Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кашари пĕр килте илемлĕ гарнитур курсан ăçта туяннипе кăсăклантăм. Кунтикаври пĕр усламçăран тесен тĕлĕнтĕм. Ӳркенмесен ялта та ĕç тупма пулать иккен.
 
Кунтикавра пурăнакан Анатолий Каргов 2005 çулта тахçан ферма пулнă çурта туянса сĕтел-пукан цехĕ уçать. Ялти çынсенчен ĕç ушкăнĕ чăмăртать. Ентешĕсене ĕçпе тивĕçтерет. Акă мĕнлерех аса илет вăл пирвайхи çăмăл мар çулсене:
-Шкулта вĕреннĕ чух эпĕ учитель пулма ĕмĕтленнĕччĕ. Шăпам урăхларах килсе тухрĕ. 2001 çулта пĕр хуçа патĕнче сĕтел-пуканпа суту-илӳ тăвас ĕçре сутуçă-водительте ĕçлерĕм. Ют хуласене сутма çӳрерĕм. Кайран услам ĕçне хам пуçарса ярас терĕм. Ман шухăша аттепе анне малтанах ырламарĕç. Яваплăхĕ пысăк пулнине хам та лайăх чухланă-ха ун чух. Çак кивĕ çуртра ĕçе пикентĕм. Пуçлама çăмăл пулмарĕ. Хăш-пĕр чух ирхи пиллĕкченех аппаланаттăмăр. Паллах, пĕрремĕш пулăшакансем манăн аттепе анне, мăшăрăм Надя тата çывăх юлташ пулчĕç. Надя бухгалтер тата çĕвĕç ĕçне туса пырать. Атте паян та пулăшсах тăрать. Малтан телевизор лартмалли тумбочка пек пĕчĕк япаласем ăсталарăмăр.
Пысăкраххисене (стенка, диван, сĕтел-пукан тавраш) ăсталама тытăннă май ĕç ушкăнĕ ӳссе пычĕ. Хĕлле кохозра ĕç çук вăхăтра çамрăксем Кашаран, Новосёлкирен те ĕçлеме çӳретчĕç. Ăсталăха алла илсен хăшĕсем хулари сĕтел-пукан комбиначĕсене кайса вырнаçрĕç. Калле май таврăннисем те пулчĕç. Ушкăн çапла çĕнелсе, ăсталăхне ӳстерсе пычĕ. Халĕ манăн 6-7 çын. Эпир ялта пурăнса хула ĕçне тăватпăр. Ĕç укçине те хуларинчен кая илмеççĕ,- тет йăл кулса пуçлăх.
Чăнлă районĕнче сĕтел-пукан тăвакан цех урăх çук. Çавăнпа та çывăх ялсенче пурăнакансем Каргов фирминче ăсталанă сĕтел-пукана юратсах туянаççĕ. Пахалăхĕ аван, хакĕ те хуларинчен йӳнĕрех. Кирлĕ пулсан киле пырса вырнаçтарсах параççĕ. Хăйсем те килсе туянасса кĕтсе лармаççĕ. Вĕсен машини куллен ăçти-тăр пасара сутма тухса каять. Таврари кашни ялăн пасар кунĕсем пур. Унта яланах Каргов кăларакан сĕтел-пукана курма пулать. Область тулашĕнчи ял-хулана та çул такăрлатнă ĕнтĕ вĕсем.
-Пĕрмай ĕçлемелле, пĕрмай хускалмалла, унсăрăн ĕç чарăнса тăрать,- тет Анатолий Владимирович.
-Харпăр ĕçпе аппаланакансене мĕнпур енчен тĕрĕслеççĕ, эсир те вĕсен алли витĕр тухатăр-и? – кăсăклантăм эпĕ.
-Çапла. Пирĕн ĕçе йĕрлесе тăракансем сахал мар. Эпир туса кăларакан сĕтел-пукан пĕтĕмĕшле нормативлă документсен ыйтăвĕсене тивĕçтерет. Çакна çирĕплетекен пахалăх сертификачĕ те пур. Унсăрăн çак ĕçпе аппаланма ирĕк паман пулĕччĕç. Виçĕ çулта пĕрре комисси килсе тĕрĕслет,- тет вăл хутсене ман ума хурса.
Анатолий Владимирович ӳпкелешме юратмасть, анчах çак лава сĕтĕрме çăмăл маррине вĕсен ĕçне хам куçпа курсан ăнланма йывăр пулмарĕ.
- Çывăрса кайиччен пуçра çĕр шухăш çаврăнать: вăхăтра материалсем туянса килмелле, сĕтел-пукан пахалăхĕ пирки шутламалла, ĕç укçи пултăр тесен тавара сутмалла. Калама кăна çăмăл. Кирек мĕнле ĕç те вăй хумасăр, тар тăкмасăр пулмасть,- тет Анатолий Владимирович.
- Пурнăç паллах ĕçрен кăна тăмасть. Кану вăхăтне мĕнлерех ирттеретĕр?
- Ăшă кунсем çитсен цех умĕнчи терраскăра канатпăр, Атăл, Сĕве шывĕсен хĕрне кайса шашлык пĕçеретпĕр, уçă сывлăшпа киленетпĕр. Николаевка районĕнчи Шурă кӳлĕ хĕррине тăватă куна темиçе хут та канма кайнă. Пĕрре ушкăнпа Хусанти аквопарка çитсе куртăмăр. Пĕрле канни ушкăна туслаштарать, - каласа парать усламçă.
Туслăх тенĕрен, Карговсен пысăк çемйи килĕштерсе пурăнать. Ашшĕ – Владимир Петрович – колхозра 30 çул ытла водительте ĕçленĕ. Амăшĕ – Лидия Ивановна – бухгалтерта. Иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Вĕсем хĕрпе ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Хĕрĕ хулара пурăнать, Анатолий – асли – тĕп килте тымар янă. Ялти пикепе пĕрлешсе вĕсем хĕрпе ывăл ӳстереççĕ. Вуникĕ çулхи ывăлĕ уроксенчен пушансанах ашшĕпе амăшĕ ĕçлекен вырăна чупса пырать. Хăй тĕллĕн çăмăллăнах пукан тума пултарать. Ахăртнех, ӳссен ашшĕ пек сĕтел-пукан ăсти пуласшăн.
 
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 1015, Хаçат: 8 (1204), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: