Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2010 çулта Раççейре “Пирĕн çĕнĕ шкул” наци вĕрентӳ пуçарăвĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Чăнлă районĕн вĕрентӳ тытăмĕ çĕнĕ условисенче мĕнлерех ĕçлени çинчен “Чăнлă районĕ” муниципаллă пĕрлĕх администрацин вĕрентӳ пайĕн заведующийĕ Владимир Николаевич Пидиксеев каласа пачĕ.
- Владимир Николаевич, чи малтанах кăçал шкул пĕтернисен вунпĕр çулхи вĕренĕвĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарăр-ха.
- Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне 132 вĕренекен тытрĕ. Вĕсем пурĕ вунă предмет суйласа илнĕ. Экзаменсен пĕтĕмлетĕвĕпе виçĕ шкул пĕтерекен ылтăн медале, пиллĕкĕшĕ кĕмĕл медале тивĕçрĕç. Вĕсем пурте хăйсен пĕлĕвне çирĕплетрĕç. Кăçал шкул пĕтерекенсенчен 68,7 проценчĕ аслă вĕренӳ шкулĕсене кĕнĕ, 21 проценчĕ – ятарлă вăтам вĕренӳ заведенисене. Аслă Нагаткинпа Пухтел шкулĕнчен вĕренсе тухнисем халĕ пурте аслă вĕренӳ заведенисенче пĕлĕвĕсене ӳстереççĕ.
- Чăнлă районĕнче ку вĕренӳ çулне шкулсем хупăнман-и?
- Хупăнман. Унчченхи пекех 25 шкул юлнă.
- Чăнлă районĕн вĕренӳ тытăмне шкулсемсĕр пуçне тата мĕнле вĕренӳ учрежденийĕсем кĕреççĕ?
- Ку, паллах, шкулчченхи ача учрежденийĕсем. Кăçал районта кун пек 30 учреждени. Вĕсене 800 ача çӳрет. Малашнехи тĕллев – ача сачĕсенче группăсем ытларах уçасси. Районта чи лайăх, ĕçре çĕнĕлĕхсемпе усă куракан шкулчченхи вĕренӳ учрежденийĕсене конкурс урлă палăртрăмăр. Чăнлăри “Зёрнышко” (заведующийĕ И.И.Косолапова) тата Аслă Нагаткинти “Берёзка” ача сачĕсем (заведующийĕ О.М.Ткачёва) палăрчĕç.
Районти ачасемпе çула çитменнисен спорт шкулĕ те вĕренӳ тытăмĕнче. Иртнĕ çул вĕсем 30 ытла ăмăрту тата сывлăха çирĕплетмелли мероприятисем ирттерчĕç, вĕсене 500 ытла ача хутшăнчĕ.
-Вĕренӳ çул пуçламăшне шкулсем пурте хатĕрччĕ-и?
-Хатĕрлесе çитертĕмĕр темелле. Анчах ыйтусем пур. Шкул çурчĕсем, унти пурлăхпа техника бази, коммуникаци хатĕрĕсем кивĕ, çавăнпа та вĕсене çĕнетме укçа-тенкĕ чылай кирлĕ.
Çуллахи вăхăтра икĕ шкулта тĕпрен юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр – Кивĕ Улхаш тата Вăта Тимĕрçен шкулĕсен тăррисене район шучĕпе улăштартăмăр. Çак ĕç халĕ Пухтел шкулĕнче пырать. Ку ĕçре пире спонсорсем пулăшаççĕ.
- Кадрсем енчен мĕнлерех?
- Районта ют çĕршыв чĕлхисене вĕрентекен специалистсем çитменни – пысăк йывăрлăх. Ытти предметсемпе учительсем çитеççĕ. Кадрсен ыйтăвне эпир çапла татса паратпăр: кашни çулах педуниверситета вĕренме кайма направленисем паратпăр, студентсемпе каялла таврăнма килĕшӳ тăватпăр.
- Чăнлă районĕн вĕрентӳ уйрăмĕ çĕнĕ вĕренӳ çулне мĕнле çитĕнӳсемпе кĕтсе илчĕ?
- “Вĕрентӳ” наци проектне пурнăçласа вĕрентĕве çĕнĕ программăсем кĕртессипе ирттерекен облаçри конкурса кăçал пирĕн районтан Аслă Нагаткинпа Чăнлă вăтам шкулĕсем хутшăнчĕç. Аслă Нагаткин шкулĕ çĕнтерӳçĕ ятне илме пултарчĕ. Кашни çулах вĕрентӳçĕсене хавхалантарас тата пултаруллă вĕрентӳçĕсен ĕç опычĕпе ыттисене паллаштарас тесе “Учитель года” конкурс йĕркелетпĕр. 2011 вĕренӳ çулĕнче çĕнтерӳçĕ ятне Ирçел шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Александровна Буркина çĕнсе илчĕ.
Вĕренекенсем хушшинче те чи пултаруллисене палăртас енĕпе ĕçлетпĕр - тĕрлĕ предметсемпе олимпиадăсем йĕркелетпĕр. Район ачисем уйрăмах вырăс чĕлхипе литературине аван пĕлнипе палăрчĕç. Облаçри олимпиадăран та çĕнтерӳпе таврăнчĕç. “Çулталăк вĕренекенĕ” конкурс ирттересси йăлана кĕчĕ. Аслă Нагаткин шкулĕнче вĕренекен Елена Васильева кăçал çĕнтерчĕ. Пĕрремĕш хут ачасен пултарулăх “Чĕмпĕр Олимпĕ” конкурсĕ иртрĕ. Çĕнтерӳçĕсем облаçри конкурса хутшăнчĕç, пилĕк номинацире малти вырăнсем илсе таврăнчĕç.
“Развитие единой образовательной информационной среды” программăна пурнăçлассипе нумай ĕçлерĕмĕр. Шкулсенче Интернет пур, ĕçлемелли лицензи программисемпе туллин тивĕçтернĕ, контентлă фильтр тытăмĕсем лартнă. Хальлĕхе сайтсемпе йывăрлăхсем пур.
- 2011 çулхи авăнăн пĕрремĕшĕнчен Раççей Федерацийĕнчи пур пĕрремĕш классем те федераллă патшалăхăн çĕнĕ вĕрентӳ стандарчĕпе вĕренме тытăнмалла. Чăнлăсем çĕнĕлле вĕренме хатĕр-и?
- Хатĕр. Районти 25 шкултан 22-шĕнче пĕрремĕш классем уçăлнă. Вĕсенче 25 педагог ĕçлет. Педагогсем пурте çуллахи вăхăтра учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтра вĕренчĕç, çĕнĕ вĕренӳ стандарчĕпе килĕшсе ĕçлеме ятарлă пĕлӳ илчĕç. Кашни шкул учредителĕпе килĕштернĕ çĕнĕлле ĕçлемелли программа туса хатĕрлерĕ. Федераллă патшалăх стандарчĕ ыйтнă пекех учительсемпе ятарлă семинарсем ирттерме палăртатпăр.
- Районта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентесси мĕнле пырать?
- Чăваш чĕлхипе литературине предмет шайĕпе малтанхи пекех Пухтел, Ирçел, Кунтикав, Анат Тимĕрçен, Вăта Тимĕрçен, Çĕнĕ Улхаш, Кивĕ Улхаш, Чăвашкасси шкулĕсенче вĕренеççĕ. Тулли информаци авăнăн 20-мĕшĕ хыççăн пулать.
- Шкулсене малашне мĕнле улшăнусем кĕтеççĕ?
- Малашне 83-мĕш федераллă саккунпа вĕрентӳ учрежденийĕсем тĕрлĕ формăллисем пулаççĕ: автономлисем, бюджетлисем тата хысна (казённый) шкулĕсем. 2012 çулăн çурриччен кашни шкулăн, ача сачĕн хăйĕн формине суйласа илмелле, куçмалла. Йышăннă форма вĕрентӳ учреждение аталанма май патăр.
- Калаçушăн тав. Ĕçĕрте ăнăçусем сунатпăр.
 
: 901, Хаçат: 37 (1129), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: