Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вĕрентӳçĕ вăл анне пек: кашни ачишĕн çунать, пăшăрханать, ĕлкĕрсе пыраймасан – кулянать, çитĕнӳсемшĕн – савăнать.
Чӳрекел шкулĕнчи пуçламăш классене вĕрентекен Зинаида Викторовна Ушканова хăйĕн ачисене çирĕп пĕлӳ парас тесе чунне парса тăрăшать. Аслă классене тарăн пĕлӳпе кĕччĕр тет вăл. Пуçламăш класра çирĕп никĕс хывсан малашне çăмăлтарах пулать-çке.
Унăн вĕренекенĕсем питĕ тăрăшуллă. Ача шучĕ сахал пулнипе 1,2,3-мĕш классен ачисенчен пĕр класс чăмăртанă. Дьяконовсен çемйинчен кунта виççĕн вĕренеççĕ: Петя (3-мĕш класс), Семён (2-мĕш класс), Нина (1-мĕш класс). Чи малтан вĕрентӳçĕ виçĕ пĕртăван çинчен сăмах хускатрĕ.
-Çак çемьене ялта тĕслĕхлĕ çемье теес килет,- терĕ вăл парта хушшинче ларакан янкăр кăвак куçлă, илемлĕ, типтерлĕ тăхăннă ачасем çине кăтартса. - Дьяконовсене эпĕ нихçан та таса мар кĕпе-йĕмпе çӳренине курман. Вĕсен çинче яланах çуса якатнă тум. Çӳçне тирпейлĕ каснă, çивĕтленĕ. Сергейпа Татьяна Дьяконовсем ачисемшĕн тăрăшни куçкĕретех. Ачисем вĕренӳре те аван ĕлкĕрсе пыраççĕ, дисциплина тĕлĕшĕнчен те тĕслĕх.
Пĕртăвансем ӳссен кам пулассипе кăсăклантăм. Петя художник пулма ĕмĕтленет. Ӳкерес туртăмĕ унра пысăк. Ăсталăхĕ те пур.
Семён полици тытăмĕнче ĕçлесшĕн. Ун валли çирĕп сывлăх, тӳрĕ кăмăл тата йĕркене юратни кирлĕ. Вăл пĕчĕк пулин те унра çак пахалăхсем палăраççĕ.
Пĕчĕк Нинăн пуласлăхĕ пирки ĕмĕтленме иртерех-ха, апла пулин те вăл чунри вăрттăнлăхне уçса пачĕ. «Эпĕ суту-илӳ çынни пуласшăн»,- терĕ.
Ĕмĕтленме пĕлекенĕн çăлтăрĕ çутă теççĕ. Дьяконовсен малашлăхĕ те ӳссен çутă пуласса шанас килет.
 
 
Майна районĕ.
 
 
: 975, Хаçат: 8 (1204), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: