Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарти Чăваш наци музейĕн курав центрĕнче «Российская газета» издательство представителĕн, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш АССРĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Пётр Васильевич Сымкинăн фотокуравĕ уçăлчĕ. Ăна вăл 75 çул тултарнине, пултарулăхра ĕçлеме пуçланăранпа аллă çул çитнине халалланă.
Унта пулса курнисем П.В.Сымкинăн çак фотокуравĕ Чăваш Республикин культура пурнăçĕнче пысăк пулăм пулса тăнине палăртрĕç. Ман шутпа, кунта ытлашши пысăклатса хак пани çук.
Пётр Васильевич Сымкин Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен ялĕнче çуралса ӳснĕ. «Лаша пуласси тихаран паллă», - теççĕ чăвашсем. Иртнĕ ĕмĕрти хĕрĕхмĕш çулсен вĕçĕнче тата аллăмĕш çулсен пуçламăшĕнче Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă, ун чухне Пухтел районне кĕнĕ Вăта Тимĕрçенти вăтам шкул ку тăрăхри чи пысăккисенчен пĕри шутланнă. Вăл таврари чăваш ялĕсенчи мĕнпур ачасене хăй патне туртнă. Шăпах çав çулсенче эпĕ, çак шкула вăтам пĕлӳ илме пынă чăваш ачисенчен пĕри, район хаçатне çырса тăма пуçланăччĕ. Çав пĕчĕк корреспонденцисем райхаçатра çех мар, облаçра тухса тăнă «Ульяновский комсомолец» тата «Ульяновская правда» хаçатсен страницисенче те курăнма пуçларĕç. Манăн çак «чир» часах интернатра пĕрле пурăнакан ытти шкул ачисене те ерчĕ. Çапла вара эпир ăмăртмалла журналистика вăрттăнлăхĕсене алла илме пуçларăмăр. Анат Тимĕрçен ялĕнчен пирĕн йыша кĕçĕнрех класра вĕренекен Пётр Сымкин та хутшăнчĕ. Çак пĕрлехи туртăм пире çывăхлатрĕ.
Пётр Сымкин чухăн çемьере ӳссе çитĕннĕ. Унăн ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Тăлăха юлнă салтак арăмĕ икĕ ачине – ывăлĕпе хĕрне пĕчченех ура çине тăратнă.
1952 çулта аттестат илнĕ хыççăн эпĕ тӳрех райхаçат редакцине ĕçе вырнаçрăм. Хаçатăн яваплă секретарĕ пулса тăтăм. Пирĕн туслăх çакăн хыççăн татах та çирĕпленчĕ. Вăл мана пĕлтерсе тăракан ял хыпарĕсем хаçатăн кашни номерĕнче тенĕ пекех пичетленсе пычĕç. Хаçатра пысăк мар гонорар фончĕ те пурччĕ – пурĕ те 10 тенкĕ çех. Çапах ун чухнехи пĕр тенкĕ хальхи 100 тенкĕпе танлашнă вĕт-ха. Вăл ĕçлесе илнĕ гонорара эпĕ ун патне вăхăтра ярса тăма тăрăшаттăм. Укçи-тенки почта тăкакĕсене те пулин саплаштарма юранă ĕнтĕ.
Темиçе çултан вăтам шкул пĕтерсе тухсан Петĕр тусăм Шупашкара тухса кайрĕ. Унта вăл строитель профессине алла илчĕ. Çав вăхăтрах ача чухне вăраннă туртăм та аса илтерсе тăнă ăна. Шупашкара кайса çӳренĕ чух çула май ман пата кĕре-кĕре тухатчĕ. Кун пек чухне çамрăк студента май пур таран укçа-тенкĕпе те пулăшма тăрăшаттăм. Шупашкара кайсан хам та ун патне хваттерне кĕрсе çĕр каçаттăм. Часах манăн пултарулăх ĕçĕнчи шăллăм пĕр вăхăтрах журналист профессине те çирĕппĕн алла илчĕ. Ку шăпах Андриян Николаев космонавтăн вĕçевĕ хыççăн пулса иртрĕ. Тĕнче уçлăхĕн чăваш паттăрне чыслама Мускавран Шупашкара паллă журналистсен ушкăнĕ пырса çитнĕ, çав шутра Ленин премийĕн лауреачĕ Василий Песков тата ыттисем те. Вĕсем мал ĕмĕтлĕ чăваш ачине асăрхаççĕ, ăна АПН корреспонденчĕ туса хураççĕ. Паллă ĕнтĕ, çак Пичет агенстви çĕр ытла патшалăх валли журналсем кăларса тăнă. Çапла вара чăваш журналисчĕ çырса тăнă хыпарсем пĕтĕм тĕнчипех саланса тăма пуçланă. Андриян Григорьевич вĕçевĕ хыççăн тĕнче картти çинче пĕчĕк пăнчă пек çеç курăнакан Чăваш çĕршывĕ çинчен мĕнпур континентсенчи чи пĕчĕк çĕршывсен халăхĕсем те пĕлсе тăма пуçланă пулсан АПН хăйсем валли кăларса тăнă журналсенче чăваш ачин очеркĕсемпе тĕрленчĕкĕсене, интервьюсемпе заметкисене вуласа тĕлĕнмелле чăваш тĕнчин экономикипе культури епле аталанса пыни çинчен те кăсăкланса вуланă ĕнтĕ. Кĕтмен çĕртен акă епле пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе çаврăннă пирĕн ентешĕн журналистика тӳпи. Çакă паха: Пётр Васильевич АПН хăй çине хунă пысăк яваплăха тӳрре кăларма пултарнă. Унăн юбилей куравĕ çакна тепĕр хут çирĕплетет.
- Эпĕ фотограф та, фотожурналист та мар, эпĕ чи малтан – журналист пулнă. Курава тăратнă çĕршывĕпех паллă çынсен сăн ӳкерчĕкĕсене вара АПН журналĕсем валли тĕрлĕ çулсенче унта пичетленнĕ материалсене иллюстрацилеме тунă, - терĕ Пётр Васильевич курава пынисене хăйĕн ĕçĕсене пысăк хак панăшăн тав туса.
Курава тăратнă çĕр ытла фотопортретпа тĕрлĕрен документсем чăваш журналисчĕн тавракурăмĕ калама çук пысăкки çинчен калаççĕ. Кам кăна çук историе кĕрсе юлнă çынсем хушшинче: республикăна тĕрлĕ çулсенче ертсе пынă пуçлăхсемпе ятлă-сумлă ăсчахсем те, космонавтсемпе медицина ăслăлăхĕн çăлтăрĕсем те, ĕçре чапа тухнă хула çыннисемпе уй-хир ĕçченĕсем те, эстрадăпа сцена ăстисем те, ӳнерçĕсемпе скульпторсем те. Çак пĕлтерĕшлĕ пурлăха Пётр Васильевич Чăваш çĕршывĕн наци музейне парнелесси çинчен пĕлтерчĕ.
Эпир, юбиляр ентешĕсем, унăн ĕçĕсемпе тивĕçлипех мухтанатпăр, ăна пултарулăхра çĕнĕ ăнăçусем тума ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
 
: 1105, Хаçат: 8 (1204), Категори: Курав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: