Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи А.М.Ширта-новăн хресченсемпе фермерсен «Восток» хуçалăхне çитсе курма тӳр килчĕ. Фермерпа пӳлмери тырра ăсатнă çĕрте тĕл пулса калаçрăмăр. - Хирти тырра йăлтах вырса кĕртрĕмĕр. Тухăç вăтамран гектартан 28 центнер. Вăхăтра çумăр пулсан тата вăйлăрах тухăç пулмаллаччĕ. Июль, август уйăхĕсенче пачах çумăр пулмарĕ. Таврари ялсене виçĕ хутчен шăварса кайрĕ, пире – çук,- пăшăрханса каласа парать Александр Михайлович. – Кăçал мĕнпурĕ 800 гектар тĕш-тырă (вăл шутра 220 – ыраш, 250 – кĕрхи тулă, 158 – çурхи тулă, 80- урпа), 400 гектар чĕкĕнтĕр, 100 – хĕвел çавăрăнăш, 1 – çĕр улми, 1 – купăста акса ӳстертĕмĕр.
Тырра Ульяновск хулинчи «Симбирскмука» завода тата Майнăри элеватора куллен тăватшар КамАЗ ăсататпăр. Тыр-пула вырнаçтарсан пăртак сывлăш çавăрса илесшĕн те чĕкĕнтĕр кăларма тытăнасшăн. Ун валли кăçал виçĕ комплекс хатĕр. Сахăр завочĕпе те килĕшӳ тунă.
- Сире паян мĕн пăшăрхантарать? - ыйтрăм эпĕ фермертан.
-Яланхи пекех горючипе сĕрмелли материалсен хакĕ тарăхтарать. Тырă хакланмасть, горючи хакне çулсерен ӳстерсе пыраççĕ. Паян пĕр кило тырă 6 тенкĕ пулсан 1 литр солярка 23 тенкĕ тăрать. Ял хуçалăхĕсене пăртак йӳнĕрех хакпа – 16 тенкĕпе параççĕ. Анчах унăн виçи (лимит) пур. Ку çителĕксĕр. Хамăра мĕн чухлĕ кирлине ирĕксĕрех хаклă хакпа туянма тивет, – ăнлантарать фермер.
Унтан вăл вырмара палăрнă хастарсемпе паллаштарчĕ.
Çитмĕл çулхи Ю. Г. Чернов механизатор ун патĕнче пилĕк сезон вăй хурать. Кăçал «Дон-1500» комбайнпа 15 пин центнер вырнă.
Г.И. Сергеев водитель те хуçалăха пилĕк çула яхăн пулăшма килет. Вăл КамАЗпа тырă турттарать. Ĕçре яланах малта.
Э.В. Ныйкин – аслă пĕлӳллĕ инженер. Норовкăра пурăнать. Александр Ширтанов каланă тăрăх, ăна хуçалăх стипенди тӳлесе вĕрентнĕ. Вăл ăста комбайнёр, кирлĕ пулсан утă-улăм пухакан машина çине те ларать. Нимĕнле ĕçрен те хăрамасть.
В.С. Тягусев тракторист Т-70, БМ-6 тракторсемпе ĕçлет. Вăл Рязановăри совхоз- техникум пĕтернĕ хыççăн Нагаткина килсе тĕпленнĕ. Кунта куллен килсе çӳрет. «Восток» хуçалăхра 12 çул вăй хурать.
Александр Ширтанов фермер кăçалхи вырмаран нумайрах кĕтнĕ пулин те мĕн пуррипе савăнма пĕлет. Кĕрхи ĕçсем вĕçлениччен нумай тар тăкма тивет-ха. Умра – çĕрулми, чĕкĕнтĕр. «Турă пулăшсан, хамăр тăрăшсан йăлтах пуçтарса кĕртĕпĕр, - тет вăл йăл кулса.
 
: 899, Хаçат: 37 (1129), Категори: Тырçи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: