Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи кăçалхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче «О донорстве крови и её компонентах» саккун йышăннă. Çĕнĕ саккунпа тӳлевсĕр юн паракансене ырлаççĕ, укçа тӳлес вырăнне туллин апатлантарма сĕнеççĕ. Унта пачах укçа тӳлеме юрамасть тесе палăртман пулин те тӳлев пирки сăмах пымасть. Унăн тĕп тĕллевĕ – çынсене тӳлевсĕр юн пама йыхăрасси.
Çĕнĕ саккунăн тĕп тĕллевĕ – юн пахалăхне лайăхлатасси. Депутатсен шухăшĕпе юншăн укçа тӳлемесен çынсем хăйсен пĕр-пĕр чирпе аптăранине пытармĕç. Мĕншĕн тесен вĕсен, тĕслĕхрен, сарă чирĕпе чирленĕ пирки суйса юн панин усси пулмĕ.
Патшалăх Думинчи сывлăх сыхлавĕн комитечĕн пуçлăхĕ Разимет Натхо сăмахĕпе, ытти çĕршывсенче тахçанах юн паракансене тӳлемеççĕ. Раççейре те иртнĕ ĕмĕрхи 90-мĕш çулччен çаплах пулнă. Çав çулсенче вара тухтăрсем çынсене апат çитермелли майсем тупайманнипе укçа пама тытăннă. Унтанпа тухтăрсем юн паракансемпе услам хутшăнăвне кĕреççĕ. Саккунпа кун пек пулмалла мар.
Тухтăрсен шухăшĕ вара пач урăхла. Пĕр енчен вĕсем депутатсемпе килĕшеççĕ. Тепĕр енчен вара ку саккуна пула пульницасем донор юнĕсĕр юласран хăраççĕ. «Пульницасенче ахаль те юн çителĕксĕр. Пĕр-пĕр пысăк авари пулсан вара мĕн тумалла? Ку перекетлĕх пирĕн патшалăхшăн пысăк çухатуллă пулма пултарать. Çынсен пурнăçне нимпе те каялла илеймĕн»,- теççĕ вĕсем.
Çĕнĕ саккуна йышăниччен Мускавра 100 миллилитр юншăн 650 тенкĕ тӳленĕ, Ульяновскра – 400 тенкĕ. Юн компоненчĕсемпе сайра ушкăнри юнсем хаклăрах тăнă: тромбоцитсем 4 пин те 500 тенкĕ, эритроцитсем 6 пин тенкĕ.
Шăп çав тромбоцитсемпе эритроцитсемшĕн саккунпа малашне те укçа парĕç, анчах малтанхинчен сахалтарах. Юнăн çак пайĕсем йывăр операци урлă иртнĕ, тĕслĕхрен, онкологипе, çынсене питĕ кирлĕ. Хăйĕн юнне теприне ахалех пама килĕшекенсем пулмасан вĕсене çăлса хăварма пулмĕ.
Ульяновск облаçĕнчи сывлăх сыхлавĕн министрĕ Валентина Караулова, министерствăри право уйрăмĕн пуçлăхĕ Евгений Макаров тата облаçри юн илекен станцин тĕп тухтăрĕ Марат Хапман журналистсемпе тĕл пулса çĕнĕ саккун пирки тата Ульяновск область правительстви юн паракансене мĕнле çăмăллăхсемпе тивĕçтерме палăртни пирки каласа пачĕç.
-Çын хăй ирĕкĕпе тӳлевсĕр юн панине пур çĕршывра та кашни вăхăтра ырланă. Раççейри саккун та çакна сĕнет. Анчах пирĕн регион правительстви саккуна хирĕç пымасăр юн паракансене хушма социаллă пулăшу пама пулчĕ. Область саккун проектне эпир хатĕрлерĕмĕр. Ăна парламент çирĕплетессе кĕтетпĕр.
Облаçри саккун проекчĕпе унчченхи пекех юн паракансене икĕ канмалли кунпа тивĕçтерĕç. Вĕсемшĕн ĕçленĕ кун пекех тӳлемелле.
Кашнине 250 тенкĕлĕх вĕри апат çиме талон параççĕ. Апатлану центрĕ ăçта пуласси хальлĕхе паллă мар, ăна конкурс мелĕпе палăртĕç.
Кун çумне юн паракансене 250-400 тенкĕ компенсаци парĕç, - пĕлтерчĕ Валентина Караулова.
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи «О донорстве крови и её компонентах» саккуна йышăнсан облаçра юн паракансен шучĕ самай чакнă. Ăнлантару ĕçĕ ирттерни кăна донорсен йышне малтанхи шая çитерме пулăшнă. Облаçра кашни кун 80-120 çын юн парать. Районсене тухса çӳресен цифра 120-150 çитет. Вăтамран уйăхра юн паракан 4 пин çын пулсан, вĕсенчен пинĕшĕ çĕнĕрен юн параканни – кун пек чухне область юн çителĕксĕрлĕхне туймĕ.
Тӳлевсĕр юн паракансен йышне ӳстерессипе область правительстви «Сдай кровь – спаси жизнь» тата «Самый сердечный вуз» марафонсем йĕркелеме палăртнă. Область правительствинчи кашни министерство палăртнă графикпа юн парĕ. Марафона Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, социаллă аталанупа ĕç министерстви нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче тытăннă.
 
: 920, Хаçат: 7 (1203), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: