Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Лидия Кирилловна Павловапа (Ильина) эпир Димитровградри Ваççа Аниççи çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă асăну каçĕнче паллашрăмăр. Хисеплĕ хăнана унта сăмах пачĕç. Чăваш поэзин пĕрремĕш чĕкеçне курнăскерĕн каласа памалли, аса илмелли пайтах.
Хăй вăл 1933 çулта Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Ямбак (халĕ вăл Çĕнĕ Малăкла посёлокĕн пĕр урамĕ) ялĕнче çуралнă.
«Мана вулама, çырма Анисия Княгинина вĕрентрĕ,- пуçларĕ калаçăвне Лидия Кирилловна.- Унăн сăнарĕ халĕ те куç умĕнчех тăрать. Эпĕ пĕрремĕш класа 1941 çулта кайрăм. Питĕ йывăр самана килсе çапрĕ ун чух пурсăмăра та. Вăй питти çынсем вăрçа тухса кайрĕç. Шкул вара хăй ĕçне пурпĕрех пăрахмарĕ. Анисия Васильевна яланах типтерлĕ çӳретчĕ. Кăмăлĕ ырă та лăпкăччĕ. Вăл вăхăтра тумтир енĕпе пуян пулман, апла пулин те пирĕн вĕрентӳçĕ пит килĕшӳллĕ тăхăнатчĕ. Çӳçне илемлĕн пуçтарса хуратчĕ. Ал ĕç тума пит ăстаччĕ. Нуски-чăлха, кофта таврашĕ çыхатчĕ. Таврара ăна питĕ хисеплетчĕç. Ваççа Аниççипе манăн анне туслă тăратчĕç. Вăл пирĕн патăмăрта пĕрре кăна мар пулнă. Эпĕ лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраттăм. Çавăншăн мана пурин умĕнче те мухтатчĕ. Эпĕ Ваççа Аниççин ачисене те лайăх ас тăватăп. Унăн мăнукĕпе Евгений Николаевичпа халĕ те аван тăратпăр. Вăл Ямбакра пурăнать».
Çирĕм çул тултариччен Лидия Кирилловна тăван ялĕнче пурăннă. Районти халăх судĕнче секретарьте ĕçленĕ. Кивĕ Сахча каччипе çемье чăмăртасан унти шкула кассира ĕçлеме куçнă. Çичĕ çул телейлĕ пурăннă вĕсем. Утмăлмĕш çулта унăн мăшăрĕ сарăмсăр вилет. Лидия Кирилловна Димитровграда куçса килет. Виçĕ ачаллă хĕрарăма Салаван çынни Владимир качча илет. Сакăр çул тĕрлĕ хваттерсенче пурăнма тивет вĕсен. Кайран тин нумай ачаллă çемье тесе хăтлă хваттер уйăраççĕ.
Шăпа темшĕн этем умне йывăрлăх хыççăн йывăрлăх кăларса тăратать. Лидия Кирилловнан тепĕр мăшăрĕ те савăнса пурăнас чух вилсе каять. Паян вăл пĕчченех пурăнать. Пĕччен тесен тĕрĕсех те мар пулĕ, мĕншĕн тесен унăн юратнă ачисем, пилĕк мăнукĕпе пилĕк кĕçĕн мăнукĕ.
– Пирĕн вăхăтрисен шăписем çăмăлах пулмарĕç. Апла пулин те эпĕ хама телейлĕ çын тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен куллен ачасемпе мăнуксен юратăвне туятăп.
 
: 736, Хаçат: 7 (1203), Категори: Асаилӳсем

Комментарисем:

Keyaan (2014-05-09 17:18:21):
Thinking like that is really imisvrspee

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: