Çурçĕртен вĕрекен сивĕ вичкĕн çил, кăнттам хытă михĕсем хăйĕн аллине шăнтнине, ыраттарнине курмăш пулать. Калаçу хăвăрт тĕвĕленет. Еграшкинсен те, Разумовсен те килĕсенче çичшер ача, иккĕшĕ те ĕçчен чăваш çемйисенче çитĕннĕ, ĕмĕчĕсем те пĕрешкел иккен вĕсен – художник пуласси.
Каç кӳлĕм ĕçсем вĕçленсен йĕкĕт хăюлăх çитерсе Нинăна уçăлса çӳреме тухма чĕнет. Етĕрне районĕнчи Анат Ачак ял пики хирĕçлемест. Мăшăр тепре куриччен сывпуллашса тӳпене çăлтăрсем тухсан тĕл пулма калаçса татăлса уйрăлать.
Пĕрремĕш курс хыççăнах çулла Нинăпа Толя яланах — савăнăçра та, хурлăхра та – пĕрле пулма тупа туса çемье çавăраççĕ. Телейлĕ мăшăр туйĕ пĕтичченех студентсен строительсен отрячĕпе Вăрнар районĕнчи Кольцовка ялне тухса каять. Вĕçленсен деканатран парне кĕтнине чухламаççĕ-ха çилçунатлăскерсем – Атăл тăрăх "Шупашкар-Астрахань" маршрутпа икĕ эрнелĕх çӳлçӳревре пулмалла вĕсен. (Кăçалхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче шăписене пĕр тĕвве çыхнăранпа 35 çул пулать.)
Дима ывăлĕ институт общежитийĕнчех ӳсет. Нинăпа Анатолий Еграшкинсен иккĕшĕн те диплом ĕçĕсем Мускаври курава тивĕçеççĕ. Художествăпа графика факультечĕн чаплă асчах-вĕрентӳçисен, чаплă чăваш ӳнерçисен – Николай Овчинниковăн, Ревель Фёдоровăн, Юрий Викторовăн, Юрий Столяровăн, Егор Васильевăн тата ыттисен – юратнă та пултаруллă студенчĕсен йышĕнче вĕсем.
Дипломлă специалистсем Тюмень облаçĕн Хĕвел тухăç енчи Заводоуковск районне суйласа илеççĕ. Вĕсемччен унта çичĕ çул хушши пĕр çамрăк учитель те шкулта тытăнса тăман. Ӳкерӳ, ĕç тата черчени вĕрентӳçисем вăй хума пуçласан савăнăçне ниçта чикеймеççĕ педагогика коллективĕ те, ĕçшĕн тунсăхланă ачасем те, халиччен никам итлеттерейменнисем те. Пурте хаваспах тĕрлĕ кружоксене йывăçран теттесем каскалама (Анатолий Еграшкин ертсе пырать), ӳкерме, тĕрлеме, шăрçасемпе ĕçлеме вĕренме (ертӳçи – Нина Еграшкина) çӳреме пуçлаççĕ. Унта вĕсен тепĕр Улăп çуралать – Максим ывăлĕ.
Виçĕ çултан Ульяновскра кĕрлесе пысăк стройка пынă вăхăтра «Авиастар» завод çамрăк специалистсене хăй ытамне илет. Çĕнĕ хула çĕкленĕ çĕрте художниксене пур çĕрте те хапăл. Ылтăн алăсем заводĕнче хăйĕнче те, общежитийĕсенче, шкулсемпе ача пахчисенче те кирлĕ. Ӳнер шкулĕсем ӳкерӳ вĕрентӳçисене хаваспах йышăннă. Ульяновскра çемьере Илья ывăлĕ çуралать.1992 çулта Анатолий Еграшкин тăван ялĕнче икĕ хутлă çурт туса лартать.
Пĕррехинче çапла яла канма кайсан, ун чухне Урине аппа та сывă-ха, ялти прихут канашĕ Анатолий Алексеевич патне пысăк пуçарупа пырать. 1907 çулта Кашара Иван Яковлев проекчĕпе тунă Хусан Турамăш ячĕллĕ чиркĕве 1931 çулта сĕмсĕрсем пĕр шелсĕр çĕмĕрсе тăкнă, пачăшкине вунă ачипе кăларса янă. Фундаменчĕ сыхланса юлнă ун. Турра ĕненекен кинемисемпе мучисем хисеплĕ те пултаруллă ентешне чиркӳ тума тытăнма йăлăнса ыйтнă. Уставĕ те пур. Анатолий Еграшкин пулас ĕç яваплăхне пит аван ăнланать, унта художник, скульптор, строитель таланчĕ çеç çителĕксĕррине те аван чухлать. Кунта укçа сахал мар кирлĕ. Спонсорсем, меценатсем, платниксем, пĕр шухăшлă çынсем пулмасан пултарайăп тенипе кăна нимĕн те тăваймăн. Ниме вăй пулнине пĕлет-ха маçтăр, ырă шухăш валли мулне хĕрхенменнисем те тупăнаççех. Анчах та ыйтас, йăлăнас, кирлех пулсан пуç çапас пулать. Ун çирĕп кăмăлĕпе çакă çырлахса тăрайĕ-ши? Вăл виçĕ кун шутласа пăхма сăмах парать. Прихут канашĕнче унăн амăшĕ те пур. Епле хирĕçлейĕ! Ялта куллен чиркĕве уçма кирли пирки калаçаççĕ. Килĕшетех. Анатолий Еграшкинпа пĕр майлисем нумайăн тупăнаççĕ: ытарайми Каша, Кунтикав, Будёновка, Кашин, Раккаси, Сӳнтĕк çыннисем, сумлă ентешĕсем – Николай Репин, Петр тата Юрий Борисовсем, Чăнлă районĕн пуçлăхĕ Ханяфи Рамазанов, вырăнти ял хуçалăх прозводство кооперативĕн ертӳçи Наиль Гайниев тата ыттисем те. Майна тăрăхĕнчи Шарловăран пура кӳрсе килеççĕ. 1996 çулхи çăвăн 5-мĕшĕнче – Çветтуй Ирина кунĕнче — Кашара Тайруна кӳлли хĕрринче пит чыслă лару-тăрура Хусан Турамăш ячĕллĕ чиркӳ уçăлать. Хупăннă хыççăн шăп 65 çултан.
Çак сăваплă ĕçе Анатолий Еграшкин паянхи кунчченех тăсать. Ун маçтăрлăхне кура çыннисем хăйсемех шыраса тупаççĕ ăна. Анатолий Алексеевич Тĕччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче,Чăнлă районĕнчи Ирçелĕнче, Ульяновск çумĕнчи Луговойĕнче часавайсем тунă. Кăмăллă ентешĕсем ыйтнипе пултаруллă художник турăшсем ӳкерет. Нумаях пулмасть Луговойĕнчи Дима ывăлĕпе пĕрле тунă часавай валли тăватă турăш ӳкернĕ: Хусан Турамăшĕ, Çветтуй Микулай Угодник, Çветтуй Троица, Иисус Христос сăнарĕ «Вседержитель».
Кеккер Тули ӳкернĕ Иван Яковлев портречĕ Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн пӳлĕмне илем кӳрет. Автономипе художникăн ĕç биографийĕ питĕ тачă çыхăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Çĕнĕ хулара йĕркеленнĕ «Палнай» фольклор ушкăнĕн юрăçне, сумлă художника, чăвашлăх аталанăвĕнче сăмах калама ĕлкĕрнĕ чăваш арне 1997 çулта УОЧНКА автономийĕн председателĕ Петр Уфимкин çумĕнче ĕçлеме ыйтать.Петр Яковлевич ун чухне Чăнлă районĕн пуçлăхĕн çумĕн тивĕçне пурнăçланă пулнă.
– Хуçа мана юнашар лартрĕ те: «Ĕçлĕр, Анатолий Алексеевич, эп сирĕн вăйăра, ăс-хакăлăра шанатăп»,-терĕ. Йĕркелеме, мĕнрен-мĕнрен пуçламаллине палăртрăмăр, тӳрĕ кăмăлпа ĕçе пикентĕм, – аса илет çав тапхăра Анатолий Еграшкин.- Пурнăçламалли чылайччĕ. Автономин Уставне йышăнтăмăр. Тавах Юрий Горячева, ун çумне, облаçри культура ыйтăвĕсене илсе пыракан Александр Павлова, наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Галина Чулакована, укçапа чылай пулăшнă «Еткер» телекăларăм редакторне, çывăх туса Олег Мустаева, сĕтел-пукан туса панă Дмитрий Кузьмин мецената, Александр Богатова, "Канаш" хаçат редакцине тата ыттисене çĕнйĕркелӳ тапхăрĕнче манпа пĕр çыхăра пулнăшăн. Николай Тимряков чăвашпа тачă çыхăнса ĕçлеме пуçларăмăр. Мана вара 1999 çултанпа «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. Иван Яковлев хваттерĕ-çуртĕнче» йĕркеленнĕ Чăваш культура центрĕн директорĕ пулма шанчĕç. Уявсем ун чухне, ӳстермесĕр калатăп, чаплă иртетчĕç. Вырăнти чăвашсен пуян йăли-йĕркине тĕпе хурса пур наци уявне те чыслăн-сумлăн ирттереттĕмĕр, кĕрекене тĕрлĕ професси çыннисене йыхăрса çамрăксем валли савăнăçлă самантсем йĕркелеттĕмĕр. Пултаруллă чăваш яш-кĕрĕмĕ пирĕн пуçарусене йышăнатчĕ.
Тăван ялне юратнипе 2002 çулта Анатолий Еграшкин «Кайсарово» историпе этнографи очеркне уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларать. Кашасем валли хатĕрленĕ пысăк та хаклă парне. Вăл ĕмĕрлĕхех историе юлĕ. Анатолий Еграшкинăн ытти тарăн шухăшлă, илемлĕ вун-вун картини, фотоӳкерчĕкĕ, миниатюри пекех.
– Тавах Турра, пурнăçăм ăнăçлă иртет темелле: çурт турăм, йывăçсем лартрăм, юратнă мăшăрăмпа виçĕ ывăл ӳстертĕмĕр. Шутлани пурнăçланса пырать. Паян мăнуксем савăнтараççĕ, татах та кĕтетпĕр вĕсене (кулать). Ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме юлташсем йышли пулăшать. «Тусу хăвăнтан лайăх пултăр,»,- тенĕ мăн асаттесем. Туссăр, çемьесĕр çын туратсăр йывăç пекех. Эпĕ вара пĕчченлĕхе юратмастăп,- тет Анатолий Алексеевич.
 
: 1047, Хаçат: 7 (1203), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: