Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Испанири Наварра хулинче чупассипе ăмăрту пынă. Кени спортсменĕ Абель Мутаи ыттисенчен чылай малтан чупса килнĕ те çитрĕм тесе чарăннă.
Анчах вăл йăнăшнă иккен – финиша çитме тата темиçе метр юлнă. Куракансем испанла кăшкăраççĕ: «Малалла чуп! Финиш лере!». Кениец испанла пĕлмест, нимĕн те ăнланмасть, пĕр вырăнта тăрать. Çак вăхăтра ăна Иван Фернандес Анайя испанец хăваласа çитет. Вăл унран чупса иртсе каяс вырăнне кениеца пĕр аллипе çурăмĕнчен чышса тепĕр аллипе финиш ăçтине кăтартать. Вĕсем çапла чупса пĕтереççĕ.
Испанеца мĕншĕн унран иртсе кайса мала тухмарăн тесе ыйтаççĕ. Лешĕ çапла хуравлать: «Эпĕ ку çĕнтерĕве тивĕç марччĕ. Абель Мутаирен эпĕ нумай кая юлнăччĕ, вăл йăнăшман пулсан ăна хăваласа çитме шанчăк çукчĕ. Маншăн çакăн пек лару-тăрура хам чыса упраса хăварни ылтăн медальрен хаклăрах».
 
: 863, Хаçат: 8 (1204), Категори: Пĕлме интереслĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: