Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Нарăсăн (февралĕн) 21-мĕшĕнче УОЧНКА çуртĕнче «Канаш» хаçат вулаканĕсен çавра сĕтелĕ иртесси пирки хаçатăн малтанхи номерĕнчех пĕлтернĕччĕ. Нумайăнах пулмасан та палăртнă вăхăта пирĕн тĕпелĕмĕре чи çывăх юлташсем пухăнчĕç. «Ĕç кунĕ пулман пулсан çынсем ытларах килĕччĕç. Кăмăлĕсем пулсан та ĕçрен каяйманнисем чылай», - терĕ кун пирки Лаврентий Данилов вулаканăмăр.
Тĕлпулăвăн тĕллевĕ хамăрăн çĕнĕ вырăнпа, Лев Толстой урамĕнчи 12-мĕш çуртпа, вулаканăмăрсене, обществăлла корреспондентсене паллаштарасси тесе тĕп редактор Николай Ларионов малтан УОЧНКА председательне Владимир Сваева сăмах пачĕ.
- И.Я.Яковлев палăкне лартсанах ку çурта илме шутланăччĕ. Вырăнĕ аван, палăк та, чăваш чиркĕвĕпе Яковлев музей-хваттерĕ те юнашар. Малашне кунта УОЧНКА, И.Я.Яковлев обществи, «Еткер» телекăларăм, «Канаш» хаçат редакцийĕсем, Кĕрешӳ федерацийĕ пулĕç. Чăвашсем сапаланмасăр пĕр вырăнта ларăпăр, - пĕлтерчĕ Владимир Ильич. Çаплах вăл И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине палăртма хатĕрленни пирки каласа пачĕ, автономин çитес вăхăтри ĕç планĕпе паллаштарчĕ. «Канаш» хаçата ăнăçусем сунса малашне ытларах çамрăксемпе ĕçлеме, поэтсемпе, писательсемпе поэзи фестивалĕ ирттерме сĕнчĕ.
Тĕп редактор вунă çул хаçат тиражĕ чакманнине палăртрĕ:
- Хаçат мĕнле пулсан та 1200 экземпляра çитетех. Фермерсемпе предприятисен ертӳçисемпе çыхăнса ĕçлени те пулăшать. Ĕçре чăрмавсем çук, «МедиаЦентр» пире кирлĕ чухлĕ транспортпа тивĕçтерет, хаçат çырăнакансем хушшинче лотерея йĕркелеме парнесемпе пулăшать, çывăх вăхăтра хаçатăн пĕрремĕшпе юлашки страницисене тĕслĕ кăларма шантарать, - терĕ.
Хаçатра иртнĕ çул йĕркеленĕ конкурс çĕнтерӳçисене дипломсемпе (хушамачĕсене «Канашăн» 2012 çулхи 52-мĕш номерĕнче пичетленĕ) чысларĕ. Шел, вĕсенчен Юлия Ларионова (Ульяновск хули) тата Нина Васильева (Чăнлă районĕ, Каша) кăна конференцие килсе çитнĕччĕ. Ачасемпе хастар ĕçлекен вĕрентӳçĕсем – Лидия Ярославская (Майна районĕ, Чӳрекел), Зоя Головина (Чăнлă районĕ, Каша), Нина Кушты (Чăнлă районĕ, Пухтел), Светлана Кудряшова (Чăнлă районĕ, Çĕнĕ Улхаш) «МедиаЦентрăн» тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.
Николай Ларионов «Канаш» хаçат çумĕнчи «Шевле» литпĕрлешӳ ĕçĕ те хастар пынине палăртрĕ.
Хаçатăн хастар корреспонденчĕ Роза Макарова облаçри патшалăх тĕп архивĕнче ĕçленĕ май историллĕ материалсенче датăсемпе даннăйсене тĕрĕслемесĕр лартмалла маррине, фактсене мĕнле çăлкуçран илнине кăтартмаллине асăрхаттарчĕ. Вăхăтран вăхăта хамăр тăрăхăн историйĕпе çыхăннă материалсене пĕрле пухса ятарлă страница кăларма сĕнчĕ. Вырăнти паллă чăвашсем, писательсемпе поэтсем хăйсен докуменчĕсене архивра хăварма пултараççĕ. Унччен тĕп архивра чăвашсенчен икĕ çыннăн кăна – Алексей Рекеевпа Иван Юркинăн – харпăр фончĕсем упраннă. Юлашки вăхăтра Анатолий Юманăн тата Анатолий Дмитриев-Ырьятăн фончĕсем уçăлнă. Роза Макарова Анатолий Ырьята хăй фончĕн опиçĕн пĕр экземплярне пачĕ.
«Канашри» çырусен пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Дмитриев иртнĕ çул хаçат 507 материал илнĕ, пурĕ 128 обществăлла корреспондентăнне пичетленине пĕлтерчĕ.
-Чӳрекел шкулĕнчен 24, Çĕнĕ Улхашран 8, Пухтелĕнчен 3, Тутарстанри Пăва районĕнчи Пӳркел шкулĕнчен 6, Ульяновскри 85-мĕш шкултан 1 вĕренекен материалĕсемпе ӳкерчĕкĕсене ярса панă. Эпир вĕрентӳçĕсем пирки нумай çыратпăр, вĕсем пирĕнпе яланах çыхăнасшăн пулманни, вĕренекенĕсен материалĕсене хаçатра пичетлесе хавхалантарасшăн пулманни пăшăрхантарать. Чăваш чĕлхипе çырулăхĕн пуласлăхĕ вĕсенчен килет вĕт-ха, - терĕ. Вырăнти писательсемпе поэтсем, таврапĕлӳçĕсем, облаçри тата Чăваш Республикинчи архив ĕçченĕсем, чăваш фольклорне пуçтаракансем материалсем ярсах тăнине палăртрĕ.
Нина Васильева Каша ялĕнче «Канаша» çырăнтарассишĕн нумай çул тăрăшса ĕçлет, час-часах çырса тăрать. Вăл чăвашлăха малалла тăсас тесех тăван ял çыннисем пирки хăй хаçатсенче пичетлесе кăларнă материалсем тăрăх кĕнеке пичетлеме панине каласа пачĕ.
Паллă юптаруçă Алексей Ашкеров хаçатра ытларах калавсемпе таврапĕлӳ материалĕсене вулама кăмăллать. Сĕнĕвĕ – спорт тата спортсменсем пирки ытларах çырмалла. Чăвашсем хушшинче кун пек паттăрсем нумай.
Журналистикăри шурсухалăмăр Анатолий Юман «Канаш» хаçатра пичетленекен материалсемпе кăмăллă. Ăна Чăваш Республикин президенчĕ Михаил Игнатьев Патшалăх канашне янă çыру канăçсăрлантарать. Унта чăваш чĕлхине аталантарасси пирки, республика тулашĕнчи чăвашсемпе çыхăнса ĕçлесси пирки пĕр сăмах та çук. Анатолий Фёдорович хамăрăн çивĕч ыйтăвăмăрсене уçса парса ЧР Президенчĕ патне ушкăн алă пуснă уçă çыру яма сĕнчĕ.
Анатолий Юмана хăйне те «Чăваш халăх поэчĕ» ят пама ыйтса икĕ çул каяллах Чăваш Республикине документсем ярса панă ĕнтĕ. Анчах хуравĕ паян та çук.
Юлашки вăхăтра хаçат страницисенче çĕнĕ автор ячĕ курăна пуçларĕ – Пётр Рахманов. Вăл область тăрăх нумай çӳрет, хăй çитнĕ вырăнсенче чăвашсене хаçатпа паллаштарать, хастар çынсем пирки çырать, хаçат тиражне ӳстерессипе ĕçлет. Çĕнĕ ĕçĕнчи çитĕнӳсемпе Пётр Андреевич савăнсах паллаштарчĕ.
Хаçатри информаци пайĕн пуçлăхĕ Елена Мустаева: «Хальхи пурнăçра информаци тупасси йывăр мар, Интернета уçсан унта темĕн те шыраса тупма пулать. Анчах хаçат вулаканĕсем хăйсен ялĕнче, шкулĕнче пулса иртнĕ мероприятисем пирки шăнкăравласа калани пахарах. Халĕ пурин те кĕсье телефонĕ пур, ан ӳркенĕр, шăнкăравлăр. Эпир вĕсене сирĕн ятăрпа çырса кăларăпăр», - терĕ.
Культура пайĕн пуçлăхĕ Нина Еграшкина малашне хаçатра ятарлă кăларăм – «Культура» – тухассине пĕлтерчĕ. Унта йăла-йĕрке, паллă артистсем, чăваш тумĕ уйрăмлăхĕ пирки çырса кăтартĕç. Пĕрремĕш кăларăмĕ хатĕр ĕнтĕ, вăл И.Я.Яковлев юбилейĕ тĕлне тухмалла.
Алёна Алексеева журналист хаçат тĕслĕ тухма тытăнсан тираж самаях ӳсессе шанса, Валентина Алексеева яваплă секретарь хаçат сăн-питне улăштарма вулакансенчен сĕнӳсем кĕтни пирки калаçрĕç.
Лаврентий Данилов чăваш хаçатне облаçра кăна мар, Чăваш Республикинчи районсенче те сарассипе хастар ĕçлет. Унăн шухăшĕпе, хаçатра апат-çимĕç пĕçермелли рецептсем мар, спорт пирки ытларах çырмалла. Унпа Сергей Краснов вулаканăмăр та килĕшет.
Мĕнех, кашнин хăйĕн шухăшĕ. Эпир пурне те шута илетпĕр, анчах рецептсем çырмасăр хĕрарăмсене те кӳрентерме пултараймастпăр.
Ытти çулсенчи вулакансен конференцине Димитровградра пурăнакан Геннадий Улюкин яланах килетчĕ. Кăçал операци хыççăн вăл инçе çула тухаймарĕ. Апла пулин те канăçсăр чунлă чăваш шăнкăравласа хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ, чăваш чĕлхи историйĕпе çыхăннă материалсем ытларах пичетлеме ыйтрĕ. Тата шкулсенче чăвашла вĕрентме пăрахни канăçсăрлантарать ăна. Кун пек чухне чăвашсен чĕмсĕр пулмалла мар, çырмалла, çӳремелле, ыйтмалла. Ав Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Малаелĕнче пĕр вăхăт чăвашла вĕрентме пăрахнă. Геннадий Петрович вĕрентӳ министрĕ Екатерина Уба патне çыру ярать. Шкулта сехетне икĕ хут сахалтарах уйăрсан та чăваш чĕлхипе литература предметне тавăраççĕ. Халĕ Упамсар шкулĕнче йывăрлăхсем сиксе тухнă.
Тĕлпулăва пĕтĕмлетсе Николай Ларионов тĕп редактор пухăннисене хаçат ĕçне хастар хутшăннăшăн тав турĕ.
-Хаçата интереслĕрех кăларас ĕçе пурин те хутшăнмалла. Темăсем мĕнле нумайрах, çапла вулама кăмăллăрăх. Вĕрентекенсенчен эпир «Педагогика страници» валли материалсем, писательсемпе поэтсенчен ачасем валли çырнă калавсемпе сăвăсем кĕтетпĕр. Çырăнăр пирĕн хаçата, вулăр, çырăр, - терĕ вăл.
 
: 1023, Хаçат: 8 (1204), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: