Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Г.Л.Никифоров (Эсекел) юрă ăсти, писатель тата юрăсем
валли сăвă çыракан поэт çуралнăранпа 70 çул çитнĕ тĕле
 
2013 çулхи нарăс уйăхĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Леонтьевич Никифоров çитмĕл çулхи юбилейне палăртать,çаплах вăл Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче юрлама пуçланăранпа хĕрĕх пилĕк çул çитет.
Сцена çине вăл малтанхи хут 1957 çултах тухнă. «Ун чухне эпĕ профессиллĕ юрă ăсти пулса тăрасси çинчен ĕмĕтленме те пултарайман, - аса илет Геннадий Леонтьевич. – Мускав хулинче çамрăксен Пĕтĕм тĕнчери фестивальне кайма суйласа илекен Хусанти концерта Тутарстанри 79 районтан пынă юрă ăстисене тĕрĕслесе пăхнăччĕ. Унта эпĕ вырăс халăх юррине – «Плещут холодные волны» юрласа пĕрремĕш вырăн йышăнтăм».
1958 çулта Тутарстанри Пăва районĕнчи Тăхăрьял чăвашĕсем патне Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ килсе кайнă. Çав концертсенче чăвашсен паллă юрăçисем Анна Казакова, Николай Комиссаров, Николай Петров юрланă. Ансамблĕн пултарулăх ертӳçи А.Г. Орлов-Шуçăм çавăн чух Хирти Кушкă ялĕнчен тухнă пултаруллă çамрăкăн Геннадий Никифоровăн ăсталăхне те тĕрĕслесе пăхнă.
- Геннадий, санăн халĕ сасă улшăннă вăхăт. Хальлĕхе юрлама чарăнас пулать, унсăрăн сасă хĕлĕхĕсене татма пултаратăн. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти музыка училищине вĕренме кĕр, - ăшшăн канаш панă вăл ăна.
Анчах та килти лару-тăрăва пула вăл çийĕнчех Шупашкара тухса каяйман, ашшĕ-амăшне çĕнĕ çурт тума пулăшнă, вăхăта сая ярас мар тесе Пăвари ветеринари техникумне вĕренме кĕнĕ. Час çара кайма вăхăт çитнĕ. Çар хĕсметĕнче тепĕр хут сцена çине тухнă. Çак туртăм каярах ăна Шупашкара илсе çитернĕ. Кунта Г.Никифоров опера искусствин ăстисемпе – Александр Александровпа, Алексей Ковалёвпа, Анатолий Канюкпа паллашнă, вĕсем ырланине итлесе савăннă, вĕсем пек пулма тăрăшнă. Çапла вара вăл тин çеç уçăлнă музыка театрĕнче Герта Карловна Варламова класĕнче вĕренсе хăйĕн ăсталăхне туптанă. 1974 çулта çамрăк юрăçă Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин вокал уйрăмне вĕренме кĕрет. Çак хушăрах музыка театрĕнче ĕçлет. Диплом илнĕ хыççăн нумай спектакльте яваплă рольсене вылять. 1979-1991 çулсенче Геннадий Леонтьевич Чăваш патшалăх радиопа телевидени хорĕнче юрлать. Вăл Г.Хирбю, Ф.Лукин, Ф.Васильев, А.Михайлов, Ю.Кудаков композиторсем çырнă 80 ытла юрăпа романс юрланă. Вĕсене Чăваш радио фончĕ валли çырса илнĕ. Унăн репертуарĕнче Ж.Бизе композиторăн «Пертская красавица» оперинчи «Смит серенади», С. Туликовăн «Россия», Д.Тухмановăн «Я люблю тебя, Россия», М.Фрадкинăн «Течёт Волга», А.Михайловăн «Чебоксары – мой город родной», Ю.Кудаковăн Ю.Сементер сăввисем тăрăх çырнă салтак юррисем, çаплах А.Юман сăввисем тăрăх çырнă юрăсем те пур.
Чăвашсен музыка культурине аталантарас енĕпе тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна «ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ» (1990), «ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» (1995) хисеплĕ ятсем панă.
Г.Л.Никифоров ятне чăваш вулаканĕсем паллă писатель пулнипе те пĕлеççĕ. Нумаях пулмасть унăн «Сана шырарăм, шырарăм» ятлă калавсемпе повеçсен кĕнеки (2010), Ю.Кудаков композиторпа пĕрле çырнă «Пин-пин чечек хушшинче» юрăсен кĕнеки (2012) тухнă.
 
: 711, Хаçат: 7 (1203), Категори: Паллa cынсем

Комментарисем:

Alla (2016-06-30 11:05:36):
Tortor ut arcu luctus soliucitldin nec et nullaĕ Curabitur elit ipsumĔ consequat nec tincidunt aĔ laoreet tincidunt estĕ Quisque sed arcu mollis dui condimentum auctor et ac diamĕ Donec tempusĔ mauris sed eleifend auctorĔ felis lectus rutrum risusĔ ac gravida massa neque quis risusĕ Nulla sit amet massa purusĔ eu varius ligulaĕ

Lolly (2016-07-02 08:44:43):
Your answer shows real ineneligelctĕ http,ӲӲdgyefolwhsĕc om [urlçhttp,ӲӲfqcrpjxr ĕcom]fqcrpjxr[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲufcsrbe sfĕcom]ufcsrbesf[Ӳlink]

Lizabeth (2016-07-04 20:47:23):
It's spooky how clever some ppl areĕ Thsnka! http,ӲӲymiqhhfbpĕco m [urlçhttp,ӲӲjesosxxĕ com]jesosxx[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲuwsanot ĕcom]uwsanot[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: