Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ Малăкла район администрацийĕнчи граждан оборонипе инкеклĕ ĕçсен уйрăмĕн пуçлăхĕнче 2010 çултанпа пирĕн ентеш, çак районти Ерсел ялĕнче çуралса ӳснĕ Евгений Александрович Ялашкин ĕçлет. Вăл 1975 çулта Ульяновскри ял хуçалăх институтне пĕтерсе тăван колхоза таврăннă, механикра, каярах тĕп инженерта вăй хунă. Пысăк сысна комплексĕ хута кайсан – унта тĕп инженер пулса куçнă. 1986 çулта ăна райкома инструктор ĕçне илсе пыма чĕннĕ. Çĕршыври пăтрануллă вăхăтсенче, райкома пĕтерсен, инженер ĕçне таврăнса Çĕнĕ Майнăри кавир фабрикине куçнă. 2000-2009 çулсенче «Номатекс» предприятире инжененр-конструкто р пулнă. 2010 çултанпа – район администрацийĕнче.
-Кĕтмен çĕртен инкек сиксе тухасси пулкалать вăл. Вăйлă çил-тăвăл килсе пӳрт тăррисене илсе кайни те, йывăçсене хуçса электролинисене татни те, витререн тăкакан çумăра пула ялсене шыв илни те пулнă. Çакăн пек лару-тăрура çухалса каймасăр кашни службăна вăхăтра, килĕштерсе, шайлаштарса ĕçлеттересси – пирĕн тивĕç. Пирĕн уйрăмра виçĕ çын кăна, çавăнпа та эпир администраципе, полиципе, пушар сӳнтерекенсемпе, васкавлă пулăшу паракансемпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçлетпĕр.
Виçĕмçулхи пăрлă çумăра никам та манмасть пулĕ. Электричество линийĕсем татăлса пĕтрĕç, ялсем çутăсăр, лавккасем ĕçлемеççĕ, çăкăр пĕçереймеççĕ… Кун пек чухне кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлетĕн: çынсене пулăшмалла. Кунсăр пуçне çулталăкне 4-5 хутчен çил-тăвăл инкек илсе килет. Çĕнĕ Çарăмсан посёлокĕ ялан пăтăрмахсене лекет. Шыв çывăхĕнче пулнипе унта сивĕ сывлăшпа ăшă сывлăш тĕл пулса «тавлашаççĕ», вăйлă çил хăпарать. Тепĕр яла ялан шыв илет. Юлашки çулсенче вăрмана кăмпана кайса çухалнă тĕслĕхсем нумайланчĕç. Хăшĕсене тупаймарăмăр та, - каласа парать Евгений Александрович.
Район администрацийĕнче ятарлă диспетчер служби ĕçлет. Унти оборудовани çĕнĕ йышши, облаçĕпе те кун пекки сахал. Районта пулса иртнĕ кашни инкек çинчен кунта шăнкăравласа пĕлтереççĕ. Служба вара малтан инкеклĕ ĕçсен уйрăмне пĕлтерет, вĕсем хыпара кирлĕ çĕре çитерсе ятарлă службăсене вырăна тухма сĕнеççĕ. Тĕслĕхрен, çул çинче пысăк авари пулсан унта полици, пушар сӳнтерекен тата медицина службисем тухса каяççĕ. Евгений Александрович талăкра 24 сехет çар çынни пек "кирлĕ çĕре" тухса кайма хатĕр.
Умне тĕллев лартса ăна пурнăçлама Евгений Ялашкин ачаранах хăнăхнă. Çапла пулма ăна шахмат искусствине алла илни питĕ пулăшнă. Ялти пуçламăш класс шкулĕнчен тухсан вăл вăхăтра Ерсел ачисем пĕлĕвне Çĕнĕ Майнăра тăснă. Ялтан куллен виçĕ çухрăм унталла, виçĕ çухрăм каялла танкканă. Кĕрхи пылчăклă çула çăрни, хĕлле юр ашни сая ан кайтăр тенĕ ачасем, çавăнпа шкул программине тăрăшса ăса хывнă. Евгений пиллĕкмĕш класра Геннадий Петрович Улюкин ертсе пыракан шахмат кружокне çырăннă.
-Эпир пĕр класран шахматла вăйлă вылякан тăватă ачаччĕ. Пĕр-пĕринпе ăмăртаттăмăр. Геннадий Петрович пире нумай çĕре ăмăртусене илсе çӳрерĕ. Вăл питĕ лайăх тренер. Халĕ те ачасене вĕрентет. Ун аллине лекнĕшĕн хамăра телейлĕ тесе шутлатпăр. Шкултах тренер тăрăшнипе юлташсем тата эпĕ шахматпа пĕрремĕш разряд виçине тултартăмăр. 1970 çулта Ульяновскри ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрсен те хамăн спорта пăрахман эпĕ. Институтшăн Мускавра çĕршыври ял хуçалăх институчĕсем хушшинче иртнĕ ăмăртăва та хутшăннă. Паянхи кунччен шахмат - ман пурнăçăн пĕр пысăк пайĕ. Халĕ ытларах ветерансем хушшинчи ăмăртусене хутшăнатăп, çаплах Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунне, преподавательсене асăнса, Çĕнĕ çул уявне йĕркеленĕ ăмăртусенчен юлман. Çак кирлĕ те ăслă вăййа ачасене те вĕрентнĕ, халь мăнуксемпе ĕçлетĕп. Даниилпа Виктория мăнуксен шахматла выляс маçтăрлăхне ӳстерме тĕрлĕрен литературăпа усă куратăп. Интернетра та выляма вĕренме, куçа курăнман юлташпа вăя виçме пулать. Манăн кĕсье телефонĕ çинче те шахматла вылямалли программа лартнă – вăхăт кăна пултăр, - тет Евгений Ялашкин.
Районти граждан оборонипе инкеклĕ ĕçсен уйрăмĕн пуçлăхĕн пурнăçри тепĕр интересĕ – кивĕ, ĕçлемен радиоаппаратурăна хута ярасси. Лампăсемпе ĕçлекен, çынсем тахçанах килĕсенчен кăларса пăрахакан аппаратурăна ĕçлеттерсен унăн чунĕ савăнать.
 
: 921, Хаçат: 8 (1204), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: