Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ульяновск облаçĕнчи пине яхăн шкул ачи 2012-2013 вĕренӳ çулĕнчи Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регионти тапхăрне хутшăннă.
Вăл 25 предметпа иртнĕ. Вĕсенчен тăваттăшне (вырăс, чăваш, тутар, мордва чĕлхипе тата литературипе, таврапĕлĕвĕпе) çамрăк ăрăва тăван чĕлхене вĕрентекен, этнокультура паллиллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсен ачисем хутшăннă. Диплом илсе çак шкулсем палăрнă: Димитровградри хула гимназийĕ – 28 çын, Ульяновскри нумай профильлĕ 20-мĕш лицей – 19, В.И.Ленин ячĕллĕ 1-мĕш гимнази – 13, Мариинск гимназийĕ – 10, Радищево районĕнчи Октябрьский посёлокĕн шкулĕ тата Ульяновскри 34-мĕш гимнази – 6-шар ача. Пĕтĕмĕшле Ульяновск облаçĕн вĕрентӳ министертвин дипломĕпе ăс-хакăл ăмăртăвĕсене хутшăннă 220 вĕренекене чысланă: 63 çĕнтерӳçе тата малти вырăнсене йышăннă 157 ачана. Чи аван кăтартусем – Ульяновск командин (98 награда), Димитровградăн (42), Николаевкăпа Радищево районĕсен (9-шар).
Шупашкарта чăваш чĕлхипе тата литературипе регионсем хушшинчи олимпиада иртнĕ. Унта Ульяновск облаçĕн чысне Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Владислав Базарнов (вăл иккĕмĕш вырăн йышăннă) тата Ульяновск районĕнчи Салмановка шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Кристина Яковлева (виççĕмĕш вырăн йышăннă) хӳтĕленĕ.
 
: 836, Хаçат: 8 (1204), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: