Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскра пиллĕкмĕш хут «Халăхсен туслăхĕн» кубокне çĕнсе илессишĕн облаçра пурăнакан тĕрлĕ халăхсен обществăлла организацийĕ-семпе культура автономийĕсен тата аслă вĕренӳ учрежденийĕсен-че пĕлӳ пухакан ют çĕршыв студенчĕсен командисем хушшинче мини-футбол турнирĕ иртрĕ.
Пĕтĕм тĕнчери Азербайджан конгресĕн Ульяновскри уйрăмĕ пуçарнипе йĕркеленекен турнира кăçал облаçри 21 тата Самартан килсе çитнĕ 1 команда хутшăнчĕç.
Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕнче Ульяновскри «Новое поколение» спорт комплексĕ мини-футбола кăмăллакан (профессионалсем мар) азербайджансен, вырăссен, чăвашсен, тутарсен, мордвасен, узбексен, арабсен, вьетнамсен, кăркăссен, туркменсен, грузинсен, африканецсен, таджиксен, эрменсен, француз компанийĕн представителĕсен, дагестансен тата ытти халăхсен ушкăнĕсем чи лайăххи пулассишĕн кĕрешрĕç.
Турнира Азербайджансен конгресĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Ислам Гусейнов уçрĕ. Кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен советникĕ, УОЧНКА председателĕ Владимир Сваев сăмахĕнче культура тĕнчене çăлать пулсан çакăн пек спорт уявĕсем халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетнине палăртрĕ.
Чăвашсен командине Кĕрешӳ федерацийĕн ертӳçи Виталий Софронов пĕр чăмăра пухса хатĕрленĕ. Александр Юманов, Леонид Стецко, Александр Костенко, Михаил Ватосев, Александр Муравьёв, Михаил Кандаулов, Денис Рахманов, Илья Васильев, Александр Гаврилов, Александр Шатрашанов тата Фарид Хисамутдинов (вратарь) чăвашсен обществăлла организацисемшĕн вылярĕç. Вĕсене вăййа пĕр пек формăпа тухма «Еткер» телекăларăм (ертӳçи Олег Мустаев) футболкăсем парнелерĕ.
Кĕрешӳ хĕрӳ пычĕ. Шел, чăвашсем кăçал «Русский дом» командăна выляса ячĕç. Виçĕмçул чăвашсем малтисем пулнă.
Турнирта çĕнтерсе «Халăхсен туслăхĕ» кубока тутарсен наципе культура автономийĕн «Яна Дулкын» команди тивĕçрĕ. Иккĕмĕшсем француз компанийĕн «Контактор», виççĕмĕшсем - Дагестан халăхĕсен конгресĕн «Дагестан» командисем пулчĕç.
 
: 990, Хаçат: 8 (1204), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: