Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов регионта иртнĕ «Семья года» конкурс çĕнтерӳçисене наградăланă.
Мероприятие ЮНЕСКО посолĕ Александр Очиров хутшăннă.
Кĕпĕрнаттăр премине ĕçре, наукăра, спортра, çĕршывшăн усăллă ачасем ӳстерсе регион ятне-сумне çĕклекен облаçри тĕслĕхлĕ çемьесене çулсерен параççĕ.
«Çемьере этемĕн чи паха енĕсем амаланаççĕ. Халăхăмăрăн йăла-йĕркине упраса ăруран ăрăва парса пыраканни те çемьех пулса тăрать. Область правительстви кирек мĕнле йывăр тапхăрсенче те çемьене тĕпе хунă. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатас, ачасен прависене хӳтĕлес, çамрăк тата нумай ачаллă çемьесене пулăшас ĕçе эпир тăтăшах пурнăçласа тăратпăр»,- тенĕ кĕпĕрнаттăр. Ĕçпе социаллă аталану министрĕ Анатолий Васильев пĕлтернĕ тăрăх, конкурс регионти мĕнпур районта иртнĕ. Çĕнтерӳçĕсене пилĕк номинаципе палăртнă. Пилĕк çемьене 50-шар пин тенкĕ парса хавхалантарнă.
тимлĕ пулĕç
Ульяновск облаçĕнче «Раççей кунĕнче патриот çурат» акци малалла пырать. Хальхи вăхăтра унта хутшăнакансен шучĕ 880 çынна çитнĕ.
Регионти ĕçпе социаллă аталану министрĕ Анатолий Васильев каланă тăрăх, «Как хорошо, что есть семья, которая от бед любых везде хранит меня» улттăмĕш тапхăр пынă вăхăтра унта хутшăнакан хĕрарăмсен çемйисене сывлăх тĕлĕшĕнчен тĕпчеме тата ача кĕтекенсене социаллă пулăшу пама шутлаççĕ. Ачалăхпа амăшлăх ыйтăвĕсемпе «çавра сĕтелсем», çавăн пекех вĕсен çемйисем валли Çĕршыва хӳтĕлекенсен тата пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕсем тĕлне уявсем йĕркелеме палăртаççĕ.
Çĕнĕлле çуралнă ача
Нарăсăн 23-мĕшĕнче Ульяновскри «Альянс-клиник» пульницара ЭКО мелĕпе тĕвĕленнĕ пĕрремĕш ача çут тĕнчене килнĕ. Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕнче çĕнĕ мелпе арçын ача çуралнă.
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр уявра ача çуратмалли çуртсене çитсе хĕрарăмсене саламланă, ача çуралнине çирĕплетекен хутсем панă.
Çуратайман мăшăрсене унччен облаçран ытти регионсене сипленме янă. 2011 çулхи ятарлă йышăнупа область бюджетĕнчен хĕсĕрлĕхе сиплемелли çĕнĕ технологисене туянма укçа уйăрнă.
2012 çулта 30 мăшăр сипленнĕ. Пĕрремĕш «кайăк» çут тĕнчене килнĕ.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Валентина Караулова пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа облаçра 2087 ача çуралнă, иртнĕ çулхипе танлаштарсан – 259 нумайрах. Çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕнче 6 арçын ача та 7 хĕрача çуралнă.
 
: 944, Хаçат: 8 (1204), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: