Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçатăн вулавăшĕнче Анатоли Ырьятăн «Ватлăха эп читлĕхе хупатăп» ятлă сăвăсен ярăмĕ пичетленчĕ. Эпĕ ăна пĕчĕк кĕнеке туса çĕлерĕм. Чуна пырса тивекен сăвăсем нумай çак ярăмра. Автор çулĕпе манран пайтах çамрăк пулин те, калăн, вăл пурнăçăн тумхахлă çулĕпе манпа юнашар утнă. «Ахрăм – ахрăма хупларĕ» сăввинех илер. Чĕрене çунтаракан йĕркесене вуланăçемĕн иртнĕ пурнăç аса килет, авторăн Турă панă пултарулăхĕ çăлкуç евĕр тапса тăнине туятăн. Пултарулăхпа юратăва сутăн илме çук. А.Г.Ырьят сăввисенче çамрăксемшĕн те, ваттисемшĕн те сăваплă сăмахсем чылай: «…юрату – хăй пĕр тĕнче…», «…сывлăх – пуянлăх…»
«Юрат мана», «Юрату – хуçа», «Çурхи тĕтре пулса юхатăн» сăвăсем епле чĕрене тыткăнлаççĕ, ватăлăха мантарса яраççĕ.
«Çыравçă, сăвăç чунĕпе нихăçан та ватăлмасть, чунĕпе ялан вунçиччĕре», - тенĕччĕ пĕррехинче Чĕмпĕр Енре чăвашлăха кĕпер хывакан Шурсухалăмăр Анатолий Юман поэт. Анатоли Ырьят та çак каларăша çирĕплетсе: «Ватлăха эп читлĕхе хупатăп», - тет. Пурнăç чăнлăхĕ: иртни те, хальхи те – куç умĕнче.
А.Ырьят чăваш чĕлхине тĕплĕн пĕлекен маçтăр. Хĕрӳ чĕреллĕ сăвăç тата çыравçă. Тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çын. Пурнăçра, ман шутпа, ырринчен начарри нумайтарах. Çапах та автор çын пурлăхне, ырлăхне ăмсанмасть. «Кĕвĕçӳпе ăмсану – хăйне евĕр чир», - тесе ăнлантарать. Таса туйăмпа пурăнакан поэтăмăр ытти çыннăн хĕн-тертне лайăх ăнланса пулăшма тăрăшать.
 
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
: 1669, Хаçат: 8 (1204), Категори: Тĕпчев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: