Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Нарăсăн 26-мĕшĕнче физкультура тата спорт департаменчĕн канашлу органĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов хутшăннă.
-2012 çулта физкультурăпа спортра тата çамрăксене сывлăх пурнăç йĕркине хăнăхтарассипе пирĕн ĕçсем аван пыраççĕ. Паян облаçра спортпа 295 пин çын туслă, вĕренекенсен 50 проценчĕ шкулти спорт секцийĕсене çӳрет. Иртнĕ çул эпир 900 яхăн спорт мероприятийĕ ирттернĕ, унта 94 пин çын хутшăннă, - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Облаçра мĕнпурĕ 19,2 пин спортсмен хатĕрленĕ, вăл шутра пĕрремĕш разрядлисем – 315, спорт маçтăрĕн кандидачĕсем – 512, Раççей спорт маçтăрĕсем – 41 тата пĕтĕм тĕнчери спорт маçтăрĕсем – виççĕ. Спорт департаменчĕ пĕлтернĕ тăрăх, облаçра халĕ мĕнпурĕ 2373 спорт çурчĕ, вăл шутра 771 спорт залĕ, 35 бассейн, 51 ачасен тата çамрăксен шкулĕ, тĕрлĕ енлĕ 58 федераци тата спортсменсене хатĕрлекен 1 центр. Кăçал спорт оборудованийĕсем тата сусăрсем валли спорт хатĕрĕсем туянма 4 млн тенкĕ укçа уйăрнă. Унсăр пуçне кĕпĕрнаттăр спорт тытăмĕнче вăй хуракансен ĕç укçине ӳстерес ыйтăва пăхса тухма хушнă.
 
: 954, Хаçат: 9 (1205), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: