Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Василий Ванюшкина хисеплеççĕ Кремучи ялĕнче. Сăлтавĕ те çук мар. Вăл Свердлов ячĕллĕ колхозра нумай çул тĕп зоотехникра вăй хунă. Лайăх ĕçленĕшĕн Мухтав грамотисене тивĕçнĕ. Ăна хуçалăх Куба, Германи, Польша çĕршывĕсене тӳлевсĕрех канма янă.
Василий Григорьевичăн çуралнă çĕршывĕ — Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕ. Çут тĕнчене пит йывăр саманара — 1937 çулта килнĕ. 9 класс пĕтернĕ хыççăн ĕç биографине «Алгаши» колхозра пуçланă: прицеп кăкарса тăраканра, конюхра, вăрман турттарнă çĕрте вăй хунă.
Яш пулса çирĕпленсен вербовкăпа Ленинград облаçне тухса каять. Свирск хулинче трактористра, вăрман касаканра ĕçлет.
Виçĕ çул ют çĕрте пурăннă хыççăн тăван ялне таврăнать. Тепĕр çултан ăна Павловка районĕнчи Кремучи ялне ĕçлеме яраççĕ. Çакăнта тĕл пулать те вăл пулас арăмне. Çавăнтанпа пурнăç урапи те урăх йĕрпе чупма тытăнать. Икĕ чĕре пĕрлешсе çемье чăмăртаççĕ, кунтах тымар яраççĕ. Çемье пуçĕ трактористра, скотникра ĕçлет, унтан ăна бригадир ĕçне шанса параççĕ.
Çулсем иртнĕçем вăл пĕлӳ илесси пирки шутлама тытăнать. Жадовкăри совхоз-техникума кайса пăхать. Çĕр ĕçне лайăх пĕлекенскере вĕренме хаваспах йышăнаççĕ. Мухтав грамотипе пĕтерет вăл техникума. Çамрăк специалиста колхозра тӳрех тĕп зоотехник тивĕçне шанса параççĕ. 1995 çулчченех тар тăкать вăл юратнă ĕçĕнче. Профком председателĕн тивĕçне те пурнăçлама тивнĕ ăна пĕр вăхăт. Тăрăшулăхне кура ăна «Ĕçри хастарлăхшăн. В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле» юбилей медалĕпе наградăланă.
Ванюшкинсен икĕ ывăл тата икĕ хĕр çуралнă. Кĕçĕн хĕрĕ çулталăкра чух мăшăрĕ пурнăçран сарăмсăр уйрăлса каять. Унтанпа 35 çул иртнĕ ĕнтĕ. Тивĕçлĕ канăва кайни те пайтах. Халĕ унăн ултă мăнук тата 7 кĕçĕн мăнук. Сывлăхĕ хавшакрах пулнă пирки вăл пĕччен пурăнма шикленет, ялта пурăнакан хĕрĕпе кĕрӳшĕ патĕнче кун кунлать. Мана тĕл пулнăшăн питĕ савăнчĕ. Эпĕ унăн ентешĕ-çке — Кивĕ Улхаш çынни. Аса илӳ авăрне путсан вăл тăван ялĕшĕн тунсăхлани палăрчĕ.
 
 
Павловка районĕ.
 
: 687, Хаçат: 7 (1203), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: