Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чĕмпĕр тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ паллă поэтсем, писательсем, историксем Чĕмпĕр хули ятне те çĕкленĕ. Карамзин, Гончаров, Языков – Раççейĕпех паллă хушаматсем.
Çĕр çул каялла та çак ятсемпе чĕмпĕрсем мăнаçланнă, паян та…
Паллă ентешсен ячĕсене историре хăварас тесе палăксем лартнă, парксемпе скверсем уçса вĕсен ячĕсене панă, музейсем йĕркеленĕ.
1898 çулта Чĕмпĕр хули никĕсленнĕренпе 250 çул çитнĕ тĕле Хула Думипе Хула Управи Чĕмпĕр хулинчи училищĕсене (урăхла – шкулсене) паллă ентешсен ячĕсене пама йышăннă. Чĕмпĕрти арçын ачасен тăваттăмĕш пуçламăш училищине (вăл Пасар площадĕнчи хула çуртĕнче вырнаçнă) Карамзин ятне панă. Хальхи вăхăтра ку площадьре “Контакторпа” “Утёс” заводсем вырнаçнă.
Хĕрачасен икĕ класлă пĕрремĕш училищине Языков ячĕллĕ тесе çирĕплетнĕ. Вăл Лев Толстой урамĕнче пулнă. Хĕрачасен икĕ класлă 5-мĕш училищине Гончаров , арçын ачасен пĕрремĕш училищине Дмитриев, пиллĕкмĕш училищине Минаев, виççĕмĕш училищине Хитрово ячĕсене панă.
Халĕ те Ульяновск хулинче хĕрачасен пĕрремĕш училищи пулнă çурт (чи малтанхи мар) сыхланса юлнă. Ку – Ульяновскри Ленин заповедникĕнче вырнаçнă “Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи ХIХ-мĕш ĕмĕрти 70-80 çулсенче халăха çутта кăларакансен” музейĕ.
 
: 1031, Хаçат: 37 (1129), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: