Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Раççейри художниксен пĕрлĕхĕ Аркадий Пластов ячĕллĕ преми туса хунине ырлаççĕ. Пĕрлĕхри художниксем Ульяновск область правительствине тата Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр патне çыру янă.
«Аркадий Пластов ячĕллĕ преми йĕркеленине культура политикинчи пысăк утăм тесе хаклатпăр. ХХ ĕмĕрти паллă художник ячĕллĕ преми хальхи вăхăтри художниксене палăртать кăна мар, вĕсене хавхалантарать, тĕнче шайне тухма пулăшать. Пирĕн обществăра 2010 çулччен классика ĕçĕсемшĕн художниксене нимĕнле преми те паман, анчах вăл тахçанах кирлĕ пулни пурне те паллă. Тав сире, çакăн пек преми йĕркелеме сĕннĕшĕн», - тенĕ çырура.
 
Çамрăк ăру – çĕршыв пуласлăхĕ
Ачасене тăван çĕршыва юратма вĕрентес ыйтăва облаçăн Саккунсем кăларакан Пухăвĕ йĕркеленĕ çавра сĕтелре сӳтсе явнă.
Мероприятие регионти «Единая Россия» партин политика канашĕн секретарĕ Тамара Дмитриева ертсе пынă. Чĕннĕ хăнасен хушшинче Вадим Орлов генерал-майор, область парламенчĕн депутачĕ Александр Кругликов, Аслă вăрçă ветеранĕ Алексей Царёв, обществăлла организацисен яваплă ĕçченĕсем пулнă.
«Çамрăк ăрăва тăван çĕршыва, чĕлхене, культурăна, йăла-йĕркене юратма вĕрентесси пурнăçра тĕп вырăн йышăнмалла», - палăртса хăварнă Тамара Дмитриева. – Çарпа патриотла воспитани патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулнине çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин яланах асăрхаттарса тăрать. Çак ыйтупа 2001 çулта «Патриотическое воспитание граждан РФ на 2001-2005 годы» патшалăх программине йышăннă. Паяна 2015 çулччен çирĕплетнĕ çĕршыв шайĕнчи виççĕмĕш программа пур».
Çавра сĕтелре сăмах илекенсем 2015 çулта Аслă вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнипе çыхăнтарса вăй хумалли çинче чарăнса тăнă. Çак ĕçри пĕрремĕш утăм – çавра сĕтелре йышăнса хăварнă Чĕнĕве Раççей Федерацийĕн тата Ульяновск облаçĕн правительствисене çитересси.
 
: 969, Хаçат: 8 (1204), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: