Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кашни çыннăн телейĕ пĕрешкел мар. Апла пулин те вăхăтра мăшăрланса çемье чăмăртамалла. Мăшăрлă çын пур çĕрте те хисеплĕ.
Çемье çавăрса киллĕ-çуртлă, ача-пăчаллă пулса пурнăç çулне тĕрĕс-тĕкел утса тухни, паллах, лайăх.
Шел, каярахпа хăшĕ-пĕрин юратуллă туйăмĕсем таçта кайса кĕреççĕ. Анчах иртнĕ вăхăта каялла çавăраймăн.
Ачи-пăчи мăшăрланма шухăшласан ашшĕ-амăшĕ туя çынсенчен кая мар туса ирттересчĕ тесе ăшталанма тытăнать. Туйра çамрăк мăшăра ашшĕ-амăшĕ, юлташĕсем, ратни-тăванĕ акăш юратăвĕ пек ĕмĕрлĕх юрату, вăйлă çăлкуç пек тапса тăракан телейлĕ пурнăç сунаççĕ.
Мăшăрланнă хыççăнхи пурнăçра чашăк-тирĕк шакăртатасси пулатех ĕнтĕ. Анчах хăш-пĕр çамрăксем тумхахлă çул çине тухсанах уйрăлма васкаççĕ.
Çамрăксене çапла сĕнес килет: качча кайма, авланма ан васкăр. Пĕр-пĕрне лайăхрах пĕлме тăрăшăр. Сăлтавсăр пĕр-пĕринчен кĕвĕçни чĕрене хурт çинĕ пекех. Кĕвĕçӳ çемьене аркатать. Пĕрин-пĕрин шухăш-кăмăлне мăшăрланиччен пĕр пытармасăр уçса пĕлтерни вырăнлă. Çакă сире пĕр-пĕрне çывăхрах пĕлме, ăнланма пулăшĕ.
Çамрăксем мăшăрланичченех çывăрса пăхма килĕштерни хальхи пурнăçра вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Çакна кăмăллă япала теме çук. Паян куккук аттесемпе аннесем сахал мар. Хамăра ытларах шанмалла, мăшăрлă пурнăç йĕпе çĕр çине ӳкекен юр пĕрчисем пек вăхăтлăха ан пултăр.
Хăш-пĕр арçын килне ĕçсе таврăнать те куç курми «çил-тăман» кăларать. Арăмне, ачисене çĕрле урама хăваласа кăларма та вăтанмасть.
Çавăнпа çемье чăмăртама шутлакан çыннăн кăмăлне, ăс-тăнне малтан пĕлсен аван. Пурнăçра пĕр-пĕрне пулăшса, ырă сунса, малашлăха шанса пурăннине нимĕн те çитмест. Кашнинех вăй-хал çитнĕ таран харпăр хăй кăмăлне, пурнăçне лайăхлатма тăрăшмалла. Çамрăк мăшăрсен юратса çемье чăмăртанă пулсан пĕр-пĕрне хакласа та савса ĕмĕрĕпе пĕр сукмакпа такăнмасăр утмалла. Юнашар савнă çын пурри пурнăçра çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ тата çав тери пысăк тĕрек. Ĕненĕр, эпĕ çакна хам пурнăçпа çирĕплететĕп.
 
 
Ульяновск хули.
 
: 585, Хаçат: 7 (1203), Категори: Утаман

Комментарисем:

Jenibelle (2014-05-09 16:05:58):
I canӳ't beivlee Iӳ've been going for years without knowing thatĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: