Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мана алла ручка тытма хăш-пĕр ăслă çынсем ытла та тăнлă шухăшсем калани хистерĕ. Пире, аслă классенче вĕренекенсене, çине-çине ялта юлмалли çинчен «юрлаççĕ». Телевизорпа та, радиопа та, хаçат-журналта та çакăн çинчен асăрхаттараççĕ. Ялтисем каламаççĕ çакна. Вĕрентекенсем те, атте-анне те хулана кайса тĕттĕм шăтăкран хăтăлма ыйтмаççĕ.
Яла юлса ăна çĕклеме, ура çине тăратма, çĕр çинче ĕçлеме хистекенсенчен хăйсенчен ыйтас килет:
-эсир мĕншĕн пăрахса кайнă ялтан?
-мĕншĕн таврăнмастăр яла çĕклеме?
-мĕншĕн ачăрсене ямастăр çĕр çинче ĕçлеме, ял хуçалăхне çĕклеме?
-мĕншĕн? Мĕншĕн? Мĕншĕн?
Эпĕ сирĕншĕнех хуравлама пултаратăп. Мĕншĕн тесен ялта пурăнма майсем çук. Кĕçех шкул хупăнать, пур-çук ачи кӳршĕ яла çӳрет. Ĕç çук. Пĕтĕм ял Мускавра та Питĕрте ĕçлет. Арçынсем унта чухне вĕсем илсе килнĕ укçи-тенкипе арăмĕсем ĕçсе выртаççĕ. Упăшкисем таврăнсан пĕрле ĕçеççĕ. Акă мĕнле «çутă» пурнăç кĕтет яла юлсан!
Çавăнпа та çакнашкал темăпа калаçу пуçарсанах эпĕ наушника хăлхана чикетĕп… Хуть те мĕн тăвăр, ялта юлмастăпах! Эпĕ пĕччен мар, юлташсем те çапла шутлаççĕ.
 
Чăнлă районĕ.
 
«Улах»: Çак çыру пирки вулакансем мĕн шутлаççĕ-ши? Çырусем кĕтетпĕр.
 
: 605, Хаçат: 7 (1203), Категори: Утаман

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: