Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тереньга районĕнче Афганистанпа Чечня вăрçисенче 5 салтак пуçне хунă. Вĕсене нихăçан та манманнине палăртса тăваттăшне халалласа хăйсем вĕреннĕ шкул стенисем çине асăну хăмисем çирĕплетнĕ.
Нумаях пулмасть Молвино ялĕнче çуралса ӳснĕ, Патуел шкулĕнче вĕреннĕ Вячеслав Фёдорович Иванов ячĕпе асăну хăми уçăлнă.
1945 çулта çуралнă Вячеслав Иванов офицер – Афган çĕрĕ çине пĕрремĕш кĕнисен шутĕнче. Анчах 1980 çулхи çĕртмен12-мĕшĕнче паттăрла пуçне хунă.
Ют çĕршывшăн çапăçса пуçĕсене хунă салтаксене асăнмалли кун асăну хăмине уçма Патуел ялне Раççейри «Боевое братство» пĕрлĕхĕн облаçри ертӳçи Николай Лазарев, халăха патриотла воспитани паракан центрăн тĕп специалисчĕ Борис Накладов, Тереньга район пуçлăхĕн çумĕ Елена Петрова, Тереньга хула тăрăхĕн депутачĕсен канашĕн председателĕ Геннадий Антонов, «Боевое братство» организацин районти уйрăмĕн ертӳçи Николай Оброков тата ыттисем килсе çитнĕ. Мероприятие Патуел шкул ачисем хастар хутшăннă.
Хăнасенчен кашниех сăмах каланă. Мĕн вăл Тăван çĕршыва юратни, кам вăл совет салтакĕ, мĕншĕн салтак пĕр иккĕленмесĕр юлташне çăлса хăварассишĕн пурнăçне шеллемест, мĕнле пулмалла çамрăксен тата ытти ыйтусене çĕкленĕ сăмахĕсенче.
Афган ветеранĕсем шкул ачисемпе паттăрлăх урокĕ ирттернĕ. Хăйсем вăрçă çулĕпе иртнĕ самантсем пирки каласа панă.
 
: 1065, Хаçат: 9 (1205), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: