Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Нарăс уйăхĕнче регионти тăван чĕлхепе литература олимпиади облаçри чăваш яш-кĕрĕмне хăй ытамне пухрĕ. Ăмăрту яланхиллех Мелекесс районĕнчи «Юность» сиплевпе вĕренӳ центрĕнче иртрĕ. Кăçал вăл шучĕпе — вун саккăрмĕш.
 
Пĕр эрне хушши облаçра пурăнакан чăваш, вырăс, тутар, мордва халăх ачи-пăчи Атăл тăрăхĕнче пурăнакан нацисен чĕлхине, литературине, йăли-йĕркине, сăвăç-çыравçине пĕлнĕ енĕпе ăмăртрĕ. 110 ачаран 17-шĕ шкулта чăваш чĕлхине вĕренекенсем.
Пĕрремĕш кунĕнче чăваш чĕлхипе, иккĕмĕшĕнче литературипе олимпиадăсем иртрĕç. Ятарласа пĕр куна Ульяновск облаçĕ 70 çул тултарнине халалларăмăр, культура программипе Димитровград хулине тухса çӳрерĕмĕр. Ачасене те, вĕрентӳçĕсене те таврапĕлӳ музейĕ питĕ килĕшрĕ. Музей ĕçченĕсем хаклă экспонатсемпе паллаштарчĕç, Димитровград хулипе район историйĕ çинчен каласа пачĕç. Пире уйрăмах вĕсем чăвашсемпе еплерех çыхăнса тăни интереслентерчĕ.
Олимпиада вĕçленнĕ кун çĕнтерӳçĕсене парнесем парса хавхалантарма Ульяновскран хаклă хăнасем килсе çитрĕç: облаçри чăваш, тутар тата мордва автономийĕсен пуçлăхĕсемпе тележурналисчĕсем.
УОЧНКА председателĕ Владимир Сваев чи пултаруллисене кубоксем тата медальсем парса хавхалантарчĕ.
9-мĕш класс ачисем хушшинче Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен пики Оксана Медкова çĕнтерчĕ (вĕрентекенĕ – Светлана Телеева). Вĕсенчен тата çаксене асăнса хăвармалла: Дарья Ульянова (Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕ), Елизавета Артемьева (Димитровградри 27-мĕш шкул, Виктория Васильева (Кивĕ Кăлаткă районĕнчи Бахтеевка шкулĕ). Ольга Прохорова (Мелекесс районĕнчи Филипповка шкулĕ), Олеся Княгинина (Çинкĕл районĕнчи Уличе шкулĕ) тата Алёна Михайлова (Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Курак Хăви шкулĕ) лайăх балсем кăтартнă.
10-мĕш класс пикисемпе йĕкĕчĕсенчен чи маттурри Вăта Тимĕрçентен килнĕ Валерия Чугунова пулчĕ (вĕрентӳçи – Светлана Мигукова). Валерия пĕтĕмĕшле ĕçĕн 91 процентне тивĕçлĕн пурнăçланă. Иккĕмĕш вырăна Александр Княгинин тухрĕ (Уличе, вĕрентӳçи – Елена Краснова).
Вуннăмĕшсенчен хастарррисем татах та тупăнчĕç: Мария Тарасовапа Ксения Митрофанова (Ульяновскри 55-мĕш шкул) тата Андрей Иванов (Тереньга районĕнчи Скугареевка шкулĕ).
11-мĕш класра вĕренекен Чӳрекел пики Татьяна Таушкина (Майна районĕнчи Кивĕ Мăклавшă шкулĕ) ĕçĕн 88 процентне пурнăçласа çĕнтерӳçĕ ятне илнĕ. Парнесене тивĕçнисем татах та пур: Татьяна Палькеевапа (Димитровградри 23-мĕш шкул) Владимир Соколов (Ульяновск районĕнчи Салмановка шкулĕ) тата Анатолий Ильинпа Елена Багаева (Филипповка шкулĕ).
Жюри председателĕ – Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн наци уйрăмĕнчи литература кафедрин доценчĕ – Елена Нагорнова, членĕсем – Валентина Киргизова (Димитровград) тата Надежда Сайгушевапа Светлана Кудряшова (Чăнлă районĕ) вĕрентекенсем.
 
Чăнлă районĕ,
Ирçел вăтам шкулĕ.
 
: 821, Хаçат: 8 (1204), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: