Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(р е п о р т а ж)
 
Вун виççĕмĕш хут пухăнчĕç Ульяновск облаçĕнчи чăваш пикисем илемлĕхпе çепĕçлĕх, çыпăçулăхпа хӳхĕмлĕх конкурсне.
«Сарпике-2013» ячĕшĕн облаçри чăваш ялĕсемпе хулисенчен килнĕ вун виçĕ пике ăмăртрĕ: Чĕмпĕртен, Ялавăртан, Кашаран, Ирçелĕнчен, Аслă Ключищĕрен, Çĕнĕ Улхашран, Чӳрекелĕнчен.
Ирина Кашеева тата Анастасия Ахмерова ертӳçĕсем подиум çине акăш евĕр вĕçсе тухрĕç те конкурсанткăсене йыхăрчĕç. Пĕрин хыççăн теприне Ульяновскри аслă авиаци училищин курсанчĕсем, пулас лётчиксем, аллисенчен тытса сцена çине илсе тухрĕç. Сарпикесем тĕлĕнмелле капăр чăваш кĕписем тăхăннă, пуçĕсенче хăшĕн тухья, хăшĕн масмак. Умĕсене шӳлкеме çакнă. Тĕрĕллĕ чăваш кĕписене пăхса ытарма çук. Саппунĕсем куçа илĕртеççĕ.
Зал туллипе пĕрех. Халăх алă çупать. Ертӳçĕсем «Сарпике –2013» ăмăрту пуçланнине пĕлтерчĕç. Жюри: УОЧНКА пуçлăхĕ Владимир Сваев, Ульяновск хулин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Петр Столяров, «Ульяновскмебель» производство пĕрлешĕвĕн директорсен канашĕн председателĕ, Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ Анатолий Еленкин, И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществин председателĕ Алексей Мордовкин, Ульяновскри халăх культурин центрĕн директорĕ Елена Сафронова, Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн пулăшаканĕ Наталья Чередова, Ульяновскри олимп резервĕн физкультурăпа спорт техникумĕн студенчĕ Владимир Фёдоров, чăваш çамрăкĕсен юхăмĕн председателĕ Алёна Карсакова, Шупашкарти музыка училищин вĕрентекенĕсем Валентина Лаврентьевапа Людмила Петухова. Шутлав комиссийĕн председателĕ – Галина Никитина.
Пĕрремĕш тапхăр – паллашу конкурсĕ. Чипер чăваш пикисем хăйсен тăван ялĕ, шкулĕ, çемйи, юратнă ал ĕçĕсем çинчен каласа пачĕç. Нина Тихонова Тăхăрьялта ӳснĕ, паян Ульяновскри патшалăх педагогика университетĕнче вĕренет, чăвашла юрлама юратать, савăнса ташлать. Анастасия Солодовникова Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнчен килнĕ. 11-мĕш класра вĕренет.
Ульяновскра пурăнакан Александра Ярускина 2010 çулта Ленин мемориалне уçнăранпа 40 çул çитнине халалласа ирттернĕ конкурсра, 2011 çулта «Чăваш ачи, сассуна пар» фестивальте, 2012 çулта «Талантлă çăлтăрсен ушкăнĕ» ăмăртура лауреат ятне çĕнсе илнĕ.
Пĕлтĕр Шупашкарта иртнĕ «Кĕмĕл сасă» юрă фестивалĕнче кĕмĕл сассипе тĕлĕнтерсе пĕрремĕш вырăнлă диплома çĕнсе илнĕ Екатерина Карамзина: «Институтра вĕренетĕп, пурнăçа хаклатăп, юрă маншăн пурнăç тыткăччи», - терĕ. Илемлĕ чăваш юррипе чĕресене килентерчĕ.
Елена Маханцова хăй Владимир Сатайпа Ехрем Иванĕн тăван ялĕнче çуралнипе мăнаçланнине пытармарĕ. 10-мĕш класра вĕренет вăл. «Кĕнекесемсĕр пурăнаймастăп, ташлама юрататăп», - терĕ.
Ульяновск районĕн чысне Аслă Ключище пики Вера Павлова хӳтĕлерĕ. Тĕрлеме ăста. Артист пулас ĕмĕтпе пурăнать.
Çинкĕл районĕнчи Ялавăр ялĕнчен 10-мĕш класра вĕренекен – Людмила Белова (13-мĕш) – пĕвĕ-сийĕпе яштака, илĕртӳллĕ. Шкулта юрă-ташă кружокĕсене (чăвашла, вырăсла, акăлчанла шăрантарать вăл) çӳрет.
Çĕнĕ Улхаш пики Александра Кузьмина хăй чăваш пики пулнипе мăнаçланнине чăваш классикĕн сăвви урлă пĕлтерсе. «Малашне те «хурçă татман чăваш чĕлхипе» пуплĕп, чĕлхе вăл — тăван çĕршыв, ытарайми ял-йыш, юратнă шкул»,-терĕ.
Чиперккесем пултарулăхне ăс-хакăл ăмăртăвĕнче кăтартса пачĕç. Теми: Чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ. Ăмăртăва та пĕтĕмĕшле Патриархăмăр çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă. Кашнинех пĕрер ыйту. Ăна алла илнĕ-илменех хĕрсен тарăн пĕлĕвĕпе тавçăрулăхне кăтартмалла. Икĕ чĕлхепе те юрать: чăвашла та, вырăсла та.
Виççĕмĕш конкурс –«Чăваш стилĕ». Куна эпĕ ăмăрту тесе каламан пулăттăм. Епле майпа чăваш çи-пуçĕ «аванраххипе аван марри» пирки каламалла. Вĕсем кашни хăйнеевĕр, ытарма çук. Уйри пин-пин чечек тейĕн. Тĕлĕнмелли, куç тулли сăнамалли кунта нумай. Чăваш тумтирĕн сăн-сăпатне кермен сцени çинчен кăтартрĕç пикесем. Мăнаçлăн утрĕç вĕсем подиум тăрăх.
Тăваттăмĕш конкурс. Мĕн кăна хатĕрлесе килмен-ши пулас кинсем! Темĕн те пур кунта: чӳлмекре — шаркку, çатма çинче — хуплу, кавăн тата пулă кукăлĕ, хуран кукли, тултармăшĕ – шăрттанĕ, пӳремечĕ, кăпăклă сăри. Хĕрсем халăх апатне мĕнлерех хатĕрленине каласа пачĕç.
Хĕрсем хăйсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне кăтартрĕç. Хăшĕ юрă юрларĕ, хăшĕ сăвă каларĕ, хăшĕ ташларĕ, хăшĕ авкаланса-хуçкаланс а ӳт-пĕвĕ «шăмăсăр» пулнине кăтартса пачĕ…
Жюри канашлăва пуçтарăнсан залри халăха хăйсен чаплă концерчĕпе Ульяновскри «Волга» халăх ансамблĕ (пултарулăх ертӳçи – Владимир Ионов) тата Шупашкарти музыка училищинче вĕренекенсен фольклор ансамблĕ «Янтал» (пултарулăх ертӳçи – Людмила Петухова) савăнтарчĕç.
Акă тинех сцена çинче — сарпикесем! Жюри председателĕ Владимир Сваев чăваш пикисене ыр сунчĕ, пултаруллă, илемлĕ, чи кирли тата чăваш чунлă пулни малашне те сире пурнăçăрта хавхалантарса, пулăшса пытăр терĕ. Владимир Ильич конкурс йĕркелӳçисене, режиссёрне –Чăваш культура центрĕн директорне Ираида Гаврилована, спонсорсене (Пётр Столярова, Анатолий Еленкина, Александр Елюкина, Дмитрий Кузьмина, Александр Данилова, Владимир, Артемий тата Юрий Фёдоровсене) тав турĕ. УОЧНКА çумĕнчи чăваш усламçисен «Эртел» ушкăнĕ ятĕнчен Пётр Столяров саламларĕ.
Хĕрсенчен кашниех Ульяновскри халăх культурин центрĕпе УОЧНКА дипломне, ятарлă парнесене тивĕçрĕ.
Акă вĕсем çĕнтерӳçĕсем: «Ăс пике» номинацире — Чăнлă районĕнчи Сĕве юхан шывĕ хĕрринчи Каша ялĕнчи паллă йăхран тухнă, Тутар Каши шкулĕнче 10-мĕш класра «пиллĕкпе» çеç вĕренекен Анна Головина. «Хӳхĕм пике» номинацире Çинкĕл районĕнчи Ялавăр ял пики Татьяна Фролова мала тухрĕ. Пике 11-мĕш класра вĕренет, баскетболла вылять. «Çĕпĕç пике» номинацире çĕнтерӳçĕ ятне Ульяновскри фармацевтсем хатĕрлекен колледж вĕренекенĕ Алёна Кузьмина тивĕçрĕ. Алёна пур енĕпе те пултаруллă пике: сăвă çырать, спортпа интересленет, кĕмĕл сасăллă, волонтёр ĕçĕпе аппаланать, вăрăм çивĕчĕ пилĕк таран.
«Сарпикен Вице-мисĕ» ята тата «Икĕ пин тенкĕ» сертификата Екатерина Столярова тивĕçрĕ. Катя Чăнлă районĕнчи Ирçел шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренет, тухтăр пулас тĕллевпе пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене хатĕрленет. Çуркунне çуралнăскер сар хĕвел пек кулса çеç тăрать, чĕкеç пек чĕвĕлти, çепĕç сасăллă.
«Сарпике мисĕ-2013» ята Марта Волынщикова çĕнсе илчĕ, «Виçĕ пин тенкĕ» сертификата тивĕçрĕ. Çĕнтерӳçĕ çине хĕрлĕ хăйăва уяв спонсорĕ Анатолий Еленкин тата пĕлтĕрхи сарпике Оксана Долгова çыхса ячĕç.
«Сарпике-2013» Майна районĕнчи Чӳрекелĕнче туслă çемьере çуралнă, Кивĕ Мăклавăш шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренет. Марта ял чапне ӳстерме тăрăшать, регион, Раççей шайĕпе иртекен ăмăрту-фестивале тăтăш хутшăнать. Ульяновскри модельсен шкулĕнче вĕренет. Мартăшăн «чирлеме» çур Чӳрекел килнĕччĕ пуль.
Сарпике Ульяновск облаçĕн чысне Шупашкар хулинче Раççей шайĕнче хӳтĕлĕ.
 
: 1137, Хаçат: 9 (1205), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: